Шупашка хулинчи пӗр усламҫӑ шалу тӳлемен. Прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫав пуян ӗҫ укҫине тӳлесе татнӑ.
Пӗр арҫын ҫӑра тавраш сутакан организацире ӗҫленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл ҫар службине тухса кайнӑ. Ҫавӑн чухне ӗҫ контрактне усламҫӑпа вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.
Саккуна пӑхансан ӗҫ укҫине ҫын ӗҫрен пӑрахнӑ кунах тӳлесе татмалла. Анчах усламҫӑ апла утма васкаман.
Кӑлтӑк пирки прокуратурӑн хушша-хуппа кӗме тивнӗ. Надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна шалӑва тӳленӗ.
Паян ирхи 9 сехетре Атӑлта, «Виҫӗ юман» дача поселокӗ ҫывӑхӗнче, катер ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать, ку ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, катер ҫинче 3 арҫын пулнӑ. Вӗсем ҫаврӑнса ӳксен катертан тытӑнса тӑнӑ. Ҫапла пулӑшу ҫитиччен тӑнӑ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, транспорт полицийӗн тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вӗсене пурне те пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ.
Шӑрӑх кунра, паллах, шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах унта инкек пуласси те инҫех мар.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫамрӑк путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2006 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 28 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 8-шӗ – 18 ҫула ҫитмен ачасем.
Вырсарникун, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 14 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Шуркасси ҫывӑхӗнчи уй-хирте ACROS 530 комбайн ҫунма тытӑннӑ. Вӑл – 2011 ҫулта туса кӑларнӑскер.
Комбайн вырӑнти агрофирмӑн пулнӑ. Уйра тырӑ вырма тухнӑскер тӑрук ҫунма пуҫланӑ. Ӑна икӗ пушар техники сӳнтернӗ.
Халӗ комбайн мӗншӗн ҫунма пуҫланине тата инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫул ҫинче 59 ҫулти мопедист машина кустӑрми айне пулса вилнӗ.
11 сехет тӗлнелле ҫак арҫын тӗп ҫул ҫине тухнӑ. Анчах вӑл машина килнипе килменнине лайӑх пӑхман ахӑртнех. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа сӗт турттаракан машина пынӑ. Мопедист та, водитель те пӑрӑнас тесе хӑтланнӑ. Анчах… Шел те, 59 ҫулти арҫын вилмеллех суранланнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унӑн мопедпа ҫӳреме ирӗк паракан документсем пулман.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм авиабилет туянас тесе ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑмӑн хӗрӗ тахҫантанпах ют ҫӗршывра пурӑнать иккен. Амӑшӗ ун патне кайса курас тенӗ. Авиабилет сутакан тӗрлӗ интернет-сайтсене тишкернӗ хыҫҫӑн хак илӗртекен пӗлтерӗве асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ менеджерӗсемпе ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн лешсем ӑна билет туянассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Телеграма» кӗрсе сӳтсе явма сӗннӗ.
Ҫула тухмалли куна тата вӑхӑта кӑтартнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма билет хакне тӳлеме сӗннӗ. Банк картти ҫинчен 9300 тенкӗ касса кайнӑ хыҫҫӑн билет сутакансем хӗрарӑмпа ҫыхӑнӑва татнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансен велосипедсем ҫухалма тытӑннӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче-ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ урапаллӑ транспорт хатӗрӗ ҫухаличчен урампа велосипедлӑ каччӑ иртсе кайнӑ.
Кӑштахран йӗрке хуралҫисен аллине 21 ҫулхи каччӑ ҫакланнӑ. Ун килӗнче вӑрланӑ тӑватӑ велосипеда тупса палӑртнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче (вӑл 15 хутлӑ) хӗрарӑм виллине тупнӑ. Анчах ҫав ҫуртра пурӑнакансем ӑна никам та паллайман. Хӗрарӑм 30-35 ҫулсенчи пек курӑннӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм миҫемӗш хутран ӳкни паллӑ мар. Анчах, ахӑртнех, чылай ҫӳллӗ ҫӗртен персе аннӑ, мӗншӗн тесен подъезд тӑрри самаях авӑннӑ.
Вырӑна полицейскисем, суд-медицина экспертизин ӗҫченӗсем ҫитнӗ
Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи ферма территорийӗ ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ферма ҫывӑхӗнчи уй ирхи 9 сехет ҫурӑра ҫунма пуҫланӑ.
«Тен, хуралтӑ таврашӗсем те сиенленнӗ. Унта вӑйлах ҫунать», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ хаҫата.
Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче укҫа ӗҫлесе илес тесе улталаннӑ.
Паллӑ мессенджерсенчен пӗринче вӑл укҫа ӗҫлесе илмелли май пурри ҫинчен вуласа пӗлнӗ. Сусӑр ачана ӳстерекен хӗрарӑма ҫемьере хушма укҫа ытлашши мар тесе шухӑшланӑ. Ӗҫе йывӑр мар: маркетплейссенчен пӗринче тавар пирки ырласа ҫырмалла.
Кӑштахран хайхи ҫынсем хӗрарӑм тӗрӗс мар тунӑ, ӗҫӗнче йӑнӑшнӑ, ҫавна пула таварпа тивӗҫтерекен шар курнӑ тесе 100 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.
Ҫавӑн пек меслетпе 35 ҫулти хӗрарӑма улталанӑ. Вӑл 90 пин тенкӗлӗх улталаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |