Куславккара пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тӗрмерен ирӗке тухнӑ, анчах тепӗр 9 кунранах вӑл каллех преступлени тунӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернеччӗ.
Ун телӗшпе суд пулнӑ. Хальхинче ӑна уйрӑм режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те судра пӗрре мар явап тытнӑ, йӗплӗ пралук леш енче пӗтӗмпе 13 ҫул ирттернӗ.
Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче вӑл урамра 45-ри арҫынпа паллашнӑ. Вӗсем эрех илнӗ те хваттере кайнӑ. Ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Тин кӑна тӗрмерен тухнӑ арҫын хӑнана 30 хутчен ҫапнӑ-тапнӑ. Лешӗ тепӗр кун реанимацире вилсе кайнӑ.
Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран суд урлӑ 27 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Арбитраж сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ.
«100 лет Чебоксарская» эрех пирки тавлашу тахҫанах пырать. 2019 ҫул вӗҫӗнче УФАС комиссийӗ Етӗрнери спиртсавут этикеткӑпа саккуна пӑсса усӑ курнине палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та спиртсавут эрехе сутма чарӑнман. Ҫавна май ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран тӑкакшӑн 3,8 миллион тенкӗ тата 46,5 миллион тенкӗ компенсаци ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ Етӗрнери спиртсавута 27 миллион тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ
Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командисене хатӗрлекен А. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрлевӗн центрӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти Пӑр кременӗн заведующийӗ пулса унччен судпа айӑпланнӑ ҫын ӗҫленине тупса палӑртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах саккун ҫавӑн пек должноҫсенче судпа айӑпланнӑ ҫынсене ӗҫлеме чарать.
Спорт шкулӗн директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӑр керменӗн директорне ӗҫрен кӑларнӑ.
Патӑрьелте пурӑнакан хӗрарӑма суд тунӑ, ачасене хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
40 ҫулти хӗрарӑмӑн — 12 ача. Пурте тӑван мар, опекӑна илнисем те пур.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм опекӑна илнӗ 9-ти арҫын ачана тата 10 ҫулти хӗрачана аллипе, кӗреҫепе пӗрре мар ҫапнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл тӑван мар 8-ти арҫын ачана ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче амӑшӗ опекӑна илнӗ ачисене тивӗҫлӗ воспитани паманни палӑрнӑ. Вӗсене социаллӑ реабилитаци центрне панӑ. Паянхи куна ҫав 7 ачаран улттӑшӗ ҫӗнӗ ҫемье тупнӑ.
Хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама, 25 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри Управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен сотрудникӗсем васкавлӑ та майлашуллӑ ӗҫленине пула республикӑри 36 ҫын умӗнчи ӗҫ укҫи парӑмне татса пама май килнӗ. Ҫакна тумашкӑн ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн хваттерне сутма тивнӗ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекен ӗҫ укҫи тӗлӗшӗпе хӑйӗн ӗҫченӗсем умӗнче 1 млн та 800 пин тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ. Ҫак парӑма пӗтерес тӗлӗшпе суд приставӗсем пӗр пӳлӗмлӗ хваттере арестленӗ, каярахпа ӑна сутса янӑ. Сӑмах республикӑри пӗр агропредприяти пирки пыни паллӑ. Конкретлӑ хӑшӗ пирки сӑмах пынине вара пӗлтермен.
Суд приставӗсен служби ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ыйтӑва ҫакӑн пек татса пама предприяти ертӳҫи ку ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе нимӗн те туманни, тата вӑл хӑй ҫине илнӗ тивӗҫе пурнӑҫламанни хистенӗ.
Хӗр банкоматран ют ҫын укҫине илнӗ. Куншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ унӑн явап тытма тивӗ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын банкомат урлӑ хӑйӗн счечӗ ҫине 29 пин тенкӗ хума тӑнӑ. Анчах операцие вӗҫлемесӗрех хайхискер пӑрӑнса утнӑ. Счечӗ ҫине укҫа куҫманнине кура вӑл каялла таврӑннӑ. Анчах банкоматра унӑн укҫи пулман ӗнтӗ, ӑна такам илсе кайнӑ.
Видеокамерӑна пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: бакномат патне хӗр пынӑ. Ӑна тупса палӑртнӑ. Суд пуличчен унӑн таҫта тухса ҫӳреме юрамасть.
Улатӑрти район пульницинче ӗҫлекен тухтӑр йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑшӑн ята кӗнӗ.
ЧР Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хирург-тухтӑр 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен йӗрке хуралҫисене сӗтевле пулӑшса пурӑннӑ. 2 пин тенкӗ укҫалла вӑл вӗсене (пурӗ 5 ҫынна) ӗҫрен пӑрӑнма ирӗк паракан справка ҫырса панӑ. Сӗтев панӑ йӗрке хуралҫисене халӗ ӗҫрен кӑларса янӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗрне 5 пин тенкӗлх штраф хурса панӑ.
Тухтӑр пирки каласан, 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл пӗлӗшӗнчен 1 пин тенкӗ илнӗ, ӑна вӑл больничнӑй уҫса панӑ.
Врач тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗнчи суда ярса панӑ.
Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ.
Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсанмалли 6-мӗш колонири айӑпланнӑ арҫын каҫхине апатланнӑ вӑхӑтра вӗри апат турилккине колони ӗҫченӗ ҫине пенӗ. Лешӗн кӑкӑрӗ тӗлӗнчи, пичӗ, мӑйӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫакна сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнипе танлаштарнӑ.
Айӑпланнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна колонири йӗркене пӑснӑшӑн айӑпланӑ.
Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, ӑна 5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Унчченхи айӑплав пӗтменнине кура ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 5,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пӗлтӗр, 28 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи чарӑнура маршруткӑна ларнӑ та кӑшт кайсан водителе мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Тепӗр маршрутка водителӗ пулӑшнипе, шӑп ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан васкавлӑ медпулӑшу чарӑннипе руль умӗнче ларнӑ арҫынна часах пульницӑна илсе ҫитернӗ, операци тунӑ. Вӑл чӗрех юлнӑ.
28 ҫулти хӗрарӑма вара тытса чарнӑ. Ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫлеме те шухӑшламан. Аманнӑ водителе пулӑшу кӳнине ҫул айккинче пӑхса тӑнӑ. Ҫак арҫынна вӑл унччен палламан. Чарӑнура маршруткӑн малти ларкӑчӗ ҫине вырнаҫсан пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче психиатри экспертизи тунӑ. Вӑл ҫакна кӑтартнӑ: ҫамрӑк хӗрарӑм преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланман. Ҫавна май суд ӑна ятарлӑ учреждение сипленмешкӗн яма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |