Муркаш тӑрӑхӗнчи 14 ҫулти ачана ултавҫӑсем хӑратса пӗтернӗ. Вӗсем ун патне мессенджерсенчен пӗринче шӑнкӑрааласа унӑн аккаунчӗпе такамсем усӑ курма тытӑннӑ, пысӑк суммӑллӑх улталанӑ тесе ӗнентернӗ. Ачана вӗсем пытанма хушнӑ, ӑна хӑрушӑ ҫынсем шыраҫҫӗ тесе сехрине хӑпартнӑ.
Ача телефона сӳнтернӗ те килӗнчен тухса кайнӑ. Унтан ултавҫӑсем ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравласа «вӑрланӑ» ывӑлӗшӗн 200 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмпа юнашар ӑслӑ-тӑнлӑ ӗҫтешӗ Алексей Лаптев пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шалти ӗҫсен тытӑмӗнче кинологра тӑрӑшнӑ арҫын хӗрарӑма улталама хӑтланнине тӳрех тавҫӑрса илнӗ. Вӑл ӑна полицие пӗлтерме ыйтнӑ.
Ача чӗрӗ сывах пулнӑ. Полицие ӑна унӑн тӑванӗсем илсе пынӑ. Хытӑ хӑраса ӳкне ачана лӑплантарма йӗрке хуралҫисем район пульницинчи психолога чӗнсе илнӗ. Хӗрарӑм та такамсене укҫа куҫарса парса ӗлкӗреймен.