Пӑрачкав округӗнчи Бахмутово ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫынна ачисене хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Вал хӑйӗн ачисене хур кӑтартнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр чухне 14 ҫулти хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ку 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Арҫын ачасене ятран та чӗнмен-мӗн. Хӑш чухне пӗчӗк сӑлтава пула е сӑлтавсӑрах ачасене урайне ӳкернӗ, пуҫӗпе урайне ҫапнӑ, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Колешша ялӗнче пурӑнакан ҫынна кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗшӗн явап тыттарнӑ. Ӑна суд штрафланӑ.
Ял ҫынни пӑтӑрмах пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн унтисем тӗрӗслев ирттернӗ. Колешша ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗр ирхине, чӑн та, хӑйӗн кӳршине килӗшӳсӗр сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернине палӑртнӑ. Лешӗ ҫавна телефон камери ҫине ӳкерсе илнӗ.
Чӗлхене ирӗке янӑшӑн арҫынна суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче почтальона хӗненӗ арҫынна суд тӑвӗҫ. Ҫӗньял ялнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 115-мӗш стайин 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа пуҫтах тӗллевпе сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳрекенсене явап тыттараҫҫӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче почтальон Ҫӗньял ялӗнче корреспонденци валеҫсе ҫӳренӗ. Тӗп урамри ҫуртсенчен пӗринчи подъездра ун ҫумне ӳсӗр арҫын ҫулӑхнӑ. Эс почтальон мар, наркотик хурса ҫӳретӗн тесе чӑркӑшланнӑ. Почтальон ҫумӗнче ӗҫре кирлӗ япаласем пурри те ӳсӗр ҫынна лӑплантарайман, вӑл ӑна хӗнеме пуҫланӑ. Почтальонӑн пичӗн шӑммине амантнӑ.
Пуҫиле ӗсе халӗ суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре икӗ пуҫтах арҫын Ҫутҫанталӑк тӗнчине сыхлас енӗпе ӗҫлекен дирекцин ӗҫченне хӗненӗ.
Вӗсене дирекци ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Сурӑм ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи 39 ҫулти арҫын тата Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти вӑйпиттин машинине авӑрламан пӑшал пулнӑ.
Сунарҫӑсем дирекцин ертӳҫин ҫумне Геннадий Исакова питӗнчен тата пуҫӗнчен тапса-ҫапса пӗтернӗ, фотоаппаратне ватса пӑрахнӑ.
Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта спорткомплекса юсанӑ чухне рабочи вилнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вентиляци шахтинче 15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑха вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра пӑрӑхӑн аялти пайне каснӑ чухне ҫав татӑк рабочин пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ..
Ҫавӑншӑн Йӗпреҫ муниципалллӑ округӗнчи усламҫӑна явап тыттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах усламҫӑ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран пулса иртнӗ. Суд арҫынна тӗрмене хупса ухмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ.
Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ.
Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.
Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи тӑватӑ ҫынна, туберкулезпа чирлӗскерсене, вӑйпах сипленме янӑ. Ҫакна прокуратура пулӑшнипе тунӑ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак тӑватӑ ҫын туберкулезӑн уҫӑ формипе чирленӗ. Инфекци вара сывлӑш урлӑ ерет. Вӗсене пульницӑна сипленме чӗннӗ пулсан та итлемен. Ҫапла вӗсем ытти ҫын умӗнче хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.
Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ, арҫынсене медицина учрежденине сипленме вырттарнӑ.
Елчӗкре пурӑнакан 69 ҫулти арҫын ир-ирех пӗлӗшӗн машини патне пынӑ та тӗкӗрӗсене, «дворникӗсене» тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Ҫапла вӑл хуҫине 13 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ку пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ.
Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ-ха вӑл? Сӑлтавӗ те пысӑках пулман – пӗлӗшӗ ӑна пулла илсе кайма хирӗҫленӗ иккен.
Суд 69 ҫулти арҫын айӑплӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Унӑн тӑкака саплаштармалла.
Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна пӑшал тата ҫар припасӗсем упранӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ҫак арҫын М-12 ҫула тунӑ ҫӗрте, Йӗпреҫ округӗнче, ӗҫленӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне, хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл пӑшалпа ҫар припасӗсене тупнӑ. Ун чухне вӗсем ҫӗр чавнӑ.
Алӑпа тунӑ пӑшал тата ҫар припасӗсем хутаҫра пулнӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ҫак арҫынна Канашра полицейскисем чарнӑ. Тӗрӗсленӗ чухне шӑпах ҫав хутаҫа тупнӑ вӗсем. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.
Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ.
Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |