Республикӑри СУ СКР пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 13-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче район пухӑвӗн депутачӗ Андрей Моряков хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫапӑҫса кайнӑ пулнӑ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл арӑмӗ патне сӑмахпа ҫеҫ мар вӑйпа та илсе ҫитерес тенӗ. Депутат арӑмне кӑкӑртан урапа тапнӑ, хыҫҫӑн ҫӳҫрен тытса крыльца ҫине илсе тухнӑ.
Тӑвай районӗнчи 1-мӗш суд участокӗнчи тавлашуллӑ вак ыйтусене пӑхакан тӳре 41 ҫулхи депутата арӑмне хӗненӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 7 пинлӗх штрафланӑ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ытларикун, ҫӗрле 1-сехетре Гагарин урамӗнчи урапа авӑрлавӗн станцийӗнче хирӗҫӳ пулсан иртнӗ. ВАЗ-2114 машшин хуҫипе унӑн пассажирӗ ҫул ҫинче тӑракан ӳсӗр ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупайман.
Ҫамрӑксем ҫула пушатманнине кура урапара ларакан пассажир сусӑрлатакан пистолет туртса кӑларса пеме тытӑннӑ, ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине кӗтсе тӑмасӑрах урапана ларса хӑйсен ӗҫӗсемпе вӑшлаттарнӑ.
Ҫамрӑксенчен пӗрине ураран суранланине кура полици ӗҫченӗсем хайхи урапа хуҫисене шырама пикеннӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫӳмӗнчи автовокзал патӗнче тытса чарнӑ, хайхисем Патӑрьел районӗнчи каччӑсем пулнине палӑртнӑ.
Пистолетпа перекенни урапа хуҫин юлташӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, лешӗ нумай пулмасть хӗсметрен таврӑннӑскер пулнӑ иккен. Халь ку ӗҫпе тӗпчев пырать.
Этем йӑнӑшмасӑр пурӑнаймасть ӗнтӗ. Анчах тунӑ йӑнӑша вӑхӑтра тӳрлетме пӗлес пулать. «Йӑрӑм ҫулпа» («Зебра») каҫакан ачана ҫапса каякан водитель ҫакна чухлайман иккен, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑнтан тарас тенӗ.
Ку ӗҫ юпан 11-мӗшӗнче, 14:15 сехетсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш корпус 1/34 ҫурт хирӗҫ пулса иртнӗ. 10 ҫулхи ача «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑнӑҫлӑ каҫасси пулайман ӗнтӗ унӑн, шӑпӑрлан урапа айне лекнӗ. Водителӗ вара те хӑраннипе те урӑх сӑлтавпа чарӑнса ачана пулӑшас темен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗ те малалла чуптарнӑ. Сусӑрланнӑ ачана вара пульницӑра тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.
Патшалӑх автоинспекцийе ҫак пӑтӑрмаха курма май лекнисене ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтать: 62-65-27 (Шупашкарти Раҫҫейӗн ОБ ДПС ГИБДД УМВД шырав уйрӑмӗ) е 24-07-70 (ГИБДД хурал пайӗ).
Паян, юпан 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче чӗретлӗ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Республикӑри ШӖМ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх М-7 трассӑн федераллӑ лаптӑкӗнче 4 фурӑпа кроссовер пӗр-пӗрин ҫине тӑрӑннӑ. Хӑрушлӑ инкек пӗр урапаҫӑ пурнӑҫне татнӑ.
Ҫул-йӗр инкеке 9:30 сехетсенче Лапсарпа Мӑн Карачура ялӗсем хушшинче сиксе тухнӑ. Водительсем каласа панӑ тӑрӑх, 2 фура Карачура еннелле ҫулпа пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн Suzuki Grand Vitara маркӑллӑ машина пынӑ, ун хыҫҫӑнах тепӗр фура пынӑ. Темле самантра ҫул ҫинче чӑрмавсем сиксе тухнипе урапасем хӑйсен хӑвӑртлӑхне чакарнӑ, вӗсен шутӗнче хайхи 3 фурӑпа иномарка та пулнӑ, юлашки фурӑн водителӗ вара хӑйӗн «тимӗр лашине» чарайман. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӑл кроссовер ҫине кӗрсе кайса урапана лапчӑтса лартнӑ. Хытӑ ҫапӑннине пула кроссовер малта пыракан фура айне кӗрсе кайнӑ.
Иномарка водителӗ инкек тухнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Аварийе пула трасса ҫинче тата тепӗр пысӑк пӑкӑ йӗркеленнӗ. Урапасен ҫӳревне йӗркелеме ДПС хушма вӑйӗсене хутшӑнтарнӑ.
Юпан 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе анни ҫинчен иртнӗ кунсенче эпир пӗлтернӗччӗ. 10-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫинчен илтмен-пӗлмен ҫын та юлмарӗ тейӗн.
Паянхи кунсенче вара ҫак ӗҫ-пуҫпа тепӗр пӗлтерӳ тухнӑ. Чӗрӗ юлнӑ, анчах хытах сусӑрланнӑ 12 ҫулхи арҫын ачана васкавлӑ 4-мӗш ушкӑн юнӗ кирлӗ, резусӗ — пурлӑ (положительный).
— Кашни кун тенӗ пек пирӗн патне — юн илекен республика центрне — сусӑрланннӑ ачана пулӑшас тесе ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем юн пама килеҫҫӗ. Шӑпӑрлана пулӑшма кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен ирӗкепе паспорт илсе центра килме пултараҫҫӗ. Юн пама киличчен апатланмасан лайӑх пулӗ, центрта вара вӗсене чейпе тивӗҫтерӗҫ, юн панӑ хыҫҫӑн ҫимешкӗн укҫине те уйӑрса парӗҫ, — пӗлтерет аслӑ тухтӑр Любовь Яковлева.
Енчен те сирӗн ҫӳллерех асӑннӑ юн ушкӑнӗ пулсан, инкеке лекнӗ ачана пулӑшас тесен, эсир Шупашкар, Пирогов урамӗ, 9 («Кривов урамӗ» чарӑну) адреспа килме пултаратӑр. Юнкунпа кӗҫнерникун станци ирхи 8 сехетрен ӗҫлеме тытӑнать.
Тӗрлӗрен кино-сериал таврашӗсенче час-часах ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинчи хирӗҫӗве пӑшал тытса татса панине асӑрхама тивет. Киносенчи лайӑхах мар ӗҫ-пуҫа чӑн пурнӑҫра та курма пулать иккен. Ҫакна нумаях пулмасть Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫирӗплетнӗ.
Юпан 4-мӗшӗнче каҫ кӳлӗмре Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗлтерӗшсӗр сӑлтавпа тытӑҫу пулса иртнӗ, унта вара сӑмахлассипе, чышкӑлассипе кӑна ҫырлахас темен, пӑшал та алла илнӗ. Кун ҫинчен республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.
Ведомство кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн, икӗ ушкӑн кафере апатланнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ пулнӑ. Кафери хурал йӗркене пӑсакансене тӳрех урамалла хӑваласа кӑларса янӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ кунпа вӗҫленмен-ха. Яшсем ҫурт кӗтесси еннелле пӑрӑннӑ та хирӗҫӗве малалла тӑснӑ.
Нумай та пулмасть пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ. 35 ҫулхи «Оса» сусӑрлакан пистолет хуҫи пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑнтан чи малтан тарнӑ, анчах кайран ҫав-ҫавах полицине шӑнкӑравласа янӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх пӑшала алла илме ӑна хӑйӗн ҫине ҫӗҫӗпе килекен ҫамрӑксем хӗтӗртнӗ иккен. Паяна ку информацие тӗрӗслеҫҫӗ, хальлӗхе хирӗҫӳре ҫӗҫӗ таврашӗ усӑ курнине полицире ҫирӗплетмеҫҫӗ-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ шӑматкун, юпан 5-мӗшӗнче, инкек пулса иртнӗ — 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе аннӑ. Турра шӗкӗр, чӗрӗ юлнӑ.
Ача епле май балконран ӳкнине хальлӗхе тӗпчевҫӗсем пӗлеймен-ха. Пӑтӑрмах каҫхи пулса иртнине ҫеҫ калама пултараҫҫӗ. Тӑнне ҫухатнӑ шкул ачине 1 хутлӑ ҫумхуралтӑ ҫинче тупнӑ иккен — вӑл пуҫ шӑммине ыраттарнӑ, пуҫ мимине сиенленӗ тата ытти енчен суранланнӑ. Хальхи вӑхӑтра ача пульницара реанимаци пайӗнче выртать.
Пӑтӑрмах тавра тӗпчев ӗҫне ирттереҫҫӗ. Шкул ачи йӗркеллӗ кил-йышра ӳсни паллӑ.
Хыпар ҫырма ларнӑ чух криминал пирки сахалтарах пӗлтерес тесе кашнинчех хама хам калатӑп. Ҫук вӗт, тӗлӗнмелли тупӑннӑҫемӗн тупӑнсах тӑрать. Акӑ ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри. Хӑть тӳнсе кай!
Ӗҫӗ-пуҫӗ Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗр кунхине лавккаҫӑ ӗҫрен тухнӑ чух ҫӑра уҫҫине те ҫӑрара хӑварать, те утнӑ чухне ӳкерет. Анчах уҫҫа шӑпӑрлансем асӑрхаҫҫӗ те лавккана уҫса кӗреҫҫӗ. Пӗри кӑна шкула тин кӑна кайма пуҫланӑ шӑпӑрлан пулнӑ, ыттисем тата кӗҫӗнрехскерсем. Хайхисен пуҫӗнче мӗн шухӑш иккенӗ паллӑ ӗнтӗ — пылак ҫисе пултӑр. Анчах аслӑраххи укҫа мӗнне пӗлнӗ. Вӑрӑ-хурахсем пирки кӑтартакан киносене куркаланӑ курӑнать. Кассӑна чавсипе ҫапса уҫать, унтан ҫанӑпа тытса 5 пин тенкӗ укҫа кӑларса илет. Ҫанӑпа тытни вӑл алӑ йӗрне хӑварас килменнине пӗлтерет-ха ӗнтӗ.
Лавккаран тухнӑ чух пӗчӗкскерсем хӑйсен ял арҫыннине асӑрхаҫҫӗ. Вӑрланӑшӑн вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Айӑпа ҫавӑн ҫине йӑвантарма шут тытаҫҫӗ те хайхисем. Аслисене шӑпӑрлансем ҫав арҫын лавккаран тухнине куртӑмӑр тесе ӗнентереҫҫӗ.
Вырсарникун, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара пушар тухнӑ пулать. Ҫак ялта вырнаҫнӑ шкулӑн пушар сисчевҫи (сигнализацийӗ) ирхине 9 сехетре ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн хуралҫӑ коридорта тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем 6 минутра ҫитнӗ, ҫӳлӑма 20 минут хушшинче сӳнтернӗ.
Пушара пула 4 тӑваткал метр лаптӑкри урай юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавӑн пекех директор кабинечӗн алӑкӗ сиенленнӗ. Шкул коридорӗнчи стенасем те хӑрӑмланнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх кунти ҫулӑм ятарласа чӗртнине пула тухнӑ. Сиенленнӗ пурлӑх хакӗ 15 пинпе танлашнӑ.
Криминалпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене вуласан тек тӗлӗнмелли пулмассӑнах туйӑнать. Ҫук вӗт, тем шухӑшласа кӑларакан та, тем хӑтланакан та пур.
Акӑ, ҫак уйӑхра Канашра пулса иртнӗ тӗслӗх. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче мӑшӑрсем туй тунӑ. Тепӗр кунне 24-ри каччӑ (эх, мӑнтарӑн тесси кӑна юлать) ӳсӗр пуҫпах руль умне ларса тухнӑ. Тата машини хӑйсен те пулман. Проката илнӗскер. Унпа пӗрле арӑмӗ те пулнӑ. Нумай кайнӑ-и, сахал-и, анчах часах Канашри автостанци хуралтине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна асӑрханӑ хуралҫӑ полицейскине пӗлтернӗ. Каччӑ машинине лартсах вырӑнтан тарса пытаннӑ. Хуҫасӑр машинӑна курса йӗрке хуралҫисем эвакуатор чӗнтернӗ. Машинӑсӑр тӑрса юлассине ӑнланнӑ каччӑ сиксе тухнӑ. Транспорта тиеттересшӗн килменнипе хирӗҫме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл йӗрке хуралҫисенчен пӗрне пуҫӗпе ҫапнӑ. Савнӑ ҫыннине хӳтӗлеме ҫамрӑк арӑм та пырса ҫитнӗ. Ӳсӗр пулин те упӑшкишӗн кар тӑрнӑ вӑл. Халӗ хӗрсем артан ирттереҫҫӗ те, полицейскисене хӗрарӑм ним мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йӗрке хуралҫипе ҫапӑҫнӑшӑн ӑна маларах та условлӑ майпа айӑпланӑ пулнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |