Елчӗк районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын хӗлле никам та пурӑнман ҫурта чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Унтан вӑл электроплита, тимӗр профильсем тата пӑтасем вӑрланӑ. Пӗтӗмпе - 3 пин тенкӗлӗх. Хайхискер урайне пирус тӗпӗсем пӑрахса хӑварнӑ. Ку кӑна мар, вӑл "пысӑккипе" ҫавӑнтах тула кайнӑ.
Ҫак биологи материалӗсемпе шыраса тупнӑ та ҫав арҫынна. Экспертиза ку ӗҫе вӑл тунине ҫирӗплетнӗ.
Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ. Вӑл пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнчи 30 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Вӑ этем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне темиҫе хутчен те хӗненӗ. Тапса-ҫапса пӗтернӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман — кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулса иртнӗ. Арҫынна 3,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ.
Элӗк районӗнчи 63 ҫулти арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӑл ача тӗлӗшпе ясар ӗҫне пурнӑҫланине суд ҫирӗплетнӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Элӗк районӗнчи пӗр ялта ҫак арҫын 6 ҫулти хӗрачана хӑйӗн кил хуҫалӑхне икӗ хутчен илӗртсе кӗнӗ. Унтан вӑл ясар ӗҫне пурнӑҫланӑ.
Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Ҫапах патшалӑх айӑплавҫи ҫӗртме уйӑхӗнче чӑннипех те ҫапла пулнине ӗнентернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын дачӑра хӑйӗн кӳршине вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӳрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ, пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи суда ярса панӑ.
Ҫуллахи ҫав кун 51 ҫулти тата 65 ҫулти икӗ арҫын, кӳршӗсем, Шупашкар районӗнчи сад юлташлӑхӗсенчен пӗринче эрех ӗҫнӗ. Унтан иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине тапса ҫапса пӗтернӗ. Ӑҫтан май килет, ҫавӑнтан.
Йывӑр суранланнӑ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ветерана вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тунӑ ҫын суд сакки ҫине ларнӑ.
Ҫак арҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе, тыл ӗҫченӗпе - 92 ҫулти хӗрарӑмпа - пӗр килте пурӑннӑ. Ҫав кун вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ватӑ хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 50 хутран кая мар ҫапнӑ. Ватӑ ҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах нушаланса вилнӗ.
29 ҫулти арҫынна суд тӗрмене 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӑл - Мари Эл ҫынни.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 92 ҫулти кинемей Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ята халӗ тин тивӗҫнӗ. Ҫав ятшӑн карчӑкӑн суд тӑрӑх ҫӳреме тивнӗ.
Суд тӑрӑх хӑй ҫӳремен-ха – прокуратура хӳтте кӗнӗ.
Вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче кинемее Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ята ҫирӗплетсе пыракан удостоверение пама килӗшмен. Тӳре-шара ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кинемей вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылра ӗҫленине ӗнентерсе парайман.
Кинемее хӳтӗлесе прокуратура суда ҫитнӗ. Унта карчӑк вӑрҫӑ ҫулӗсенче кӗрӗк арки йӑваласа ларманнине, колхозра тар тӑкнине ӗнентерсе пама килнӗ.
Мари Элти аш-какай комбиначӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатне суда панӑ. Тавӑҫа Арбитраж сучӗ йышӑннӑ.
Тавӑҫра Йошкар-Олари комбинат Вӑрнартине правасене пӑсма пӑрахма ыйтнӑ, унран вӑл куншӑн 5 миллон тенкӗ шыраса илесшӗн.
Икӗ комбинат мӗнле кӑлпассишӗн тата тавар паллишӗн тавлашма тытӑннине пӗлтермен.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм кӳршисене сӑмахпа хӑртнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна административлӑ майпа айӑпланӑ.
Ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗрхи ҫурла, авӑн тата юпа уйӑхӗсенче 47 ҫулти хӗрарӑм аппӑшӗпе йӑмӑкне, 27-ри тата 30-ти хӗрарӑмсене, подъездра пӗрре мар сӑмахпа кӳрентернӗ. Лешсем ҫакна видео ӳкернӗ.
Судра 47-ри хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Ӑна 3 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗн судне 54 ҫулти хӗрарӑм документсем пама килнӗ. Алӑкран кӗнӗ чухне тимӗр шыракан хатӗр сасӑ панӑ. Хӗрарӑма сумкӑри тимӗр япалана кӑларса хума ыйтнӑ, ҫакна пурнӑҫламасан мӗн пулассине те асӑрхаттарнӑ. Вӑл хирӗҫленӗ.
Унӑн сумкине ухтарсан штопр тупнӑ. Хӗрарӑм судра вӑл ӑна мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарайман. Ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр суд залне хураллакан приставсем унта пынӑ ҫынсен ҫумӗнче илсе кӗме юраман 3 пин ытла япала тупнӑ. Ҫав шутра - электрошокерсем, пневматика пӑшалӗсем, касакан япаласем.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын ывӑлӗн класс ертӳҫине сӑмахпа хӑртса пӗтернӗ. Куншӑн ун судра явап тытма тивнӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ывӑлӗ 9-мӗш класра вӗренет. Авӑн уйӑхӗнче шкул ачисем хирӗҫсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн пӗрин ашшӗ вӗрентекен патне шӑнкӑравланӑ. Ун чухне вӑл 30 ҫул ӗҫлекен педагога ят-сумне, чысне пӗтерекен сӑмахсем каласа пӗтернӗ. Ку сӑмахсене класри ытти ача та илтнӗ.
Арҫынна куншӑн 3500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |