Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Н.В.Фёдоров 5-мӗш хут президент вырӑнне йышӑнмӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.07.2010 13:07 | 1705 хут пӑхнӑ
Н.В. Фёдоров — хальхи президент
Н.В. Фёдоров — хальхи президент

Кун пирки «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» сайчӗнчи пресс-релизран пӗлме пулать. Патшалӑх Думин председателӗ Борис Грызлов пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен президенчӗн пуканӗ ҫине ларма виҫӗ ҫынна тӑратнӑ:

* Суслонова Нина Владимировна, Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗн председателӗ. 1960 ҫулта Иркутск облаҫӗнче ҫуралнӑ;

* Тихонов Руслан Кронидович, Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей Федераци президенчӗн Чӑваш Республикӑри тулли праваллӑ представитель аппарачӗн тӗп федераллӑ инспекторӗ. 1955 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ;

* Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен кабинечӗн председатель ҫумӗ. Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ.

Николай Фёдоров хӑйне ҫак списока кӗртме ыйтман.

 

Виҫҫӗшне танлаштарсан Нина Суслонова ларас шанчӑк пысӑкрах. Астӑватӑр пулӗ вӑл нумай пулмасть председатель вырӑнне ларнӑччӗ — политикӑри пулӑмсем ахаль пулмасса пӗлнӗрен ку та приӗн Республикӑна малашне Нина Владимировна ертсе пыма пултарассине пӗлтерет. Николай Фёдоров та ӑна лартма сӗннӗ тет. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» списокӗнче те ун хушамачӗ малта.

«Ведомости» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Николай Васильевич малашне Раҫҫей Федераци президенчӗн Атӑлҫи е Ҫӗпӗр федераллӑ окргури тулли праваллӑ представитель вырӑнӗсене йышӑнма пултарать. Анатолий Квашнинӑн та, Григорий Рапотан та ҫулӗсем пысӑк — пӗри 65-ке ҫывхарать, тепри вӑл ҫулран иртнӗ те ӗнтӗ.

#суйлав, #политика

 

Комментари:

Victor // 3031.88.3903
2010.07.13 20:42
Victor
тинех, федоровăн кандидачĕсем ан çĕнтерччĕрех... çавах çак этеме супни - савăнăç
Аксар // 3890.59.6650
2010.07.13 22:52
Чăвашра чăваш Президент пулмалла!
Пулхар // 4186.23.0052
2010.07.14 00:11
Мана вара кăмăллăрах авиаци генералĕ Гаврилов Николай. Темĕнтĕрлĕ Чаплă Çын, президент вырăнĕнчĕ-те тата-та чаплă пулĕ. Урăхисĕнĕ пĕлсĕх каймастăп. Культурă министăр вырăннĕ Садальский Станислав актёра лартмалла. Хамăр енчĕх çуралса ÿснĕ. Чăваш пулмасанта, чăвашсĕм пирки хапăрлатат.
валлар // 1899.01.7763
2010.07.14 03:13
Лайăх-и.начар-и çапах та чăвашах пулмалла Чăвашра ертÿщĕ!(пусть будет сукин сын,но Наш сукин сын!)
Самарянка // 2318.03.8150
2010.07.14 14:44
Пирĕн ЧĂвашенне вырăспа тутара пайласа пĕтерчĕç ĕнтĕ.(Разделяй и властвуй).Çÿрĕрех эсир чĂвашсем тарçăра,шывпа çăкăрлăх параççĕçке.Тата мĕн кирлĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем