Паян Шупашкарта пурӑнакансем ҫӑра тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Унта Иван Яковлев прспектӗнчи 39-мӗш "б" ҫуртра вырнаҫнӑ "Хӗвел" бази ҫуннӑ.
Пушар тухни пирки 14 сехет те 25 минутра пӗлнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ.
Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
М-7 ҫул ҫинче, Етӗрне районӗнче, йывӑр тиевлӗ машина ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Машина Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗ ҫывӑхӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – пылак ҫимӗҫ турттараканни.
Юрать-ха, водитель ҫулӑма хӑйех сӳнтернӑ. Ҫулӑм двигатель отсекне, кабинӑна сиенлетнӗ.
Шупашкарта пӗр водитель ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли яарлӑ вырӑнта арҫын ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫынсене каҫса ҫӳреме уйӑрнӑ вырӑнпа пӗр арҫын ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑна ирттерсе яма машинӑсем чарӑннӑ. Анчах хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи водитель ним пулман пекех малалла вӗҫтернӗ, арҫын ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх хакласан, арҫын малтан машина капочӗ ҫине пырса ӳкнӗ, унтан ҫӗре персе аннӑ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ машина чарӑнса ларнӑ.
Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ.
Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ.
Паян ирхи 3 сехет те 44 минутра Атӑл леш енчи «Водник» кооперативра пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫ.
Пушара Чӑваш Енри тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсем сӳнтернӗ. Ҫулӑм кирпӗч ҫурта тӗп тунӑ, кӳршӗсен пӳрчӗн фронтонӗ сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерсен икӗ виле тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Халӗ терӗслев пырать.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра 4-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ӑна такам ятарласа чӗртсе янине палӑртнӑ.
Ҫав хваттере пула кӳршӗри тепӗр икӗ пӳлӗм шар курнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗрӗ икӗ автоцистерна тата подъемник хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 523 пушар пулнӑ. Вӗсенче 26 ҫын вилнӗ.
Паян 15 сехет те 25 минутра Шупашкарта Кадыков тата Бауман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта машина электросамокатпа пынӑ 14 ҫулти арҫын ачана ҫапса кайнӑ.
Суранланнӑ ҫамрӑка пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна медпулӑшу параҫҫӗ.
Машина рулӗ умӗнче 22 ҫулти арҫын пулнӑ.
Паян 19 сехет те 14 минутра Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнче 10-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 15 ҫулти хӗр 13-мӗш хутран ӳкнӗ.
Вырӑна оперативлӑ службӑсем ҫитнӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа тишкернине пӗлтернӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче пулнӑ аварире 7 ҫын шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ. Иккӗшӗ – Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ача.
«Лада» водителӗ тата «Киа» пассажирӗ авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. 7 ҫулти арҫын ача вара пульницӑра вилнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тепӗр ача тата икӗ арҫын аманнӑ. Вӗсем Чулхулари клиникӑра сипленӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче пурӑнакансем анкартинчи типӗ курӑка ҫунтарнӑ. Анчах ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Ялта тӳрех виҫӗ пӳрт ҫунса кайнӑ.
Ку 14 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм типӗ курӑк ҫинчен хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫапла виҫӗ хуҫалӑх пӳрчӗ-качки шар курнӑ. Виҫӗ ҫуртӗнче те ҫынсем пурӑннӑ. Юрать-ха, хуҫисем чӗрӗ-сывах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |