Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14,7 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Энергосбыт компанийӗн тавӑҫне Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗ. Ку парӑм - 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчи электроэнергишӗн.
Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче суд компанин пӗрремӗш тавӑҫне тивӗҫернӗ: 13 миллион тенкӗлӗх. Раштав уйӑхӗнче иккӗмӗш тавӑҫа пӑхса тухса тивӗҫтернӗ: 13,2 миллион тенкӗлӗх. Ку парӑмсем пӗлтӗр ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче усӑ курнӑ электроэнергишӗн.
Судра троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе тепӗр тавӑҫ выртать. Вӑл - 17,3 миллион тенкӗлӗх.