Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Пӑтӑрмахсем

Полицейски сӗтев илме хӑтланни пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ӗнер кӑна эпир хыпарланӑччӗ. Паян, акӑ, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ йӗрке хуралҫипе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫ пирки пӗлтерет. Ку тӗслӗх право хуралӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫын 13 хӗрача ҫумне ҫулӑхнипе ҫыхӑннӑ.

Усал ӗҫе Шупашкар районӗнчи 32-ри арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хайхи Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче кинолог-инспекторта тӑрӑшать-мӗн. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл мӑшӑрӗ опекӑна илнӗ хӗрача ҫумне ӳсӗр пуҫпа ҫулӑхнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки хӗр пӗрчи усрав амӑшне систернӗ, лешӗ — йӗрке хуралҫисене. Ку ӗҫ пирки халӗ тӗпчев пырать.

 

Пӑтӑрмахсем

Выртан каска мӑкланӑ, ҫӳрен каска якалнӑ теме кӑмӑллатчӗ кукамай. Паян ку каларӑша темле йышӑнмалла ӗнтӗ?.. Ҫичӗ ҫӗре тухса каймасӑр та май ҫук теҫҫӗ те хӑшӗсем — аптӑравлӑ. Таса-сывӑ таврӑнсан тем мар-ха, анчах инкек-синкек курса ларасси те пулать-ҫке хӑш чух. Сарӑмсӑрлӑхран кунта та никам та шантарса калаймассине ӑнланатпӑр-ха, ҫапах та укҫа тума кайнӑ ҫын ют ҫӗртен тупӑкпа килни питех те кулянтарать-ҫке.

Ӗнер, акӑ, Коми Республикинче вӑй хуракан арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта вӑл кранпа ӗҫленӗ. Сыктывкар хулине кӗрекен Човью текен тӑрӑхра вӑл «КомиЭкспоТрейд» компанире тӑрӑшнӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӑсем ӗҫсыхлавӗн правилисене пӑснине пула ҫын вилнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ют ҫӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫынсем инкек курни унччен те пулкаланине аса илтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чулхулари стройкӑра каменщик вилнӗ. Сочири Олимп стройкинчен таврӑнакан арҫынсем Пенза облаҫӗнче ҫул ҫинчи инкекре куҫ хупни те чылайӑшӗн асӗнче. Омск облаҫӗнче вӑрман касакан арҫын хурт-кӑпшанкӑ сӑхнипе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1560.html
 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче ҫын вилнӗ пирки тӗпчев ирттерет. Ҫакӑн пек хыпарлать ШӖМӗн пресс-служби.

Инкекӗ паян, каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче, пулнӑ иккен. Хӗрӗнкӗ арҫынна полцин пӗр пӳлӗмне тытса хупнӑ. Унта ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе илсе пынӑ иккен. Административлӑ майпа йӗркене пӑснисен пӳлӗмне илсе кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗҫех вӑл унта ҫывӑрса кайнӑ имӗш. Каярах йӗрке хуралҫисем 41 ҫулти арҫын ҫакӑннине асӑрхаҫҫӗ.

Ҫак факт пирки ШӖМ служба тӗпчевӗ ирттерет-мӗн. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби полицейскисем хӑйсене епле тытнине те хак парасси пирки ӗнентерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/1393542/
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тӑван амӑшне вӗлернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд ытла та кӑра йышӑну кӑларнӑ тесе вӑл пӗрремӗш инстанцири тӳрен йышӑнӑвне ҫӑхавласа та пӑхнӑ, анчах усси пулман.

Сӑра сакки ҫаврака теҫҫӗ те ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ. Кӑҫалхи ҫулла амӑшӗпе хӗрӗ эрех ӗҫсе ларнӑ. Тем пайлайман-ҫке иккӗшӗ — кӗҫӗнни аслине хӗнесе пӗтернӗ. Кайран халат пиҫиххипе пӑвса лартнӑ. Ҫакна 31-ри хӗрарӑмӑн 8 ҫулти хӗрӗ те курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Судран тарнӑ арҫын
Судран тарнӑ арҫын

Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче республикӑн Аслӑ суд ларӑвне пынӑ арҫын тарнӑ. Таджикистанри Душанбе хулинче пурӑнакан 39-ти арҫын пирӗн ҫӗршывра гражданствӑсӑр пурӑннӑ иккен. Ҫавна кура ӑна Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗ тӑван ҫӗршывне яма йышӑннӑ.

Суд ларӑвне пынӑ арҫын кӑнтӑрла иртни пӗрре тӗлӗсенче тухса тарнӑ. Вӑл 58-мӗш регионта регистрациленнӗ машинӑпа ларса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тен, халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ та-и...

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫапла ӑнлантарнӑ Шалти ӗҫсен министрествин ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсене Шупашкарти аэропортра тытса чарнӑ 28 ҫулти арҫын.

Ӑна йӗрке хуралҫисем ирхи 4 сехет те 10 минутра асӑрханӑ. Вӑл вышка патӗнче пулнӑ иккен. Пӑхсан арҫын ӑс-тӑн енчен йӗркеллех мар пек туйӑннӑ. Аэропорта мӗн тӗллевпе кӗнин тӗрӗс сӑлтавне палӑртас тесен ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсем арҫынна ШӖМӗн Транспорт ҫинчи йӗркене тытса тӑракан лини пайне пӗлтернӗ. Ирӗк илмесӗр аэропорта кӗнӗшӗн арҫын тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/1378160/
 

Пӑтӑрмахсем

Ку факта Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Хула мэрийӗпе Депутатсен хула пухӑвӗ кӑна мар, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫлекен муниципалитет учрежденийӗ те саккуна — монополие хирӗҫлине — пӑснӑ иккен. Ҫакӑн пек кӑлтӑк юлашкинчен асӑннӑ предприятие тӗрӗслев функцийӗ панӑ чух сиксе тухнӑ.

Шупашкар депутачӗсемпе хула мэрийӗ хысна учрежденине ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма ордер парас функципе тивӗҫтернӗ. Кунсӑр пуҫне хула администрацийӗ маларах асӑннӑ йышши ирӗк панӑшӑн укҫа тӳлеттермелле тунӑ.

Монополие хирӗҫле саккуна пӑснӑ фактсем пирки асӑрхаттару ҫырса панӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Сӗнтӗрвӑрринче Мария Александровна патша майрине халалласа кӑҫал бронза палӑк уҫрӗҫ
Сӗнтӗрвӑрринче Мария Александровна патша майрине халалласа кӑҫал бронза палӑк уҫрӗҫ

Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхне Юрий Моисеева хирӗҫ тата тепӗр виҫӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтеретпӗр, унччен ӑна 2 миллион тенкӗ сӗтев илнӗ чух тытса чарнӑччӗ.

РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн тӗпчевҫисен шучӗпе хайхи пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче хӑйне пӑхӑнакан пӗр ҫын урлӑ вырӑнти усламҫӑран пин доллар укҫа илнӗ иккен. Тупрана Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫнӑ Романовсен ҫурчӗ 400 ҫул тултарнине уявлама ямалла пулнӑ-мӗн. Укҫана Моисеев ун валли уйӑрман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тепӗр факчӗ вара 2011 ҫулта пулнӑ имӗш. Ун чухне Моисеев потребобщество канашӗн председательне Атӑл хӗрринчи ҫӗр участокне сутма ирӗксӗрленӗ пулать. Кутӑнлашсан, сутма килӗшмесен. Ӗҫре йывӑрлӑх сиксе тухассипе хӑратнӑ имӗш.

 

Пӑтӑрмахсем «Вырӑс маршӗ» вӑхӑтӗнчи сӑн
«Вырӑс маршӗ» вӑхӑтӗнчи сӑн

Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Семеновӑн ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнчи пресс-конференцире каланӑ сӑмахне тӗрлӗрен йышӑнакан пулнӑ иккен.

Ҫав сӑмаха вӑл Шупашкарта чӳкӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ «Вырӑс маршне» хирӗҫле йӗрке хуралҫисем мӗншӗн мера йышӑнманни пирки хуравланӑ май каланӑ. Ун чухне вӑл «Национал-социализм паян общество юхӑмӗ евӗр» тенӗ иккен. Министр хуравӗ пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчи Михаил Бабич тӗрӗслев ирттермеллине пӗлтернӗ.

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн сӑмахне такам касса илмен-ши тесе те шухӑшлать иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1509.html
 

Пӑтӑрмахсем

Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарти ювелир лавккине ҫаратнӑ иккен — пурӗ 20 миллионлӑх вӑрласа тухнӑ.

Вӑрӑсем хӑйсен ӗҫне ир-ирех тухнӑ имӗш — ирхи 5 сехетрех. Чӳречерен кӗрсе вӗсем икӗ тимӗр ешчӗк йӑкӑртса тухнӑ. Пурӗ тӑваттӑн пулнӑ теҫҫӗ. Хайхисем «Газель» ҫине ларса ҫухалнӑ имӗш — медомствӑ тулашӗнчи сыхлавҫӑсем ҫитсе те ӗлкереймен. Каярах машинне тупнӑ — вӑрӑсем ӑна Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗ патӗнче хӑварнӑ.

Ку ӗҫ-пуҫпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лавкка хуҫисем вӑрӑсем пирки мӗн те пулин пӗлтерекене ахаль тумӑпӑр теҫҫӗ, пулӑшма ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.vesti.ru/doc.html?id=1159623
 

Страницӑсем: 1 ... 376, 377, 378, 379, 380, 381, 382, 383, 384, 385, [386], 387, 388, 389, 390, 391, 392, 393, 394, 395, 396, ... 403
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 26

1911
113
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть