Криминалпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене вуласан тек тӗлӗнмелли пулмассӑнах туйӑнать. Ҫук вӗт, тем шухӑшласа кӑларакан та, тем хӑтланакан та пур.
Акӑ, ҫак уйӑхра Канашра пулса иртнӗ тӗслӗх. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче мӑшӑрсем туй тунӑ. Тепӗр кунне 24-ри каччӑ (эх, мӑнтарӑн тесси кӑна юлать) ӳсӗр пуҫпах руль умне ларса тухнӑ. Тата машини хӑйсен те пулман. Проката илнӗскер. Унпа пӗрле арӑмӗ те пулнӑ. Нумай кайнӑ-и, сахал-и, анчах часах Канашри автостанци хуралтине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна асӑрханӑ хуралҫӑ полицейскине пӗлтернӗ. Каччӑ машинине лартсах вырӑнтан тарса пытаннӑ. Хуҫасӑр машинӑна курса йӗрке хуралҫисем эвакуатор чӗнтернӗ. Машинӑсӑр тӑрса юлассине ӑнланнӑ каччӑ сиксе тухнӑ. Транспорта тиеттересшӗн килменнипе хирӗҫме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл йӗрке хуралҫисенчен пӗрне пуҫӗпе ҫапнӑ. Савнӑ ҫыннине хӳтӗлеме ҫамрӑк арӑм та пырса ҫитнӗ. Ӳсӗр пулин те упӑшкишӗн кар тӑрнӑ вӑл. Халӗ хӗрсем артан ирттереҫҫӗ те, полицейскисене хӗрарӑм ним мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йӗрке хуралҫипе ҫапӑҫнӑшӑн ӑна маларах та условлӑ майпа айӑпланӑ пулнӑ иккен.
Мускаври Капотня текен районти общежитире нумай пулмасть пысӑк ушкӑнлӑ хирӗҫ-тӑру пулса иртнӗ. Ҫапӑҫни пирки каҫхи сакӑр сехет ҫурӑсенче ҫынсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрлӗ подряд организацийӗнче ӗҫлекен рабочисем пурӑнакан общежитине 30 ытла ҫамрӑк пырса ҫитнӗ. Вӗсем Мускавра регистрациленмесӗр пурӑнакансене палӑртма тӗллев лартнӑ пулать имӗш. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче регистрацисӗр кун кунлакан пӗр ҫын травматика пӑшалне туртса кӑларнӑ, унпа пенӗ. Тӗрӗссипе, хӗҫ-пӑшала тытма унӑн лицензи те пулман иккен.
Вырӑна пырса ҫитнӗ полицейскисем 60 ҫынна илсе кайнӑ, ҫав шутран 47-шӗ общежитире пурӑнакан рабочисем ҫакланнӑ иккен.
Темле пурнӑҫ пулса кайрӗ-ҫке — халӗ хӑш-пӗр хӗрарӑм тепӗр артан ирттерет. Ӗҫпе кӑна-и, тытӑҫас-ҫапӑҫассипе те. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетекен пӗр тӗслӗх.
Улатӑрти Пирогов урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан 26-ри хӗрарӑм ирхи тӑватӑ сехетре кӗвӗ-ҫемӗ хыттӑн янӑратнӑ. Кӳршӗсем унпа пӗрле ҫӗр хута юрӑ тӗнчипе киленме килӗшмен паллах. Унтан та ытларах — йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Кӗҫех полицейскисем вырӑна персе ҫитнӗ. Кӗвӗ сассине пӗчӗклетме ыйтнине хӗрарӑм тивӗҫтерме килӗшмен. Ҫавна кура участокри уполномоченнӑй шала кӗрсе сасса хулленлетнӗ. Ҫакӑншӑн тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм полицейские темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хуллен кӑна мар — чӗрмелесе пӗтермеллех тата кӑвак кӑлармаллах. Йӗрке хуралҫин кӗпин тӳмисене татса салатнӑ, вӑчӑрине те татнӑ. Унтан алӑкран тӗксе кӑларса янӑ та алӑка питӗрсе лартнӑ. Йӗрке хуралҫин пушмакӗ те шалтах тӑрса юлнӑ. Ӑна тавӑрса пама ыйтсан хӗрарӑм хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе вӑрҫса пӗтернӗ. Пушмака вӑл тепӗр икӗ кунтан кӑна тавӑрса панӑ, чунтан ӳкӗннине палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫипе тытӑҫакан чӑрсӑр хӗрарӑма нумаях пулмасть суд пуҫиле статьяпах айӑплама йышӑннӑ, 25 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫурт сирпӗннине пула килсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Инкеке лекнисене республика влаҫӗсем ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтерме шантарнӑччӗ-ха ун чух. Йӑнӑшмастпӑр пулсан, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме пулнӑччӗ. Чӑн та, каланӑ тунӑ — паян унти 18 хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Нихӑҫан та никама та инкекре хӑварман та, хӑвармӑпӑр та», — тесе каланӑ.
Ҫурта тума 24,6 миллион тенке ларнӑ, республика правительствин резерв фондӗнчен 10,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑнсем (47)
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче каҫ-кӳлем «Канаш» чӑх-чӗп фабрикин складне вӑйлӑ ҫулӑм хыпса илнӗ пулнӑ. Кун ҫинчен республикӑри ИӖМ служби пӗлтерет.
Турра шӗкӗр, сиксе тухнӑ инкекре никам та сусӑрланман. Regnum хыпарлав агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх складра 10 тонна тырӑ тата ҫав виҫепех хӗвелҫаврӑнӑш жмыхӗ ҫунса кайнӑ. Складра пӗтӗмпе 400 тонна тырӑ упраннӑ иккен.
Ҫуннӑ лаптӑк — 1 260 тӑваткал метр. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫулӑма хӑвӑрт-хӑвӑрт сӳнтерсе утӑ упранакан ҫурт-йӗре, птичника тата ытти 3 миллион тенкӗ ларакан пурлӑха ҫӑлса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтернӗ ӗҫре 11 ҫын тата 4 техника единици хутшӑннӑ.
Паяна пушар тухнӑ сӑлтавӗ паллӑ мар-ха.
Ӗнер Шупашкарти Иван Яковлев урамӗнче вырнаҫнӑ «Чувашавтотранс» предприятийӗн филиалӗнче 50 ҫулти сварщик вилнӗ. Вӑл бензин бакне шӑратма тӑнӑ. Анчах хатӗре ятарлӑ пӑспа тасатса илмен имӗш. Ҫапла вара бак ҫурӑлса кайса арҫынна вилмеллех амантнӑ. Инкек пулнӑ вырӑна яваплӑ тӗрлӗ служба ҫыннисем пырса ҫитнӗ. Тӗпҫевҫӗсем ку инкек пирки тӗпчев ирттереҫҫӗ. Яваплисем, ахӑртнех, айӑплавран пӑрӑнаймӗҫ.
Муниципалитетсем хушшинчи Улатӑр РФ ШӖМ пайӗн лаптӑкӗнче 40 ҫулхи арҫын виллине тупнӑ-мӗн. Республикӑри РФ СК управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх малтӗрӗслеве ирттерсен арҫынӑн кӗлетки ҫинчен тӗрлӗ сурансене асӑрханӑ.
Йӗрлев умӗнхи тӗрӗслев вара ҫакна кӑтартса панӑ: авӑнӑн 14-мӗшӗнче ӳсӗр Улатӑр ҫыннине администраци йӗркине пӑснишӗн полици уйрӑмне протокол ҫырма илсе кайнӑ. Кирлӗ хутсене тултарнӑ хыҫҫӑн йӗркене пӑсакан полици ӗҫченӗсем тимлӗх ҫухатнипе усӑ курса управленийӗн ҫуртӗнчен тухса тарнӑ. Ӑна шырама тытӑннӑ пулин те тупайман.
Тепӗр кунхине 11:00 сехетсенче хайхи арҫын виллине полици уйрӑмӗн чӳречи айӗнче асӑрханӑ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем Улатӑр ҫынни тарас тесе иккӗмӗш хутран сиксе хытах аманса вилнӗ версие те пӑхса тухаҫҫӗ. Чӑн сӑлтавӗ вара судпа медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ.
Нумаях пулмасть Чечня Республикинче террорист бомба таврашне сирпӗтсе янине пула виҫӗ полици ӗҫченӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенче иккӗшӗ вара — Чӑваш Республикинчи ШӖМ управленийӗн сотрудникӗсем.
Сирпенӳ Сунжен районӗнчи Серноводск ял таврашӗнчи Раҫҫей ШӖМ пайӗн лаптӑкне кӗрес ҫулта пулса иртнӗ.
— Палламан водитель урапапа пырса шалти ӗҫсен район пайне тӗп хапхаран кӗрсе каяс тенӗ. Ют машина курсанах полици ӗҫченӗсенчен пӗри ҫула ятарлӑ хатӗрпе картланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӑй пурнӑҫне те шеллеменскер урапана сирпетсе янӑ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри Раҫҫей ШӖМ пресс-службинче.
Сирпӗнӗве пула виҫӗ полици ӗҫченӗ йывӑр аманса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилекенсен шутӗнче Чӑваш Республикинчи аслӑ полици сержанчӗсем — Леонид Пучков тата Александр Егоров — пулнӑ. Хурал-пост службин ӗҫченӗсем 23 тата 28 ҫултисем пулнӑ.
Паян, авӑнӑн 16-мӗшӗнче тӗрӗслев ирттерме Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхне республикӑри ШӖМ комиссийӗ ҫул тытнӑ. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫен министрӗ вилнисен тӑванӗсене тивӗҫлӗ пулӑшу кӳме хушу панӑ.
Сирпенӳ пулнӑ вырӑнта виҫӗ метр сарлакӑш тата виҫӗ метр тарӑнӑш шӑтӑк юлнӑ.
Шӑматкун, авӑнӑн 14-мӗшӗнче 11:30 сехетсенче Шупашкарта «Матэ Залка» чарӑну ҫывӑхӗнче ҫулҫӳрев-транспорт инкекӗ сиксе тухнӑ. Мопедпа пыракан каччӑ «Пежо» маркӑллӑ маршутлӑ такси ҫине пырса тӑрӑннӑ-мӗн.
Ҫак пӑтӑрмаха сӑнанӑ Дмитрий Агафонов каласа панӑ тӑрӑх, мопед маршруткӑн хыҫалти пайне ҫапӑннӑ, водителӗ вара «Пежон» хыҫалти кантӑкне каскӑпа ҫемӗрсе обществӑлла транспорт салонне вӗҫсе кӗнӗ.
Йывӑр сусӑрлануран мопед водительне пуҫри шлем хӑтарнӑ пулнӑ. Ытти сусӑрланакансем ҫинчен сас-хура хальлӗхе тухман-ха.
Карачай-Черкиессин ИӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Домбай шырав-ҫӑлав отрячӗ Горалыкол ту каҫҫин 3 670 ҫӳлӗшӗнче Шупашкар ҫулҫӳревҫӗн виллине тупнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын сӑрт хысакӗнчен йӑтӑнса аннӑ иккен.
Аса илтеретпӗр, чӑваш ҫулҫӗревҫине авӑнӑн 3-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ. Ҫурлан 24–31-мӗшсенче ҫулҫӳревҫӗн Домбай посёлок — Джамагат ту хушӑкӗ маршрут тӑрӑх иртмелле пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн палӑртса хунӑ вӑхӑтра турист ҫыхӑнӑва тухман.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вӑйлӑ юр ҫунине пула шырав-ҫӑлав ӗҫне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче 15 ҫын тата Ми-8 вертолет шырава ҫӗнӗрен пуҫарӑннӑ. 49 ҫулхи арҫына шырассипе Раҫҫей ИӖМ службинчен пурӗ 18 ҫын тата 2 техника единици хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |