Хулана ертсе пыракана халӑхпа суйлав пирки референдум ирттерме сӗнекен пуҫару ушкӑнне Шупашкар хулин суйлав комиссийӗ регистрациленме килӗшмен тесе пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Хыпара вӑл пуҫару ушкӑнне кӗрекен Геннадий Мандрейкин сӑмахӗ ҫине таянса хатӗрленӗ.
Регистрацилеме ыйтнӑ хутсене пӗлтерӗшлех мар сӑлтава пула йышӑнман-мӗн. Сӑмахран, ушкӑн членӗсен паспорт даннӑйӗсене ходатайствӑра кӑтартманни (ӑна приложенире ҫырнӑ) вырӑнлӑ пулса тухман. Кунсӑр пуҫне «Пуҫару тӑратмалла тесе шухӑшлатпӑр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вырӑнне кӗскен «Пуҫару тӑратасшӑн» тесе кӑна-мӗн.
Пуҫарӑва йышӑнманнипе килӗшмен енне пуҫаруҫӑсем суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ пирки ҫӑхав шӑрҫаласшӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкар хула мэрне халӑха суйлаттарас ыйтӑва тавӑрас темӑпа хастарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче пухӑннӑ. Унта РФ Патшалӑх Думин оппозицилле депутачӗ Дмитрий Гудков та хутшӑннӑ. Хула пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйлассине тавӑрас ыйтӑва Гудков ытти регионта та ҫӗкленӗ. Сӑмах май каласан, кӳршӗллӗ Чулхулари суйлав комиссийӗ те пуҫарӑва регистрацилеме килӗшмен.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнери сессийӗнче халӑх тарҫисем суйлав бюллетенӗнче пурне те хирӗҫ сасӑлама ирӗк пачӗҫ. Кун пек сӗнӗве Раҫҫей шайӗнче маларах асӑнакансем пулни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Ку йӗрке пирки калаҫнӑ чух депутатсем хӗрсе калаҫнине сессие онлайн мелӗпе итленисем асӑрхарӗҫ-тӗр. Ҫапла йышӑнни вӑл е ку кандидатшӑн сасӑлас килменнисене ӳлӗмрен пурне те хирӗҫлеме ирӗк парӗҫ. Ара, атту списока кӗртнӗ ҫынсенчен хӑшӗшӗн те пулин сасӑламах тивет-ҫке. Капла хӑть хӑв кӑмӑлна кайман кандидатсем пулмасан пурне те хирӗҫҫине палӑртайӑн.
Саккуна йышӑниччен депутатсем хӗрсех калаҫрӗҫ. Пӗринне микрофонне те сӳнтерсе лартрӗҫ.
Нумаях пулмасть территорири суйлав комиссийӗсен ертӳҫисене, вӗсен ҫумӗсене тата секретарьсене ятарлӑ курссенче вӗрентсе кӑларнӑ. Виҫӗ кун ӑс пухнӑ хушӑра вӗсене ӗҫре кирлӗ пӗлӗве панӑ. Ӑша хывнине кайран ятарлӑ тест ирттерсе тӗрӗсленӗ. Парта хушшине ларнисенчен 25 проценчӗ тӗп-тӗрӗс хуравланӑ иккен.
Пӗлӗве халь туптанисем — хальтерех суйланнӑ ертӳҫӗсем иккен. Тӗрӗслеве ӑнӑҫлӑ тухнисене квалификацие ӳстернине ӗнентерекен свидетельство панӑ. Каярах парта хушшине участокри суйлав комиссийӗсен ертӳҫисене лартӗҫ.
Тепӗр уйӑхран, юпан 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ Аслӑ пухӑвӗ иртмелле. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчи пӗрлешӳсем пухӑнмалла, конгресс умӗнче тӑракан ыйтусене сӳтсе явмалла.
Анчах, сасӑлава пурне те кӗртесшӗн мар иккен. Пӗтӗм чӑваш халӑхне пӗрлештерме йӗркеленӗ Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче депутат вырӑнӗсене «Сӑвар» чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвне (элтеперӗ Арӑслан Наумов; хисеплӗ элтеперӗ Ультиар Цыпленков) парасшӑн мар. Ҫапларах ЧНК президиум пайташӗ Михаил Краснов хуравланӑ. Хӑйӗн хуравне вӑл «Сӑвар» пӗрлешӳ юстици министерствинче перерегистраци урлӑ тухманнипе тата депутатсене тӑратма пултаракан пӗрлешӳсен йышӗнче «сӑварсем» ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Олег Михайлович каланӑ тӑрӑх депутатсем пулма ҫав-ҫавах чылай регистрациленмен пӗрлешӳсене кӗртнӗ, ҫавӑнпа Михаил Николаевич вӑл йӗркеленӗ организацие сӑлтавсӑр пӑрса хӑварни туйӑнать. Пирӗн шутпа та пӗтӗм халӑх интересӗсене хӳтӗлекен конгресс обществӑри пур ене сӑнлакан организацисене — чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшаканнисене пушшех те —кӗртме тивӗҫ. Унсӑрӑн конгрес ӗҫӗ халӑхӑн пӗр пайне кӑна ҫутатнӑн туйӑнӗ.
«Граждан платформи» парти ертӳҫи Михаил Прохоров суйлав бюллетенӗсене «пурне те хирӗҫ» йӗркене кӗртме сӗннипе килӗшнине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗн иртнӗ суйлавӗнче Прохоров та ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма кӗрешӗве тухнӑччӗ. Паян вӑл ИТАР-ТАСС информаци агентствине ҫынсен "ҫук" тесе калама право пулмаллах тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Михаил Прохоров шучӗпе, пурне те хирӗҫ пулнине палӑртма май килни влаҫа тата оппозицие халӑх епле йышӑннине кӑтартса пама та пулӑшӗ.
Унччен Федераци Совечӗн председателӗ Валентина Матвиенко Патшалӑх Думине «пурне те хирӗҫ» йӗркене суйлав бюллетнеӗсене кӗртме сӗнӳпе тухас кӑмӑллине палӑртнӑ.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиум ларӑвӗ иртни пирки эпир сире ӗнер пӗлтернӗччӗ — канашлӑва хупӑ мелпе ирттерме шухӑшланӑ хыҫҫӑн унтан пур «ют» ҫынсене те, ҫав шутра «Сӑвар ТВ» канал ӗҫченӗсене те, пӳлӗме пушатма ыйтнӑ.
Ҫапах та лару хыҫҫӑн конгресӑн вице-президенчӗ Иванов Владимир Александрович унта мӗнле ыйтусем сӳтсе явни пирки «Сӑвар ТВ» канала кӗскен каласа панӑ иккен. Тӗп ыйтусем хушшинче юпан 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ конгресс пухӑвне йӗркеллӗ ирттерсе ярассипе ҫыхӑннисем пулнӑ иккен — кама делегат тумалла, миҫе делегат пулмалла. Кама ҫӗн пуҫлӑх тӑвассине те тапратнӑ — президиума кӗрекен ҫынсем, иккен, Валерий Клементьева сӗнес шухӑшлӑ.
ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи Портнов Константин Петрович кандидатсен шутне Архипова та кӗртмелле тесе сӗннӗ — вӑл хӑйне халь чиперех туять иккен, сывалнӑ. Анчах та ку ларура Архипов Геннадий Николаевич отпуска кайнӑ иккен — Константин Портнов каланӑ тӑрӑх ЧНК Президенчӗ 3 ҫул канман. Геннадий Николаевич отпускӗ аслӑ пухучченех тӑсӑлӗ, анчах та Владимир Иванов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх Президента ЧНК ҫуртне никам та килсе ҫӳреме чармасть.
Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне, 14 муниципаллӑ районта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органне суйлассипе хушма тата васкавлӑ суйлавӗсем иртнӗ. ТСК (выр. ЦИК) кӑтартӑвӗсемпе килешӳллен республикӑра суйлава хутшӑннӑ ҫынсен шучӗ — 57,21%.
Суйлавҫӑсем хутшӑннин чи ҫӳлле процентне Тӑвай районӗнче регистрациленӗ — 83,05%. Хыҫҫӑн 82,90% кӑтартупа Елчӗк районӗ пырать.
Суйлав бюллетенӗ ҫине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», ЛДПР, КПРФ партирен тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» фракцинчен пуре 90 кандидата кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри Патшалӑх канашӗн дупутатне суйлассипе хушма суйлавӗнче хӑйсен кандидатурине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», КПРФ, ЛДПР, «Родина» тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» юхӑмӗсенчен пуре 5 кандидата палӑртнӑ.
Чӑваш Ен ТСК кӑтартӑвӗ тӑрӑх нумайӑшӗ «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» партийӗн элчисене суйланӑ — 70%. Ыттисен вара ҫапларах кӑтартусем: «ЛДПР» — 10%, КПРФ — 9% тата 5% — «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей».
Тӗпсуйлавкомра пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ пулӑмсене асӑрхаман. Суйлав йӗркине ШӖМ управленийӗн 350 ӗҫченӗ тата ШӖМ 3997 ШҪ 92 салтак тытса пынӑ.
Ҫапла, Мускавра пурӑнакан пӗр чӑваш хӑйӗн урапи ҫине «Навальнишӗн» текен чӗнӳ ҫыпӑҫтарса хунӑ иккен — хӑйӗн машинипе вӑл Мускав тӑрӑх ҫӳрет.
Урапа хуҫи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх ку шухӑш ун пуҫне Мускав мэр пуканӗшӗн кӗрешекен Алексей Навальный блогӗнчи пӗр ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн пырса кӗнӗ — унта кандидат машинсем ҫине ҫыпӑҫкӑҫ (наклейка) ҫыпӑҫтарма чӗнсе каланӑ иккен, пӑтӑрмах сиксе тухсан та штабӑн укҫи-тенкинчен саплаштарма шантарнӑ. Пирӗн чӑваш вара хатӗр вырӑс тексчӗпе ҫырлахасшӑн пулман — чӑвашлине хатӗрленӗ.
Урапа хуҫи каласа панӑ тӑрӑх чӑвашла текст чылайӑшне кӑсӑклантарать, унта мӗн ҫырнине ӑнкарса илнӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ ӑшшӑн кулса илеҫҫӗ ҫеҫ. Тӗлӗнсе пӑхакансем те тӗл пулаҫҫӗ имӗш.
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче «Раҫҫей 10» конкурсӑн черетлӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ку вӑл ҫӗршыври чи паллӑ вунӑ вырӑна палӑртассишӗн сасӑлав пуҫланнине пӗлтерет. Чӑваш Ен мультиамедиа конкурса тӑхӑр объекта тӑратнӑччӗ. Вӗсенчен пӗри, Улатӑрти Ҫветтуй Троицки мӑнастирӗн колокольни Атӑлҫи федераци округӗпе чи паллӑ вунӑ вырӑн шутне кӗнӗ.
Пирӗн республикӑри ҫав колокольня Раҫҫейре епле вырӑн йышӑнасси пирӗнтен, сасӑлакансенчен, килет. Уншӑн хӑйӗн сассине парас текенсен http://10russia.ru сайта кӗмелле. Е 1880 номер ҫине хӑвӑр суйланӑ объект номерне кӑтартса та СМС яма пулать. Улатӑрти колокольня номерӗ — 19. Хальхинче виҫӗ вырӑншӑн харӑс так сасӑлама пулать иккен. СМС хакӗ 3 тенкӗ те 54 пусран ытла маррине пӗлтереҫҫӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, епле компанирен килет. Кунне темиҫе хут та СМС шӑрҫалама юрать.
Иккӗмӗш тур авӑнӑн 1-мӗшӗчченхи 12 сехетчен пырать. Ун вӑхӑтӗнче 80 объекта суйласа илеҫҫӗ. Ҫавсем финала тухӗҫ те. Ҫӗнтерӳҫӗсен миниатюрисем Мускав облаҫӗнчи «Раҫҫей» паркра вырӑн тупӗҫ.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |