Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ.
Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ.
Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӑйӗн кӳршине, 56 ҫулти хӗрарӑма, кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӗрарӑм 33 ҫулти кӳршӗ арҫыннине подъездра пирус туртнӑшӑн тата 23 сехет хыҫҫӑн шавланӑшӑн асӑрхаттарнӑ.
Вӑйпитти этем каҫару ыйтас вырӑнне хӗрарӑма кӳрентерме тапранса кайнӑ.
Кӳршин сӑмахне хӗрарӑм чӗре ҫывӑхне илнӗ, ӑна япӑх пулса кайнӑ. Хӗрарӑм патне васкавлӑ пулӑшу машини чӗнсе илнӗ, ӑна больницӑна вырттарма тивнӗ.
Хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ арҫынна суд административлӗ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хуса пама йышӑннӑ.
Чулхула облаҫӗнче 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Балахна хулинче пӗр хӗр светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫтерсе тухнӑ. Кунта вӑл симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ тепӗр машшинпа ҫапӑннӑ.
Инкекре симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ машшин водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн икӗ ача тӑрса юлнӑ. Хӗрлӗ ҫутӑ ҫине ҫӗр километра яхӑн хӑвӑртлӑхпа (курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх) вӗҫтерсе тухнӑ хӗре айӑплас тӗлӗшпе суда тӑсаҫҫӗ. Сӑлтавне вара хӗрӗн амӑшӗ судьяра ӗҫленинче кураҫҫӗ. Хӗрӗ хӑй те Балахнари судра ӗҫленӗ.
«Кстати…» телекӑларӑм каласа панӑ тӑрӑх, суда тӗрлӗ майпа тӑсма хӑтланаҫҫӗ. Сӑмахран хӗр сыв маррипе сӑлтавласа. Ҫавӑн пекех хӗр айӑпне сирес, е ӑна пӗчӗклетме тӑрӑшни сисӗнет. Шар курнӑ ен каласа панӑ тӑрӑх чи малтан хӗре хӳтӗлесе инкекре Максим Рыбакова хӑйне айӑпласшӑн пулнӑ — вӑл имӗш инкек ан тухтӑр тесе нимӗн те туман. Хальхи вӑхӑтра айӑпланакан ен Максим Рыбаков вилнине лешӗ пиҫиххипе ҫыхӑнманнипе сӑлтавласшӑн. Имӗш Кристина Короткова ҫӗр ҫухрӑмпа хӑваласа светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑна пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫсе тухни мар ҫынна вӗлернӗ — ҫакӑ имӗш Максим пуҫӗпе асфальт ҫине пырса тӑрӑннӑран пулса иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче вырнаҫнӑ складсенчен пӗринче икӗ кладовщица хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри сӑмаха каличчен нумай шухӑшласа тӑман — хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тапранса кайнӑ. Тепри ҫӗтсе кайман — диктофон туртса кӑларса ҫырса пынӑ.
Шар курнӑ кладовщица евитлеме прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Усал сӑмахсемпе перкелешнӗ, тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтерме хӑюлӑх ҫитернӗ 36 ҫулти хӗрарӑма суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 23 ҫулхи ҫамрӑк 15 ҫулхи ачаран укҫа тапӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче Ҫӗмӗрлери ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӑй паллакан 15 ҫулти яша пуҫӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ, унтан вӑл унран 10 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ, памасан хӗнессипе хӑратнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ яш укҫа пама шантарнӑ, анчах «кӗмӗл» килте тесе каланӑ, илсе тухма пулнӑ. Яш пурӑнакан кил патне ӳсӗр ҫамрӑк пӗрле кайнӑ. Унтан яш тарса пытаннӑ та йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Пуҫтах ҫамрӑка суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтама йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнче полицин 47 ҫулти экс-ӗҫченне суд тунӑ. Ӑна улталанӑшӑн тата улталама хӑтланнӑшӑн айӑпланӑ.
2021 ҫулти утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл вӑйӑ усламӗпе саккуна пӑсса аппаланакан ҫынпа (ун тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ) паллашнӑ. Унччен право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫленӗ май паллакансем нумай, йӗрке хуралҫине укҫа тыттарсан саккуна пӑсса укҫа тӑвакан усламҫа хӳтте илме май пур тесе шантарнӑ.
Усламҫӑ «ырӑ сӗнӳпе» килӗшнӗ. 2021 ҫлхи утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫлхи пуш уйӑхӗччен вӑл 3 миллион тенкӗ панӑ. Ҫав укҫа кирлӗ ҫынсен аллине кӗрӗ тесе шаннӑ. Экс-полицейски укҫана никама та паман, шантарнине пурнӑҫлама унӑн май пулман.
Кӑшт вӑхӑт иртсен экс-полицейски хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине илтет. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вӑл усламҫӑран 10 миллион тенкӗ ыйтать. Ҫав укҫапа пуҫиле ӗҫе чарса лартма май пур тесе ӗнентерет. Усламҫӑ «кӗмӗл» тыттарнӑ чухне экс-полицейские Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чараҫҫӗ.
Экс-полицейские суд 4 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӗтмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма, 600 пин тенкӗ штраф тӳллеттерме йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Етӗрне хулинчи общежитире пӗр арҫын хӑйӗн икӗ пӗлӗшне тискеррӗн вӗлернӗ.
2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫав арҫын хӑйӗн кӳрши патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Ушкӑнра пӳлӗм хуҫипе пӗрлех тепӗр ҫын та пулнӑ. Сӑра сакки сарлака — ӗҫсен-ӗҫсен виҫӗ пӗлӗш хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри иккӗшне вӗлерме шухӑш тытнӑ.
Кӳршӗ арҫынни юнашар пӳлӗмре пурӑнакана чышкӑпа тата йывӑҫ пуканпа хӗнеме тапранса кайнӑ. Пурӗ 61 хутран кая мар ҫапнӑ. Унтан ҫӗҫӗ ярса илсе унпа 35 хутран кая мар чикнӗ. Тепӗр арҫынна та вӑл хӗнесе пӗтернӗ. Ӑна 8 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикнӗ. Усал арҫын ун хыҫҫӑн кил хуҫин пуҫне тата сылтӑм аллине чӗртсе янӑ.
Преступление пытарас тесе хайхи этем пӳлӗме чӗртсе янӑ, хӑй вара унти телевизора йӑтса тухса кайнӑ.
Халӗ ҫав арҫынна суд 20 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Тӗрмерен тухсан та унӑн тӗнче тӑрӑх тата тепӗр ҫулталӑк хушши ирӗклӗ ҫӳреме май килмӗ.
Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочисем тӑваттӑмӗш хутран ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: инкек 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Арматурщиксем пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем суранланса пӗтнӗ, вӗсен шӑмми хуҫӑлнӑ.
Субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман тесен прокуратура ӑна 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Халӗ усламҫа суд тунӑ. Вӑл йывӑрах мар преступлени тунине, унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ӑна 40 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ.
Етӗрнере ют ҫын машинипе хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ ҫамрӑксене суд тунӑ. Ушкӑнпа пухӑнса автомобиль вӑрланӑ тесе вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн айӑпласа 7-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Суд тенкелӗ ҫине 17, 16 тата 14 ҫулсенчи виҫӗ ҫамрӑк ларнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле вӗсем Етӗрнери суту-илӳ цеентрӗсенчен пӗрин умӗнче «ВАЗ-2107-4» машина ларнине асӑрханӑ. Автомобиле питӗрменнипе, машинӑна хускатмалли уҫӑ вырӑнтах пулнипе усӑ курса ют ҫыннӑн транспорчӗпе ҫула тухнӑ. Машинӑпа пӗрре кӗрт ҫине пырса кӗнӗ-ха, унтан ӑна ҫул ҫине тӗксе кӑларнӑ та каллех ярӑнма кайнӑ. Кӗҫех кӗрт ҫине тепре кӗрсе ланӑ. Унтан машинӑна тек кӑларайман, автомобиле пӑрахса хӑварнӑ.
Машина ҫухални ҫинчен тепӗр кунне хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ...
Элӗк районӗнчи Пиҫенер ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын ывӑлӗн питне лезвипе касса пӗтернӗ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
Следстви шухӑшӗпе, кӑҫал пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ килте пулнӑ, пӗрле эрех ӗҫнӗ. Кӑнтӑрла ашшӗ ывӑлне телевизора сӳнтерме ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Ҫакна пула вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ашшӗ хырӑнмалли лезви илнӗ те ывӑлӗн сулахай енчи пит ҫӑмартине каснӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче арҫын айӑпне йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех район сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |