Ҫӗнӗ Шупашкарта 28 ҫулти каччӑ 20-ри ҫамрӑка вӗлернӗ. Усал ӗҫ тунӑ этеме тытса чарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче 28 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑкпа 20-ри ҫамрӑк хушшинче ниме тӑман сӑлтавшӑнах тавлашу сиксе тухнӑ.
Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман — ҫапӑҫма тытӑнса кайнӑ. Ҫав самантра аслӑрах каччӑ кӗсьерен пекӗ туртса кӑларнӑ та кӗҫӗнреххине унпа кӑкӑрӗнчен яшлаттарнӑ.
Пӑтӑрмаха асӑрханисем васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ, анчах каччӑ больницӑри реанимаци уйрӑмӗнче кӑштахран вилсе кайнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ку пысӑк инкек Селикат урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскер ун чухне чӗрех пулнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен вӑл вилнӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче 1 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳксе вилнӗ.
Паян кӑнтӑрла Атӑл ҫинчи утрав ҫунма пуҫланӑ. Сӑмах Муркаш районӗнчи Васильевка выҫҫӑлккине хирӗҫ вырнаҫнӑ Амоксар утравӗ пирки пырать.
Ҫак утрав ҫинче вӑрман та, хуралтӑ таврашӗсем те пур.
Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспоненчӗ Андрей Михайлов пӗлтернӗ. Вӑлах сӑнӳкерчӗксем янӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасра ҫамрӑк арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатма шутланӑ. Ҫитменнине, хӑй ӳсӗр пулнӑ.
Ку инкек 18 сехет те 10 минутра пулнӑ. Путнӑ арҫын 35 ҫулта пулнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 5-шӗ – ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсен хушшинче арҫын виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче ҫуннӑ йӗрсем пулнӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫак ҫуртрах пурӑннӑ, вӑл 28 ҫулта пулнӑ. Хайхискер хваттертен тухса хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр предприятире производство цехӗнче инкек пулнӑ. Унта 56 ҫулти арҫын шар курнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ.
Вӑл ҫурмафабрикатсем упрамалли бункера тасатма кӗрсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине керамзит тӑкӑннӑ. Арҫын сывлӑш ҫитменнине ҫавӑнтах вилнӗ.
Ку инкек мӗншӗн пулнӑ? Тивӗҫлӗ органсем палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑ ҫынсем ӗҫченӗсем ӗҫ сыхлавӗпе дисциплинине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслесе ҫитерейменнипе.
Шӑрӑхра нумай ҫын шыва кӗрсе уҫӑлать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын путса вилнӗ.
Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Инкек паян 17 сехет тӗлнелле пулнӑ. Арҫын виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Халӑх кореспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 45 ҫулсенчи пек курӑннӑ.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хуралтӑ таврашӗ, пӳрт тӑрри ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 238 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушарнӑйсем унпа пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхаснине кура вӗсем тепӗр икӗ бригада чӗннӗ. Ҫавна кура пушар 1-БИС рангри пулнине палӑртнӑ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ.
Пӑтӑрмах Хусанкай урамӗнче пулса иртнӗ. Пӗчӗкскер тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Арҫын ача чӳрече янаххи ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӑл шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ та урама персе аннӑ. Шӑпӑрлан вилнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн вырӑна правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ. Вӗсем тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Усал хыпар пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явакансенчен чылайӑшӗ чӳрече ҫине ятарлӑ ҫӑра вырнаҫтармалла, вӑл хаклӑ та мар тесе палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакансем пусма картлашкине такам вӑрлать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта хыпарланӑ.
Хулан Восточнӑй поселокӗнче ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна тимӗр картлашкасенчен йӗркеленӗ. Хитре, пысӑк картлашкасенчен. Анчах пусма картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалма тытӑннӑ.
Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, пусма картлашкине малтан такамсем хускатаҫҫӗ, унтан пӗр виҫӗ кун иртсен ҫав тимӗр таҫта кайса ҫухалать. «Те тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ, те такам хӑйӗн дачине йӑтса каять», — пуҫ ватаҫҫӗ хула ҫыннисем.
Тимӗр картлашка ҫук вырӑнпа анса ҫӳреме йывӑр, йӗпе-сапара ҫав вырӑн нӳрелсе каять те урана шуҫтарать-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |