Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑрсак ялӗнче 56 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Вӑ – 23 ҫулти арҫын, ҫак ялтах пурӑнать.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун каҫхине вӑл 56-ри арҫын патӗнче пулнӑ. Хайхискер ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Лешӗ суранӗсене пула сывлама пӑрахнӑ.
Палӑртмалла: ҫак каччӑ 56-ри арҫын тӗлӗшпе унччен те преступлени тунӑ. Вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ.
Куславкка районӗнчи Кармал ялӗнче тата Красноармейски районӗнчи Ҫеҫмерте 2020 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасем путса вилнӗ.
Кармалта инкек ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ, Ҫеҫмерте вара – ҫу уйахӗн 30-мӗшӗнче.
Палӑртмалла: юлашки эрнере республикӑра 5 ача путса вилнӗ. Аса илтерер: Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва анса кайнӑ. Вӗсем Кӗҫӗн Ҫавалта шыва кӗнӗ.
Паян 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Химпром" территорийӗнче ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Предприяти пресс-служби мӗн пулса иртнине ӑнлантарнӑ: юсав хыҫҫӑн технологи схемине ярсан оборудовани температури ӳссе кайнӑ-мӗн.19 сехет те 59 минутра пушара сарӑлма чарнӑ. Шар курнӑ ҫынсем ҫук. Промышленноҫ министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку теракт мар. Предприяти ахаль чухнехи пекех ӗҫлет.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Ҫурт йӑлтах ҫунса кайнӑ. Шел те, кил хуҫи те, 50 ҫулти арҫын, вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 66-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм икӗ ачине ҫавӑтса хваттертен тухма ӗлкӗрнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Арҫын 1996 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Унӑн виллине вырӑна ҫитнӗ водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача путса вилнӗ.
Вӑрмар районӗнӗнче шкул ачи пуйӑс айне лекнӗ. Мӗнле майпа? ЧР Вӗренӳ министерстви ҫакна уҫӑмлатман.
Ведомство ҫапла кӑна палӑртнӑ: "Ҫуркунне ачасемшӗн тата ҫамрӑксемшӗн яланах йывӑр тапхӑр. Уйрӑмах - экзаменсем пуҫлансан. Ҫак вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗн ачин психологине, кӑмӑл-туйӑмне лайӑх сӑнаса тӑмалла, кӑмӑлӗ улшӑннине пӑхмалла".
Ведомство ку инкек ҫывӑх ҫыннисен, тӑванӗсен, пӗр класра вӗренекенсен трагедийӗ пулнине палӑртса вӗсене пурне те психологи пулӑшӑвӗ парассине каланӑ.
Ӗнер Канаш районӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Вӗсем кӑнтӑрла Шӑхасан ялӗнчен инҫех мар юхса выртакан Кӗҫӗн Ҫавала шыва кӗме кайнӑ. Каҫхине хӗрачасен виллисене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Вӗсен кӗлетки ҫинче криминал йӗрӗ ҫук. Тумтирӗ, харпӑр япалисем тата телефонӗсем ҫыран хӗрринчех пулнӑ.
Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пӗр ӳсӗр арҫын палламан хӗрарӑма вӗлернӗ.
Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. Ӳсӗр этем хӗрарӑма тапӑннӑ, ӑна тапса та ҫапса пӗтернӗ. Хӗнекен ҫын хӗрхенсе ҫапмасть ҫав ӗнтӗ. Хӗрарӑма вилмеллех хӗненӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Усал арҫын вилене Граждан урамӗнчи гаражсем патӗнче пӑрахса хӑварнӑ.
Хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗ тесе шухӑшлакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахран тупса палӑртнӑ, ӑна вӗсем тытса чарнӑ.
Ҫынна вӗлернӗ тӗслӗхпе пуҫарнӑ тӗпчев халӗ малалла пырать.
Ӗнер Елчӗк районӗнче пулнӑ аварире нумай ҫын шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри вырӑнтах вилнӗ.
Ку авари "Елчӗк - Курнавӑш" ҫул ҫинче 16 сехетре пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, "Лада Гранта" умӗнче пыракан "Лада Калина" ҫине пырса тӑрӑннӑ. "Калинӑри" 61 ҫулти пассажирка ҫавӑнтах вилнӗ. 7 ҫынна больницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: "Лада Грантӑри" водитель ӳсӗр пулнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 2 сехетре Шупашкарта ҫамрӑк водитель инкеке лекнӗ.
Пӑтӑрмах Граждан урамӗнчи 66-мӗш ҫурта хирӗҫ вырӑнта пулса иртнӗ. «Лада Гранта» автомашинӑн 19 ҫулти водителӗ руле тытса чарайманнипе ҫултан пӑрӑнса кайса бетон блок ҫине пырса кӗнӗ.
Инкекре икӗ хӗрпе пӗр каччӑ аманнӑ. Вӗсем — 17-19 ҫулсенчискерсем. Аманнӑскерсене больницӑна ӑсатнӑ, пикесенчен пӗрне пирвайхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн килне янӑ, иккӗшне больницӑна вырттарнӑ.
Каччӑ водитель правине илнӗренпе виҫӗ эрне те ҫитмен иккен. Хӑй вӑл ӳсӗр пулман. Машина чӳречине ҫутӑ кӗме чаракан кантӑк вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |