Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: статистика

Статистика

Кӗҫех, авӑн уйӑхӗнче, суйлав иртӗ. Халӗ суйлав участокне каймасӑрах сасӑлама пулать – электронлӑ майпа. Республикӑра пурӑнакан 60 пин ҫын шӑпах ҫак меле суйланӑ.

Ростов облаҫӗнче – 129,8 пин, Алтай крайӗнче – 117,8 пин, Свердловск облаҫӗнче 73,4 пин ҫын дистанци мелӗпе сасӑлама йышӑну тунӑ.

Раҫҫейӗпе илес тӗк, пӗр миллион ытла ҫын «Госуслуги» порталта дистанци мелӗпе сасӑламашкӑн заявлени ҫырнӑ. Раҫҫейри 31 регион ДЭГ федераци платформипе усӑ курма пултарать. Вӑл «шурӑ списокра», интернет ҫук пулсан та ӗҫлет.

Сӑмах май, дистанци мелӗпе сасӑлас тесен заявление авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен памалла. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра Элтепер суйлавӗ иртнӗ. Ун чухне 150 пин ытла ҫын дистанци мелӗпе сасӑланӑ.

 

Сывлӑх
МАХри "Хыпар- Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар- Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пӗр кунта ҫавӑн чухлӗ ача наркӑмӑшланнӑ-ши тесе пӑлханса ан ӳкӗр-ха. Кунта сӑмах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пулса иртнӗ пӑтармах пирки пырать.

Шар курнӑ шӑпӑрлансене Республикӑн ача-пӑча клиника больницине илсе пынӑ. Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче Токсикологи уйрӑмӗ ӗҫлет, унта пӗчӗк пациентсене талӑкӗпех пулӑшаҫҫӗ.

Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавӗ — ача-пӑча ҫӗннине пӗлме ӑнтӑлни. Эпир вара хамӑр енчен ҫакна та хушса калар: хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне питех чарсах каймаҫҫӗ. «Хамӑр та ача пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ.

Ача-пӑча йӑлари химие ас тивсе пӑхать, эмел ҫӑтать, хӑрушӑ ытти япалана илсе ҫӑварне хыпать. Асларах ҫулхи ачасене сӑмахпа ӑнлантарса пама май килет-ха, пӗчӗккисенчен вара ун пек япалана ал ҫитмен вырӑна пытарса хумалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163682416_52393
 

Республикӑра

Чӑваш Ен ют ҫӗршыв турисчӗсем йышлӑ килекен 10 регион шутне кӗнӗ-мӗн. Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн республикӑна ют ҫӗршывсенчен пурӗ 860 пин (!) ҫын килнӗ.

Чӑваш Ен ертӳҫисем ку хыпара хавхаланса пӗлтернӗ май туристсем валли инфраструктура туса панипе сӑлтавланӑ.

«Про Город Чебоксары» хаҫатҫисем вара тӳре-шарана ӗненме васкаманни сисӗнет. «Ҫапах та уҫӑмлах мар-ха: вӗсене Чӑваш Енри илем илӗртнӗ-ши е кунта укҫа ӗҫлесе илме май пурри-ши?», — тесе пуҫ ватнӑ кӑларӑмӑн МАХри каналӗнче.

Чӑваш Ене ҫеҫ мар, ытти региона та мигрантсем килме юратнине пӗлетпӗр-ха. Хӑйсем ӗҫлесе пурӑнма ҫеҫ мар, ачи-пӑчипе, ашшӗ-амӑшӗпе, арӑмӗсемпех килеҫҫӗ. Ача ҫуратсан пособи илсе пурӑнма май пурри, пульницӑсенче тӳлевсӗр сиплени те илӗртет пулӗ...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ_2DkvcPEo
 

Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал та Шупашкарта Сӑра фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Хальхинче унта 52 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви.

Аса илтеретпӗр: мероприяти утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Фестивале кӑҫал 63 экспонент хутшӑннӑ: ҫав шутра 28-шӗ – сӑра вӗретекен компанисем, 35-шӗ общество апатланӑвӗн организацийӗсем.

Фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР премьер-министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннӑ. Вӑл ун чухне ҫапла палӑртнӑ: пӗрремӗш ҫул фестивале 18 пин хӑна пухӑннӑ, икӗ ҫултан – 45 пин ҫын, кайран – 50 пин. Пӗлтӗр вара 55 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Кӑҫал фестиваль пиллӗкмӗш хут иртнӗ – пӗчӗк юбилей темелле. Хальхинче пӗлтӗрхинчен сахалрах ҫын килнӗ: 52 пин ҫын.

 

Ҫурт-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

20 градус ӑшӑра хваттере ӑшӑ парӗҫ-и тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха. Ваттисем хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ.

Чӑваш Енре коммуналлӑ инфраструктурӑна хӗле хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Кун пирки республикӑн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнер ирхи планёркӑра сӳтсе явнӑ.

Япӑхнӑ 22 ӑшӑ сечӗсене кӑҫал 22 километр тӑршшӗ ҫӗнетме палӑртнӑ. Шыв пӑрӑхне те улӑштарасшӑн. Пурӗ 8,3 километр. Япӑхса кайнӑ кӑмакасене те ҫӗнетмелле. Пурӗ 77 кӑмакана ҫӗннипе ылмштарма е юсаса ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Паянхи куна илсен коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенчен 34 процентне юсаса хатӗрленӗ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене те хӗле хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсенчи ӑшӑ тытӑмне тӗрӗслесе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр фондӗнчен ҫуррине хӗле хатӗрлесе ҫитернӗ.

 

Культура
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Правительстви историпе культура палӑкӗсене сыхласа упраса хӑварасси ҫинчен калакан программӑна йышӑннӑ. Вӑл 2045 ҫулччен таран. Паянхи куна пирӗн республикӑри 31 культура объектне юсаса ҫӗнетмелле.

Патшалӑх хӳтлӗхне илнӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене вара республикӑра пурӗ 701 штук шута илнӗ. Ҫав шутран 31-шне юсаса ҫӗнетмелле, 37-шӗ вара япӑхса пӗтнӗ.

2045 ҫул тӗлне культура объекчӗсенчен 97 процентне йӗркене кӗртсе пӗтермелле.

Элӗкри Иван Яковлев уҫнӑ шкул та ҫав шутра. 1872 ҫулта уҫнӑ шкул тавралли территорие те халӗ культура эткерлӗхӗн хӳтлӗх зони тесе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Апла пулсан унта пӗр-пӗр стройка, ытти ӗҫ пуҫарса яма юрамасть.

 

Статистика
shutterstock.7eer.net сайтри сӑн
shutterstock.7eer.net сайтри сӑн

Чӑвашстат ҫӗртме уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ, ытти япала хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ.

Пахча ҫимӗҫе илес тӗк, юлашки эрнере ытларах купӑста, сухан, хӗрлӗ кӑшман тата кишӗр хакланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрулми хакӗ 3,9 процент ӳснӗ. Ытти ҫимӗҫ хушшинче сахӑр, макарон, шурӑ ҫӑнӑх, чӑх ашӗ самай ӳснӗ.

Ытти япала пирки калас тӑк, АИ-92, АИ-95 маркӑллӑ бензинсем вӑйлах хакланнӑ – 6,8 тата 6,4 процент. Дизель топливин хакӗ 3,6 процент ӳснӗ.

Мӗн йӳнелнӗ-ха? Чӑх ҫӑмарти, хӑяр, помидор, банан, панулми. Сӗт юр-варӗ хушшинче турӑх, хӑйма, пастеризаци тунӑ сӗт тата сыр хакӗсем чакнӑ.

Смартфонсем пӗр эрне хушшинче 1,5 процент йӳнелнӗ, электропылесоссем – 4 процента яхӑн.

 

Вӗренӳ
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри шкулсем валли 38 фура учебник тесе килнӗ. Машинӑсенче — алгебрӑпа тата геометрипе вӗренӳ кӗнекисем.

Цифрӑсен чӗлхине малалла тӑсса кайсан, пирӗн республикӑна 53 пин экземпляр кӗнеке кӳрсе килнӗ. Вӗсем — 7, 8, 9-мӗш классем валли алгебра кӗнекисем, 7-9-мӗшсем валли — геометрипе. Кӗнеке туянма республика хыснинчен 53 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кунсӑр пуҫне пуҫламӑш шкулсем валли тата ҫӗнӗ предметсемпе кӗнекесем кӳрсе килмелле.

Шупашкарти шкулсене маларах пӗтӗмӗшле историпе тата Раҫҫейӗн историйӗпе 7,6 пин ытла учебник илсе килнӗ. Вӗсем пурте — 5-9-мӗш классем валли.

Истори кӗнекисен авторӗсен йышӗнче Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществин председателӗ Владимир Мединский, Анатолий Торкунов тата Александр Чубарьян ученӑй-академиксем.

 

Республикӑра
Гостехнадзор видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Гостехнадзор видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре тракторист-машиниста вӗренсе тухакансем йышланса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Гостехнадзорта пӗлтереҫҫӗ.

Гостехнадзор ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2200 ҫынна кун пек удостоверени панӑ. Тракторист-машинист удостоверенине илекенсен шучӗ юлашки пилӗк ҫулта 43 пинрен 57 пине ҫитнӗ.

Тракторист-машинистсене пирӗн республикӑра 20 автошкулпа вӗренӳ центрӗнче вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Экзамена Гостехнадзорта тытаҫҫӗ, удостоверение Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ самантрах илеҫҫӗ.

 

Статистика
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Республикӑра ҫуллахи туйсен сезонӗ пуҫланнӑ. Паллах, ҫак илемлӗ те ӑшӑ вӑхӑтра пӗрлешекенсем нумай.

Ҫӗртме уйӑхӗнче 850 ытла мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ. Чи нумаййи – ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ун чухне 170 ытла мӑшӑр пӗр-пӗрне ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗ.

Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче те ҫемье ҫавӑракансем нумай пулнӑ. Мӗншӗн тесен ку – хитре янӑракан кун: 26.05.2026.

Заявлени пама ӗлкӗреймен тӗк ЗАГС ӗҫченӗсем утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенчи кунсене пӑхма сӗнеҫҫӗ – унта пушӑ кунсемпе вӑхӑтсем пур-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_29404
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та