Канаш районӗнчи Чакаҫри «Ромашка» (чӑв. Утмӑлтурат) ача пахчине хупса хунӑ. Яланлӑха мар та, анчах вӑл 3 уйӑх ӗҫлемӗ.
Асӑннӑ ача пахчине Роспотребнадзорӑн специалисчӗсем тӗрӗслевпе пынӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем шыв пӑрӑхӗнчи шывра микробсем йышлине тупса палӑртнӑ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тата кашӑк-тирӗк ҫума усӑ куракан шывра микроб виҫи 50-ран иртмелле мар иккен, Чакаҫра вара вӑл цифра 69-па танлашнӑ. Ун пек шыв санитари нормине тивӗҫтермест.
Кӑлтӑка шута илсе Роспотребнадзор специалисчӗсем суда ҫитнӗ. Суд ача пахчине 90 талӑклӑха хупса хума йышӑннӑ.
Канаш районӗн сучӗ 25 ҫулти арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.
Хайхискер Канашра пурӑнакан хӗрарӑма унӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ҫыхӑну пуррине ӗнентернӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑмӑн тата унӑн пӗлӗшӗн 8,8 миллион тенкине вӑрланӑ ҫынсене явап тыттарссине каланӑ. Анчах куншӑн ӑна 1,5 миллион тенкӗ памалла-мӗн. Ку укҫа ФСБ ӗҫченӗсем валли имӗш. Арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна хӗрарӑмсем 400 пин тенкӗ пама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул.
Нигери ҫыннине суд тунӑ. Вӑл ҫынна улталанине палӑртнӑ. Ун серепине Шупашкар хӗрарӑмӗ лекнӗ.
Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын пирӗн ентеше эреш-алка, ытти хаклӑ япалана посылкӑпа янине ӗнентернӗ. Арҫын тӗрлӗ сӑлтав тупса ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ.
Ҫав ҫын Нигерирени пулнӑ. Ӑна Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче тытса чарнӑ. Вӑл 29 ҫулта, тӑкака саплаштарнӑ. Суд арҫынна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывне ӑсатӗҫ.
Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ. Хӑй ватӑ пулин те ҫамрӑк тесе паллаштарнӑ. Тӗлпулӑва чечек йӑтса килнӗ, каллех суйнӑ. Ку паллашу хӗре мӑшкӑлланипе вӗҫленнӗ.
Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче 23-ри хӗрпе паллашнӑ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ун патне киле пынӑ, чечек парнеленӗ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи савнийӗ парса янӑ имӗш, вӑл – унӑн тӑванӗ-мӗн. Арҫын каччӑна хӗрӗн хваттерӗнче кӗтме сӗннӗ.
Ларсан-ларсан нимӗнле савни те пулманнине, хӗрпе вӑл ҫырӑннине каланӑ. Унтан ватӑскер хӗре тапӑннӑ та мӑшкӑлланӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Ҫапах суд ку ӗҫре пӑнчӑ лартӗ.
Ӳсӗр арҫыннӑн киле ҫуран утас килмен те вӑл ют машинӑна тапратса кайнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивнӗ. Ӑна колони-поселение 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Утӑ уйӑхӗн пҫламӑшӗнче ҫак арҫын Канаш районӗнчи ялта иртсе пынӑ та пӗр кил умӗнче машина ларнине асӑрханӑ. Хайхискерӗн киле ҫуран каяс килмен, питӗрмен алӑка уҫса руль умне кӗрсе ларнӑ, бардачокра саппас уҫӑ тупнӑ.
Арҫын хула еннелле кайса килнӗ. Ҫула май 2 яла кӗрсе тухнӑ та машинӑна каялла вырӑнне килсе лартнӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери йӗрке хуралҫине кӳршӗ республикӑри арҫын уринчен ҫыртнӑ. Куншӑн ӑна колоние ӑсатнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӑна ҫуртӗнче йӗркене пӑснӑ, хӑйне тивӗҫлипе тытман. Полицейскисем килнӗ, Хусан арҫынни вӗсене хирӗҫ тӑнӑ.
Хайхи ӳсӗр арҫын урайне ӳксе пӗр полицейские уринчен ҫыртнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитерсе протокол ҫырнӑ. Халӗ суд пулнӑ. 35 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын пиччӗшне алимент тӳлеме пулӑшнӑ. Тӑванӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫирӗп явап тытма пултарнӑ.
Ҫав арҫын арӑмӗнчен уйрӑлсан 18 ҫул тултарман хӗрне укҫан пулӑшман, воспитани парас ӗҫре тӑрӑшман. Малтанах вӑл алимент тӳленӗ-ха, анчах кайран укҫа куҫарма пӑрахнӑ. Ҫапла унӑн 500 пин тенкӗ ытла парӑм пухӑннӑ.
Судра вӑл ӳкӗннӗ. Ӑна 20 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫирӗпрех явап тытас мар тесе вӑл парӑма татма сӑмах панӑ. Анчах хӑйӗн укҫи пулман, пиччӗшӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
Улатӑр арҫынни кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ют ҫын машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Анчах нумаях та каяйман — лакса ларнӑ.
«УАЗ 31514» автомобиле чӗртсе тухнӑ ӳсӗр арҫын пӗр 10 метр кайсанах хӑйӑр ӑшне путса ларнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын автомобилӗпе саккуна пӑсса хуҫаланма хӑтланнӑ арҫынна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Судра, сӑмах май каласан, арҫын хӑйӗн айӑпне тунса тӑман, йышӑннӑ.
Ӗнер Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унти ытти ыйтупа пӗрлех миравай судья пулмалли ҫынсен кандидатурисене пӑхса тухнӑ. Малашне вӗсене унчченхи пек палӑртнӑ вӑхӑтлӑха ҫирӗплетмӗҫ. Миравай судьясем йӗркеллӗ ӗҫлесен е урӑх ҫӗре куҫас темесен тахҫанчченех тӑрӑшма пултарӗҫ. Кун пек тума Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ.
Республикӑн Патшлӑх Канашӗн ларӑвӗнче ӗнер Шупашкарти Мускав районӗн 6-мӗш суд участокӗн миравай судйи пулма Татьяна Антиповӑна ҫирӗплетнӗ, Канаш районӗнчи 2-мӗш суд участокӗпе — Алексей Корсакова, Шупашкарти Калинин районӗнчи 6-мӗш суд участокӗпе — Виктория Новиковӑна, Шупашкарти Мускав районӗнчи 7-мӗш суд участокӗпе — Ольга Петровӑна.
Шупашкарта 43-мӗш маршруткӑра малта ларса пынӑ 28 ҫулти хӗрарӑм водителе мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикни пирки пӗлтернӗччӗ. Водителе операци тунӑ, тӗнче тетелӗнче ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл тӑна кӗнӗ.
28 ҫулти хӗрарӑма вара следстви пынӑ вӑхӑтра 2 уйӑхлӑха тӗрмене хупнӑ. Ку ыйтӑва татса панӑ чухне суд пулнӑ. Унта ҫав хӗрарӑм водителе мӗншӗн ҫӗҫӗпе чикнине ниепле те лайӑх ӑнлантарайман.
Суд прокуратурӑпа килӗшсе хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |