Шупашкарти Короленко урамӗнчи хваттерте икӗ каччӑ чутах тӗтемпе наркӑмӑшланман. Вӗсем каҫхине питӗ вӑйлӑ ҫывӑрнӑ: газ плити ҫинче вара кастрюль мӑкӑрланнӑ. Каччӑсем алӑкран шакканине те, ӑна болгаркӑпа ҫӗмӗрнине те илтмен.
Чӳречерен тӗтӗм тухнине кӳрши асӑрханӑ. Алӑкран шакканӑ — никам та уҫман. Вара вӑл 112 номерпе шӑнкӑравланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ чухен те каччӑсем ҫывӑрнӑ. «Эу! Вӑранӑр! Ҫунатпӑр!» тесен ҫеҫ вӑраннӑ. Малтанах мӗн пулса иртнине ӑнланман, кайран ҫӑлавҫӑсене тав тунӑ.
Каччӑсем каҫхине газ плити ҫине апат пӗҫерме лартнӑ та хӑйсем ҫывӑрма выртнӑ иккен.