Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Митингсем Шупашкарта та иртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.12.2011 23:00 | 2027 хут пӑхнӑ
Чапаев скверӗнче. Н. Плотников сӑнӗ
Чапаев скверӗнче. Н. Плотников сӑнӗ

Паян, раштавӑн 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулисенче иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменсем митингсене пухӑнчӗҫ. Мускавра, сӑмахран, вӗсен йышӗ 29-120 пинпе танлашнӑччӗ. Ҫавӑн пекех пысӑк пухусем Питӗрте, Самарта, Чулхулара, Ҫӗнҫӗпӗрте, Владивостокра, Красноярскра тата ытти хуласенче иртрӗҫ. Вӗсем Мускаври пек анлӑ иртмен пулин те халӑх вӗсенче те сахал пулман. Питӗр хулинчи митинга, тӗслӗхрен, 2-2,5 пин ҫын пухӑнни пирки сас-хура пур. Юнашар хуласене илес пулсан — Йошкар-Олара пурӗ те 10 ҫын кӑна тухнӑччӗ. Ӗпхӳре — 35 ҫын...

Шупашкарта та унашкал мероприяти иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан, иккӗ танах — 12 сехетре коммунистсем Республика тӳремне пухӑнчӗҫ, 14 сехетре вара ыттисем — Чапаев скверӗнче. Чапаев скверӗнче халӑх йышлах марччӗ — 200 ҫын патнелле. ТКР, Панулми, РФКП, ЛДПР парти ҫыннисем курӑнатчӗҫ, ялавӗсем вӗлкешетчӗҫ.

Пуху вӑхӑтӗнче алӑ пустаратчӗҫ, Путина президента ямалла марри пирки сӑмахлатчӗҫ. Митинга вӗҫленӗ май 5 йӗркерен тӑракан резолюцие йышӑнчӗҫ: иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑрахӑҫламалла; суйлав саккуне улшӑнусем кӗртмелле; «пурне те хирӗҫ» йӗркене тата суйлава хутшӑнакансен йышӗн чиккине каялла тавӑрмалла; суйлав йӗркине пӑсакансене явап тыттармалла. Калаҫусем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ушкӑнпа Республика тӳремӗ таран утса тухрӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен пӑтармахсем сиксе тухман, пӗтӗмпех йӗркеллӗ иртнӗ.

#Шупашкар, #митингсем, #Раҫҫейре, #Мускав, #Йошкар-Ола, #политика, #суйлав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем