Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: судсем

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрта пурӑнакан хӗрӗхри вӑйпитти сакӑр ҫулти арҫын ачана хӗнесе пурӑннӑ.

Арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлне юратман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ӑна темиҫе те хӗненӗ. Хӗрарӑмпа ача ҫав вӑхӑтра арҫын патӗнче пурӑннӑ. Халӗ вӗсем ун патӗнчен тухса кайнӑ.

Арҫынна вара кӗҫех суд тӑвӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Софья Головина блогер Челепир тӑрӑхӗнчи блогерпа судлашнӑ. Тавӑҫа вӑл асӑннӑ тӑрӑхри Арбитраж судне тӑратнӑ. Софья мобильлӗ телефонпа видеосем ӳкерме вӗрентекен тиктоксем ӳкернӗ. Ӑна миллион ҫын таран пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Катав-Ивановск хулинчи Лилиана Соколовская Шупашкар хӗрӗн тексчӗсене вӑрланӑ, ҫӑвӑн пек видеосем ӳкерсе хӑйӗн тиктокне тытса пынӑ.

Челепирти блогерӑн посчӗсене нумаях ҫын пӑхман-ха, 4 пин таран кӑна. Лилиана хӑйӗн «автор» курсне пуҫарса янӑ. Онлайн-марафоншӑн подписчиксенчен вӑл 2,5 пинрен пуҫласа 300 пин тенке таран илнӗ.

Софья Лилианӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=301657
 

Республикӑра
ставрополь.рф сайтри сӑн
ставрополь.рф сайтри сӑн

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шӑмӑршӑра пурӑнакан хӗрарӑм бизнес-план хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ хыҫҫӑн социаллӑ контракт алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл какайран ҫурмафабрикатсем хатӗрлеме патшалӑхран 250 пин тенкӗ субсиди илнӗ.

Анчах хӑй услам ӗҫне пуҫарман, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Район прокуратури Патӑрьел районӗн судне тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫапла хӗрарӑм патшалӑхран илнӗ укҫана каялла тавӑрса парӗ.

Сӑмах май, Вӑрнар округӗнчи арҫын та автосервис уҫма тесе патшалӑхран 350 пин тенкӗ субсиди илнӗ. Ӑна социаллӑ тӳлеве вӑрланӑ тесе айӑпланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкӗрчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкӗрчӗкӗ

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр арҫын полицие хӑйӗн паспортне вӑрланӑ тата микрофинанс организацийӗнче ун ячӗпе кредит илнӗ тесе евитленӗ.

Пакунлисем тӗрӗслев ирттернӗ те ҫав арҫын кредит учрежденийӗнче 45 пин тенкӗ илнине палӑртнӑ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн кивҫен илнине те, паспортне ӑҫта хунине те манса кайнӑ. Кайран аса илнӗ те анчах кредит тӳлес килменрен йӗрке хуралҫисене паспорта такам вӑрланӑ тесе суйса пӗлтернӗ.

Суякан арҫынна суд 200 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чеб.ру сайтри сӑн
Чеб.ру сайтри сӑн

Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Ҫӗмӗрле – Вӑрнар» перегонра пуйӑс ҫынна таптаса кайнӑ. Машинист чарӑнма хӑтланнӑ, анчах ҫынна таптаса каяссинчен пӑрӑнайман.

Чукун ҫул ҫинче пулнӑ арҫын вилмеллех аманнӑ. Унӑн ывӑлӗ кун хыҫҫӑн питӗ куляннӑ. Ҫавна май Чӑваш транспорт прокуратури кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци илме суда тавӑҫ тӑратнӑ.

Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ тавӑҫа пӑхса тухнӑ, «РДЖ»-на 90 пин тенке яхӑн тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку – кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тата пытарнӑшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ptprok/3827
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти пӗр водитель машинӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Хулари Ленин районӗн сучӗ 36 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 264.3-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн водитель правине пӗрре туртса илнӗ, вӑл пӗрех каллех руль умне ларнӑ. «Skoda Octavia» автомобильпе вӑл хула тӑрӑх пынӑ, ӑна йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ.

Йӗркене пӑсакан водителе суд 280 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма, 2 ҫул руль умне ларма чарнӑ. «Skoda Octavia» автомобиле конфискациленӗ.

 

Хулара

Шупашкарти икӗ ачаллӑ хӗрарӑмӑн 4 пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма ирӗк пулнӑ. Суд та ҫапла йышӑннӑ.Анчах иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ ӑна унта кӗртмен, уҫӑ дубликатне те тума ирӗк паман, ҫемьене кӗртмен. Хӑй вара унта пурӑнман та.

Приставсем документ парсан та арҫын хваттере кӗртмӗн. Унтан суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламасан административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тин пиччӗшӗ икӗ ачаллӑ хӗрарӑма кӗртнӗ, уҫӑ дубликатне панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
huvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
huvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Старко» фирмӑн генеральнӑй директорӗ пулса ӗҫленӗ арҫынна суд тунӑ. Анчах приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 200.3 статйин 2-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ.

2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт тума ҫынсенчен 61 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Анчах ӗҫне вӗҫлемен.

2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Старко» фирмӑна панкрута кӑларнӑ. 60 ҫын шар курнӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ ҫурта урӑх организаци туса пӗтернӗ, ҫынсем хваттерлӗ пулнӑ.

Суд экс-гендиректора тӗрмене хупса хумасӑр айӑплӑ тесе йышӑннӑ, тӗрӗслев тапхӑрӗ 4 ҫула тӑсӑлӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
freepik.com сайтри сӑн
freepik.com сайтри сӑн

2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьел пульницин пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ ватӑ пациента Шупашкара харпӑр клиникӑна МРТ тума илсе килнӗ. Пациентӑн вара электрокардиостимуляор пулнӑ, унпа вара МРТ тума юрамасть. Процедура вӑхӑтӗнче ватӑскер сывлама пӑрахнӑ.

Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫапла суд пациентӑн арӑмне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе район пульницинчен 500 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Палӑртмалла: ҫак тухтӑр унччен медпулӑшу панӑ чухне ҫынна асӑрханмасӑр вӗлӗрнӗшӗн айӑпланнӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
oren.mk.ru сайтри сӑн
oren.mk.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнче 52 ҫулти хӗрарӑм кӳршӗ ялти туя ӗлкӗрес тесе велосипед вӑрланӑ. Анчах вӑл унта пурпӗрех ҫитеймен.

Ҫурлан 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Ленино поселокӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тӑракан велосипеда вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унпа кӳршӗ ялти туя кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче велосипед ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, хӗрарӑм ӑна ҫырмана пенӗ. Кайран кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑран вӑл каялла таврӑннӑ.

Суд хӗрарӑма 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4880
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 29

1967
59
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть