Чӑваш Енре пурӑнакансем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрма кӑмӑллаҫҫӗ. Пурте мар-ха, анчах наци стилӗпе туй ирттерессипе кӑсӑкланакансем пур.
Ун пек туйсенче ҫӗнӗ ҫынсем ҫеҫ мар, хӑнасем те чӑвашла тумланма тӑрӑшаҫҫӗ.
ЗАГС органӗсенче вара чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫырӑнтарма тата ҫырӑнтарнипе ҫыхӑннӑ пулӑма чӑвашла йӗркелеме пултараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйсен страницисенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра 878 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Чи аслӑ каччӑ 89 ҫулта пулнӑ, хӗр – 77-ре. Ҫемье ҫавӑракансен вӑтам ҫулӗ — 24 ҫул.
Муркаш районӗнче ҫынсем ҫырла ӳстерсе тата ӑна татса укҫа тӑваҫҫӗ. Кун пирки Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑшра ирттернӗ Аграри пӗлӗвӗсен кунӗнче калаҫнӑ.
Муркаш муниципалитет округӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Александр Иванов усламҫӑ ҫырлана 13 гектар ҫинче ӳстерет. Хӑй та пайта курать, ӗҫлеме ӳркенменнисем те аван тупӑш туса илеҫҫӗ. «Ун патӗнче эпӗ пӗлтӗр кунсерен 3-шер пин тенкӗлӗх ҫырла татнӑ», — пӗлтернӗ канашлӑва хутшӑннӑ пӗр хӗрарӑм.
Ҫырла татма ирхи 5 сехетре тухаҫҫӗ, 11 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнче улма-ҫырла культурисен лаптӑкӗ 202 гектарпа танлашать. Ку вӑл асӑннӑ культурӑн республикӑри лаптӑкӗнчен 44 процент пулать.
Чӑваш Енре туса илекен йӗтӗн ют ҫӗршыва ӑсанать. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Средняя Волга» агрофирма чикӗ леш енне 40 тонна ытла йӗтӗн ӑсатнӑ.
Республикӑран агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси тӗрлӗ чару саманинче те чакман. 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталта агропромышленность продукцине пирӗн тӑрӑхран 8,7 пин тонна ӑсатнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 54 процент нумайрах. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Шупашкарти ҫынсене ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ кӑна. Кӑҫал 4 уйӑхра полицие унашкал 620 яхӑн заявлени панӑ.
Ҫак тапхӑрта Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 170 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шар курнисен йышӗнче – 126 пенсионер, 49 студент, декрет отпускӗнче ларакан 9 хӗрарӑм.
Палӑртмалла: 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем палламан ҫынсене 300 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗр вара – 327 миллион тенкӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри ҫынсем илнӗ вӑтам шалу виҫипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 5 региона хӑваласа иртсе кайнӑ: Мӑкшӑ Республикине, Пенза облаҫне, Мари Эле, Киров облаҫне Чӗмпӗр облаҫне хыҫа хӑварнӑ.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн регионти вӑтам шалу 42870 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 21 процент нумайрах.
Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пирӗн патри шалу виҫи рекорд лартнӑ: 56 пин ытла тенкӗ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра сӑвӑсран шар курнӑ 28 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 6-шӗ - ачасем.
Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫынсен ӳтӗнчен кӑларнӑ 34 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче боррелиоз пуррине палӑртнӑ. Пӗринче - эрлихиоз.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 65 ҫын сӑвӑсран шар курнӑ.
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» пуплевӗшсен шучӗ пӗр миллион та 500 пинрен иртнӗ. Сӑмахсен шучӗ те 15 миллион патнелле ҫывхарса пырать. Текстсен йышӗ те 5 пинрен кӑшт кӑна сахалрах. Чӑваш чӗлхин корпусӗнче шӑп ҫакнашкал кӑтартусене паянхи кун асӑрхама пулать те.
Чӑн-чӑн корпус шутланмашкӑн 20 миллион сӑмах пулмалла теҫҫӗ чӗлхеҫӗсем. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ку тӗллев патне майӗпен талпӑнать те ӗнтӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 14 миллион пулнӑ пулсан паянхи кун вара кунти сӑмахсен калӑпӑшӗ 14 миллион та 850 пин патне ҫывхарса пырать.
Унсӑр пуҫне корпусра нумай пулмасть хушнӑ функционал та пуянланса пырать. Сӑмах сасӑланӑ текстсем пирки. Вӗсен калӑпӑшӗ паянхи куна 1 сехет ҫурӑран иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна нумай пулмасть кӑна хушнӑ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, текстсене сасӑласа пулӑшас енӗпе кашниех пулӑшма пултарать. Енчен те регистрациленме кӑмӑл ҫук пулсан эсир ятарлӑ аккаунтпа усӑ курма пултаратӑр. Унӑн логинӗ: «sasala», вӑрттӑн сӑмахӗ те ҫавӑн пекех: «sasala». Енчен те хӑвӑр сасса ыттисенчен уйрӑм ҫырас килет пулсан уйрӑммӑн регистрациленме пулать. Текста сасӑланӑ чухне чаплӑ хатӗр-хӗтӗр (микрофон, ятарлӑ студи) кирлех мар.
Роспотребнадзор республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мӗн чухлӗ ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнине шутланӑ: 49 ҫын.
Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пӗтӗмпе 357 ҫын наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 237-шӗ – арҫынсем, 120-шӗ – хӗрарӑмсем. 17 ҫул тултарман 19 ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ.
73 ҫын ятарласа вилес тӗллевпе е наркотикпе пуҫа минретес тесе наркӑмӑшланнӑ. 213 ҫын ӑнсӑртран наркӑмӑшланнӑ: ҫав шутра – эрех ӗҫсе, хайсем тӗллӗн сипленсе, препарата йӑнӑшпа ӗҫсе.
Эрехпе наркӑмӑшланнӑ 155 ҫынран 49-шӗ, шел те, вилнӗ.
Шупашкарта кӗҫех фонтансем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Урамсене илем кӳрекен тата халӑха савӑнтаракан ҫав вырӑнсем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗнче пӗлтернӗ. Атӑл кӳлмекне вара акӑшсем илсе кайса ярӗҫ.
Иртнӗ ҫул хулара 14 фонтан ӗҫленӗ, вӗсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме чарнӑ.
Шупашкар хули ҫывӑх вӑхӑтра татах та илемленсе кайӗ. Вӑл республика хӑнисене те килӗшет.
АКА | 10 |
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсем ҫуракине тухнӑ. Ҫак ӗҫе республикӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи районӗсенче пурӑнакансем ыттисенчен маларах кӳлӗнеҫҫӗ.
Паянхи кун илсен уй-хирте Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка тата Пӑрачкав муниципалитет тӑрӑхӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри аграрисем ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 3007 гектар ҫинче акнӑ, рапса — 10 гектар.
Ҫуракине ирттерме хуҫалӑхсен вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Кондициллӗ вӑрлӑха кирлинчен 96 процент чухлӗ хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |