IT-специалистсене ӳлӗмрен цифра йӗрӗпе шырама тытӑнӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав майпа 2026 ҫултан шырама тытӑнӗҫ.
Цифра йӗрӗ шутне вӗенӳ ӗҫӗсем, ӑслӑлӑх публикацийӗсем, даннӑйсен базисем кӗреҫҫӗ. Цифра йӗрӗ вакансие пулас ӗҫченӗн профилӗпе танлаштарма май парӗ.
Ҫӗнӗ сервис ҫӗршыври университетсемшӗн, IT-сферишӗн, строительствӑшӑн, юриспруденципе медицинӑшӑн тата HR-компанисемшӗн усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗх опытсӑр специалистсене ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫма май парасса шанаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, 2023 ҫулта Раҫҫейри IT-специалистсенчен ҫурри, тӗрӗсрех каласан, 49 проценчӗ, пӗтӗм тӗнчери компанисене вырнаҫма ӑнтӑлнӑ.
«Forbes» журналта Раҫҫейри чи пӗчӗк шалу пирки хыпарланӑ-мӗн. Кун пирки халӑх тетелӗнчи «Чувашия online» ушкӑнра пӗлтернӗ.
Ӗҫ укҫине чи сахал тӳлекен топ-100 списокне Чӑваш Енри икӗ муниципаллӑ округ лекнӗ. Вӗсем — Улатӑр тата Шӑмӑршӑ районӗсем.
2022 ҫулта Улатӑр тӑрӑхӗнче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 28 пин те 678 тенкӗпе танлашнӑ (маларах асӑннӑ списокра 49-мӗш вырӑн), Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче — 29 пин те 718,5 тенкӗ (92-мӗш вырӑн).
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа палӑртнӑ тӑрӑх, Росстат даннӑйӗсем пысӑк тта вӑтам предприятисене ҫеҫ пырса тивеҫҫӗ. Пӗчӗ усламҫӑсем тата сахалрах тӳлеме пултарнӑ.
Чӑваш Енри учительсен оклачӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пӗчӗкрех иккен. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, оклад эпир маларах асӑннӑ виҫерен икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех.
Категорисӗр тата стажсӑр уительсен оклачӗ пирӗн республикӑра 8533 тенкӗпе танлашать-мӗн. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене илсен унтан пӗчӗкреххи Мари Элта ҫеҫ. Унта вӑл — 8265 тенкӗ. Ку вӑл — юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне илсен.
Тутарстанри учительсен оклачӗ — 16157 тенкӗ, Чулхуларисен — 13467 тенкӗ.
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Республикӑра утӑ уйӑхӗнче вӑтам шалу 47,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче организацисенче ӗҫлекенсен вӑтамран 47161,9 шалу илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8027,8 тенкӗ ытларах пулнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчи вӑтам шалу пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен 20 процент пысӑкрах пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнчипе танлаштарсан, 11,1 процент ытларах.
Раҫҫейре бензинӑн вӑтам хакӗ авӑн уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче 27 пус хакланнӑ. Халӗ унӑн пӗр литрне 55 тенкӗ те 92 пус парса туянмалла.
«Аи-92» маркӑллӑ безинӑн вӑтам хакӗ 21 пус хакланнӑ, халӗ вӑл 51 тенкӗ те 62 пус тӑрать. «Аи-95» маркӑлли 23 пус хакланса 56 тенкӗ те 47 пуса ҫитнӗ; «Аи-98» хакӗ 56 пус ӳснӗ, 68 тенкӗ те 45 пус тӑрать.
Дизель топливи 1 тенкӗ те 3 пус хакланнӑ, 64 тенкӗ те 99 пус тӑрать.
Чӑваш Енре юханшыв транспорчӗпе ҫула тухакансем йышлӑ. Кӑҫал унпа 90 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫынсем юханшыв транспорчӗпе уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ. Кун пек пулӑшупа 38 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Регионсем хушшинчи маршрутсемпе хутлакан хӑвӑрт ҫӳрекен карапсемпе 26 пин ытла пассажир ҫула тухнӑ.
«Шупашкар — Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗ» маршрута ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче хупнӑ, «Шупашкар — Хусан» тата «Шупашкар — Свияжск» маршрутсене — авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче.
Ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме илсе каякан пӑрахутсем авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳрӗҫ.
Ӗнер республикӑра пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Районсенче киберхӑрушсӑрлӑх тата банк карттисемпе улталани пирки калаҫнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Раҫҫейри кашни тӑваттӑмӗш преступлени ИТ-технологисем пулӑшнипе пурнӑҫланнӑ. 2022 ҫулта ҫӗршывра ҫынсене 91 миллиард тенкӗлӗх улталанӑ.
Кӑҫалхи статистика мӗнлерех? Чӑваш Енре кӑҫал 8 уйӑхра 2935 киберпреступлени пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 28% ытларах. Кӑҫал республика ҫыннисене ултавҫӑсем 567,5 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӗлтӗр 331,1 миллион тенкӗ пулнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ытларах 35-44 ҫулсенчи ҫынсем шар курнӑ. 45-54 ҫулсенчи ҫынсем те самаях ултав серепине лекнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 47,3 пин тенкӗ укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу виҫи 19,3 процент ӳснӗ.
Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑра ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ сахалланнӑ. Республикӑри предприяти-организацисенче кадрсем ытларах кирлӗ. Ку цифра 25 процент пысӑкланнӑ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче бюджет вырӑнӗсене самай ӳстернӗ. Пин таран.
2023-2024 вӗренӳ ҫулӗсенче абитуриентсене професси пӗлӗвӗ паракан 23 организаципе 12 аслӑ шкула йышӑннӑ. Пӗрремӗш курссем валли пӑхса хӑварнӑ бюджет вырӑнӗсен шутне кӑҫал тепӗр 912 вырӑн хушса 11 522-е ҫитернӗ. Ҫав шутран 4 346-шӗ – аслӑ шкулсенче, 7 176-шӗ — техникумсемпе колледжсенче.
Республикӑн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнчи канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта аслӑ шкулсенче тӗллевлӗ вӗренме кӗмелли 844 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Анчах тӗллевлӗ вырӑнсенчен 402-шне ҫеҫ йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |