Елчӗк районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗр пӗрле эрех ӗҫнӗ хӗр тусӗпе ҫапӑҫма тапранса кайнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Елчӗкри тусӗ патне хӑнана кайнӑ. Унпа тата тусӗн тӑванӗсемпе Кӑшарни ячӗпе шыва кӗме кайса килнӗ. Ҫылӑхран ҫапла майпа тасалнӑ хыҫҫӑн эрех ӗҫнӗ. Унтан туссем вӑрҫӑнса кайнӑ. Хӑна кил хуҫи хӗрне ҫӳҫрен ярса илнӗ.
Халӗ хӑнана РФ Пуҫиле кодексӗн 116.1 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. 26-ри хӗре ҫавӑн пек ҫапӑҫса ҫӳренӗшӗн унччен те виҫӗ хутчен суд тунӑ иккен.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсем хушшинче тимӗр карта тытса лартнӑ, унта вӑл япала упрамалли вырӑн туса хунӑ. Кӳршӗ-арша ҫакӑ килӗшмен.
РФ Ҫурт-йӗр кодексӗн 40-мӗш статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, планировкӑна улӑштарас тесен нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансенчен ирӗк илмелле.
Суд арҫынна тимӗр картана сӳттермелле йышӑну кӑларнӑ. Ҫак ӗҫе унӑн 30 кунта пурнӑҫламалла. Ахальлӗн унӑн кашни куншӑн 2-шер пин тенкӗ неустойка тӳлесе тӑма тивӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна ҫул ҫитмен ачана хур кӑтартнӑшӑн судпа айӑпланӑ.
Суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӑл 8 ҫулти тӑван мар ывӑлне юратсах кайман, ӑна пӗрмай хӗненӗ, хур кӑтартнӑ. Ҫапла темиҫе уйӑх пулнӑ. Юрать-ха, паянхи кун ача амӑшӗпе ҫав арҫынран уйрӑм пурӑнать.
Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул ҫурӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Пӗр арҫын Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 5-мӗш уйрӑмне сирпӗтмелли хатӗр хунине пӗлтернӗ.
Яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ, анчах йалтах йӗркеллине палӑртнӑ.
Суйса шӑнкӑравлаканни вара 53 ҫулти арҫын пулнӑ. Суд ӑна 6 ҫул та 10 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние асатнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.
ЧР строительство министрӗ пулнӑ Михаил Коледа ЧР Элтеперне Олег Николаева суда панӑ. Тавӑҫа Шупашкарти Ленин районӗн судне нарӑсӑн 5-мӗшӗнче тӑратнӑ.
Михаил Коледа ӗҫрен кӑларса янипе мар, «шанчӑкран тухнӑ» тенипе суда панӑ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Олег Николаев Михаил Коледана шанӑҫран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.
Суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ.
Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпара водитель ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ.
Асӑннӑ ялта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫынсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патнех машинӑпа пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра унтан иртсе пынӑ хӗрарӑм хӑраса ӳкнӗ.
«Тойота Камри» автомбиль водителӗпе 61 ҫулти хӗрарам хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ.
Прокуратура арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Водителе 4,5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн суд тепӗр 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.
Елчӗк округӗнчи Анат Тимеш ялӗнче пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑма судпа айӑпланӑ. Вӑл тӑванӗн машинине сиенлетнӗ.
Пӗррехинче ун патне машинӑпа тӑванӗ килнӗ - унчченхи хирӗҫӳшӗн мирлешме. Анчах вӗсем мирлешеймен. Ҫак хӗрарӑм кирпӗч татӑкӗ илнӗ те машинӑн алӑкне, тӗкӗрне, малти пайне сиенлетнӗ. Тӑкак 50 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна 60 сехет ӗҫлеттермелле тесе йышӑннӑ.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрӗхри вӑйпитти сакӑр ҫулти арҫын ачана хӗнесе пурӑннӑ.
Арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлне юратман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ӑна темиҫе те хӗненӗ. Хӗрарӑмпа ача ҫав вӑхӑтра арҫын патӗнче пурӑннӑ. Халӗ вӗсем ун патӗнчен тухса кайнӑ.
Арҫынна вара кӗҫех суд тӑвӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Софья Головина блогер Челепир тӑрӑхӗнчи блогерпа судлашнӑ. Тавӑҫа вӑл асӑннӑ тӑрӑхри Арбитраж судне тӑратнӑ. Софья мобильлӗ телефонпа видеосем ӳкерме вӗрентекен тиктоксем ӳкернӗ. Ӑна миллион ҫын таран пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Катав-Ивановск хулинчи Лилиана Соколовская Шупашкар хӗрӗн тексчӗсене вӑрланӑ, ҫӑвӑн пек видеосем ӳкерсе хӑйӗн тиктокне тытса пынӑ.
Челепирти блогерӑн посчӗсене нумаях ҫын пӑхман-ха, 4 пин таран кӑна. Лилиана хӑйӗн «автор» курсне пуҫарса янӑ. Онлайн-марафоншӑн подписчиксенчен вӑл 2,5 пинрен пуҫласа 300 пин тенке таран илнӗ.
Софья Лилианӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |