Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫине йывӑҫ персе аннӑ.
«PROГород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтерни тӑрӑх ҫапларах хыпарланӑ: утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Вокзалҫум урамри 10-мӗш ҫурт ҫине йывӑҫ ӳкнӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫурт ишӗлмен, чӳрече кантӑкӗсем те ванман курӑнать. Йывӑҫ ҫурт стени ҫине персе аннӑ, ун ҫине таянса тӑрать.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче вӑрман ҫуннӑ. «Вӑрман хуралӗ» патшалӑх учрежденине пушар тухни пирки 14 сехет те 56 минутра пӗлтернӗ.
Специалистсем Ҫӗнӗ Выҫли вӑрман участокне хӑвӑртах ҫитнӗ. Пушара вӗсем 14 минутран сӳнтернӗ.
Ҫулӑм 0,1 гектар ҫӗр ҫинче алхаснине палӑртнӑ. Юрать-ха, пушар вӑрман хыснине тӑкак кӳмен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче ӗнер 15 сехет хыҫҫӑн ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 19 минутран сӳнтернӗ.
Анчах ҫулӑм кӳршӗ ҫуртӑн ҫиелти сийне те шар кӑтартнӑ. 63 ҫулти кил хуҫи пӳртне ҫулӑм ярса ан илтӗр тесе пушарнӑйсем киличчен хӑйех тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл пиҫсе кайнӑ.
Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн ӳчӗ самаях пиҫсе кайнӑ.
Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗ тӗлӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче «ВАЗ-2111» автомобиль ҫултан тухса кайса ҫул айккинче ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машинӑра 4 ҫын пулнӑ. Вӗсем пурте — ҫамрӑксем. 16-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Шар курнӑскерсене Канашри пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫаврӑнса ӳкнӗ машина рульне тытса пынӑ водитель инкек вырӑнӗнче ҫула май машинӑна ларса тарнӑ. Анчах водитель камне палӑртнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енре мотоциклистсем пӗр кунта виҫӗ хутчен аварие лекнӗ, вӗсенче ҫул ҫитмен виҫӗ ҫамрӑк аманнӑ.
Пӗрремӗш инкек ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Йӗпреҫ районӗнчи Анатриял ялӗнче пулса иртнӗ. 17 ҫулти яш мопедпа пынӑ чухне ҫул айккине кӗрсе ӳкнӗ. Аманнӑскере Шупашкарти пульницӑна илсе кайнӑ.
Ирхи пилӗк сехет тӗлӗнче Комсомольски районӗнчи Йӑлмахва ялӗнче 15 ҫулти каччӑ мотоциклпа ҫул айккине кӗрсе ӳкнӗ. Ӑна тата мотоцикл ҫинче ларса пынӑ 16 ҫулти яша пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пирус туртса янӑ та… Ҫапла пушар тухнӑ. Унта вӑл хӑй те шар курнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн урисем пиҫсе кайнӑ.
Пушарнӑйсене ывӑлӗ чӗннӗ. Вӑлах ашшӗне ҫунакан ҫуртран урама илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман.
Патӑрьелте ача-пӑча лапамӗнче 9 ҫулти ача шар курнӑ. Унӑн пӳрни хӗсӗнсе ларнӑ. Шел те, пӗр пайӗ татӑлса ӳкнӗ.
Ку ӗнер Киров урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача тӑвайккинчен ярӑннӑ. Ҫавӑн чухне пӳрни хушӑка хӗсеннӗ. Палӑртмалла: тӑвайкки ҫӗнӗ. Ҫынсем халӑх тетелӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл вырнаҫтарсанах авӑннӑ, хушӑк курӑнма пуҫланӑ.
Куславкка хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫав ҫын Куславккари «Геометрика» паркра автостоянка валли асфальт сарма контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тӳре-шара 600 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмаха прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Материалсене РФ Следстви комитетне ярса панӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май каласан, паркра асфальта халӗ те сарса пӗтермен иккен.
Шупашкарта шкул юсасси графикпа пӑхса хӑварнинчен кая юлса пырать. Кунта сӑмах хулари 10-мӗш шкула тӗплӗн юсасси пирки пырать. Унсӑр пуҫне «Садовый» микрорайонти шкула хӑпартассипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ.
2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Республикӑн пӗрлехи заказчик служби «Строительство компанийӗн консорциумӗ» обществӑпа 92 миллион тенкӗ ытлалӑх килӗшӳ тунӑ. Асӑннӑ укҫапа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Шупашкарти 10-мӗш шкула тӗплӗн юсаса пӗтермелле пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ӗҫе палӑртнинчен 20 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ иккен.
«Садовӑй» микрорайонта шкул тӑвакан подряд организацийӗпе вара ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ. Заказчик строительствӑна ҫапах та вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.
Шупашкарта газ организацйӗнче ӗҫлекен арҫынна судпа айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑнмасӑр пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче 22-ри каччӑ тата 20 ҫулти хӗр тара илнӗ хваттерӗнче ваннӑйӗнче газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, шыв ӑшӑтакан кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлемен. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче газ организацийӗн ӗҫченӗ кӑмакана тӗтӗм тухмалли пӑрӑхпа тӗрӗс мар сыпӑнтарнӑ. Ҫапла газ сӗрӗмӗ ваннӑйӗнче пухӑннӑ.
Суд слесарь айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 5 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |