Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникулта, кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче, республикӑра 158 ача ҫуралнӑ: 75 арҫын ача тата 83 хӗрача. Вӗсен йышӗнче – икӗ йӗкӗреш.
Ҫӗнӗ 2024 ҫулта ҫуралнӑ чи пӗрремӗш ача кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 40 минутра кун ҫути курнӑ. Хӗрача 3720 грамм тайнӑ, 52 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Ача – ҫемьери виҫҫӗмӗш пепке.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсенче Чӑваш Ене 40 пине яхӑн турист килнӗ. Ку цифрӑна республикӑн Правительствинче эрнесерен иртекен канашлура экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов асӑнса хӑварнӑ.
«2023 ҫулти Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тӗлӗнче пирӗн тӑрӑха 22 пин ҫын килнӗ пулсан, хӑна ҫурчӗсем кӑҫал пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 пине яхӑн турист килнӗ. Унччен хӑна ҫурчӗсенчи номерсенчен 40 процентӗнче ҫынсем йышӑннӑ пулсан, халӗ — 55 процента яхӑн. Ку вӑл Шупашкар тата Чӑваш Республики туристсене илӗртнине пӗлтерет», — тенӗ министр.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫанхи каникулти кунсем сивӗ килчӗҫ. Шел те, шӑнса вилекенсем те пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ паян хыпарланӑ тӑрӑх, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 7 ҫын шӑнса вилнӗ. Тепӗр 28 ҫын ӳтне тӑм илтернӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Ҫӗнӗ ҫулти каникулта 5 ҫын шӑнса вилнӗ, 14 ҫын ӳтне тӑм илтерсе пульницӑна лекнӗ.
Елчӗ тӑрӑхӗнчи фермер пилӗк ҫуллӑх плана икӗ ҫулта пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулта Виталий Васильев ҫемье фермине аталантарма патшалӑхран грант илнӗ. Патшалӑх уйӑрса панӑ 7 миллион тата хӑй уйӑрнӑ 5,6 миллион тенкӗпе ял ҫынни «Кировец» трактор, дизельпе насус хатӗрӗ, ӗҫре кирлӗ тепӗр агрегат туяннӑ.
Бизнес-планра палӑртса хӑварнине усламҫа иккӗмӗш ҫлах пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Пӗлтӗр фермер 30 гектар ҫинче ҫӗрулми ӳҫтернӗ, тухӑҫ 780 тонна ткхнӑ. Фермер ҫавӑн пекех пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культура 750 гектар лаптӑк ҫинче туса илет.
Хуҫалӑхра 5 ҫын тӑрӑшать.
Чӑваш кӗнеке издательстви 2023 ҫулта 81 тӗрлӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 155 пин экземпляр. Асӑннӑ 81 кӗнекерен 35-шӗ — чӑвашла, 31 – чӑвашла тата вырӑсла, 15-шӗ – вырӑсла.
Хӑш-пӗр кӑларӑм кӗнеке кӗнеке конкурсӗсенче дипломсене тивӗҫнӗ. Сӑмахран, чӑваш халӑх юмахӗсен «Ула курак тӗнче курма кайни. Как ворона хотела мир повидать» юмахсен пуххи, Владимир Трофимовпа Алексей Кировӑн «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» кӗнеке-альбомӗ. «Ҫул кайӑкӗ» кӗнеке, Юрий Васильевӑн «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» кӗнеки, «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» кӗнеке-альбом (автор-составителӗсем – Федор Козлов тата Евгений Касимов).
Юрий Васильевӑн «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» тата Владимир Трофимовпа Алексей Кировӑн «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» кӗнеки-альбомӗ Раҫҫейӗн регионӗсенчи чи лайӑх 50 кӗнеке шуне кӗнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пирӗн ҫӗршывра кашни абонент вӑтамран миҫе хутчен шӑнкӑравлассине палӑртнӑ.
Кашни ҫын вӑтамран пӗр хутчен шӑнкӑравлӗ, 7 СМС-ҫыру ӑсатӗ, 1 Гб ытларах интернет пӗтерӗ. Кун пек прогноза «Тинькофф» искусство интеллекчӗн технологийӗсен центрӗ шухӑшласа кӑларнӑ ETNA аналитика сервисӗ пӗлтернӗ.
Мобильлӗ интернет-трафика ытларах тӑкаклакан вӑхӑт раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 тата 21 сехетсене тивӗ тата ҫурҫӗр ҫитеспе нумайланӗ. Шӑнкӑравлакансем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 22 сехетрен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышланӗҫ. СМС-ҫырусене паян 13 сехет тӗлӗнче нумай ӑсатӗҫ тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 3 сехетчен.
Кӑҫалхи 10 уйӑхра Чӑваш Енре 12 пин ытла ҫын вилнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, 12 095 ҫын. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 7,2 процент сахалрах.
Ҫав вӑхӑтрах ҫуралакансен шучӗ те чакнӑ. Пурӗ 4,5 процент. Пӗлтӗрхи 10 уйӑхра ҫут тӗнчене 8 358 ҫӗнӗ кайӑк килнӗ пулсан, кӑҫал — 7 981.
Вилекенсен шучӗ ҫуралакансенчен 1,5 хут пысӑкрах.
Ҫемье ҫавӑракансен йышӗ 0,7 чакнӑ, уйрӑлакансен — на 6,3 процент.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекен нумайланнӑ. Иртнӗ эрнере 614 ҫыннӑн ҫак амак пулнине палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере 538 тӗслӗх пулнӑ.
Пульницӑна лекекенсен йышӗ вара пӗчӗкленнӗ. Иртнӗ эрнере 37 ҫынна стационара вырттарнӑ. Ун умӗнхи эрнере – 52 ҫынна.
Раҫҫейре иртнӗ эрнере 95 пин ытла ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере кӑтарту 77,1 пин ҫынпа танлашнӑ. Ҫӗршывра ҫак амакран вилекенсен йышӗ те пысӑкланнӑ. Иртнӗ эрнере138 ҫын вилнӗ, унччен – 90 ҫын.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр вырӑнне укҫа илейӗҫ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пек йӗрке йышӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа сертификачӗ илейӗҫ. Укҫа виҫи — 250 пин тенкӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илме право пур 858 ҫемье учётра тӑнӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кондициллӗ вӑрлӑх нумайланнӑ. Пӗлтӗрхи раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне илсен ун пек паха вӑрлӑх мӗнпур вӑрлӑхран 68 проценчӗ чухлӗ пулнӑ, халӗ вара — 76 процент.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхӗ 50,9 пин тонна пур, е ҫураки валли кирлинчен — 106 процент.
«Россельхозцентр» предприяти ӗҫченӗсем 34,3 пин тонна вӑрлӑха тӗрӗсленӗ.
«Ҫураки валли кондициллӗ вӑрлӑх шучӗ ӳссе пырать. Паха вӑрлӑх акса хӑварсан тухӑҫ та пысӑк пулӗ», – тенӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Вӑрлӑха хатӗрлессипе лайӑххисен шутӗнче — Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи (100%) тата Ҫӗрпӳ округӗнчи (99%) хуҫалӑхсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |