Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, министӑрсен кабинетӗчен членӗсен канашлӑвӗнче — вӑл эрнесерен пулать — ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Ылтӑн пучах» уйлӑх таврашӗнче пулса иртнӗ тискер ӗҫ-пуҫсем ҫинчен калаҫнӑ. Пухура 2013 ҫулти лагерьсен пӗрремӗш сменӑн пӗтӗмлетӗвӗсене те тунӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министрӗ Надежда Осипова палӑртнӑ тӑрӑх лагерьсене вожатӑйсене ӗҫе илнӗ чухне йынӑшсем нумай тунӑ, шап та лӑп вӗсем вӑхӑт иртсен палӑра пуҫланӑ те имӗш. Сӑмахран, «Ылтӑн пучах» лагерӗнче диджей пулса ӗҫлекен каччӑ саккун йӗркине малтан та пӑснӑ, уншӑн ӑна явап та тытарнӑ пулнӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин пуҫлӑхӗн Владимир Иванов шухӑшӗпе вара асӑннӑ лагерьте пулса иртнӗ пулӑмсемшӗн ӗҫе вырнаҫтаракансене явап тыттармалла.
Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев вара синкер пулӑмсене уйлахсенче вӑй хуракансен шалу укҫи (8–10 пин тенкӗ) пӗчӗк пулнипе ҫыхӑнтарать. Пуҫлӑх ҫак ыйтӑва ҫитес кунсенче татса памалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.
Паянхи куна лагерьсенче ӗҫ-пуҫ тивӗҫлипех пурнӑҫлантӑр тесе йӗрлев комитечӗ тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерет.
Кашни ҫӗнӗ кун тӗрлӗ пулӑмсемпе палӑрать. Ҫавах пуриншӗн те вӑл лайӑх, яланах ырӑпа вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Тискер ӗҫ-пуҫа ҫӗршывра куллен туллинех сӑнама май лекет. Мӗн пур массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫакӑн йышши хыпарсене яланах туллин те сӑнарлӑ пӗлтерме юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуль паянхи ӗмӗрти ҫын кашни утӑмра вӑрӑ-хурахсене, террористсене, усал шухӑшпа ҫӳрекен ҫынсене «тӗл пулассипе» пурӑнать.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Шупашкар ҫынни полици ӗҫченӗсене хӑйӗн тимӗр урапине — «Лада Калина» маркӑлла машина — вӑрласа кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Полици 4-мӗш пайӗн оперативникӗсем тӳрех шырав ӗҫне пикеннӗ. Вара иккемӗш кунхине вӗсем хайхи урапана Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ клуб ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Урапа вара ҫак вырӑнта водителе пулах килсе ҫитнӗ пулнӑ. Тимӗр лашасӗр «юлнӑ» арҫын пӗр кунхинче хытах ӗҫне иккен, «хаяр» шӗвӗк вара водитель ӑсне минретнӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн урапине ӑҫта лартса хӑварнине манса кайнӑ. Тен, клуба килнӗ юлташӗсене курма васкаса арҫын урапара хаклӑ япаласем пӑрахса хӑварма та хӑраман. Тура шӗкер, вӗсене никам та вӑрласа кайман.
Шывран вут пек хӑра, вутран шыв пек хӑра тенӗ чӑваш. Чӑн та, иккӗшӗ те шӳтлемелли япаласем мар ҫав. Тата вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тенине шута илсен пушшех те шиклентерет. Шӑматкун, акӑ, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кунхи вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫиҫӗме пула 59 ҫулти арҫын сарайӗ тивсе илнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пырса ҫитнӗ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, Турра шӗкӗр, вута алхасма паман — хӑвӑрт сӳнтернӗ. Ҫапах та хуралтӑн ҫивиттийӗ ҫунса кайма ӗлкӗрнӗ, вӑл хӑй те самай сиенленнӗ. Тӑкака 25 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче республика ҫулӗ-йӗрӗнче 5 пӑтӑрмах таранах тухнӑ пулнӑ, вӗсенче 6 ҫын аманнӑ. Тӗслӗхрен, ҫав кун 8:15 сехетсенче Ҫӗрпӳ–Красноармейски ҫул синче «Лада-211440» урапапа пыракан 53 ҫулхи водитель хирӗҫле ҫул ҫине тухнӑ пулнӑ. Вӑл иккен хӑйӗн умӗнче пыракан «ГАЗ-271211» урапана иртсе каясшӑн пулнӑ. Анчах «Газель» ҫул тӑваткӑлӗнче сулахай еннелле пӑрӑнма тытӑннӑ, ҫапла вара «Ладӑпа» ҫапӑннӑ.
Сиксе тухнӑ пӑтӑрмахра ҫӑмӑл урапа ҫинче ларса пыракан 30 ҫулхи хӗрарӑм тата 2 уйӑхри ача сусӑрланнӑ пулнӑ. Иккӗшне те вӗсене васкавлӑ пулӑшупа пульница леҫнӗ. Кунта, паллах, «Лада» машинӑн водителӗ айӑплӑ — ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе ҫул тӑваткалӗнче ытти машинсене хӑваласа иртсе кайма юраманни пирки маннӑ-тӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗн таврашӗнче вырнаҫнӑ чарӑну ҫывӑхӗнче 15:15 сехетре тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Кунта ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксӗ тухнӑ 10 ҫулхи хӗрача урапан кустӑрми айне лекнӗ иккен. 50 ҫулхи Шупашкар ҫынни ҫул-йӗрте шӑпӑрлана асӑрхасан тӳрех чарӑнма хӑтланнӑ, ҫав ҫавах инкекрен хӑтӑланасси пулайман.
Пурнӑҫ кустӑрми яланхилле хӑйӗн ҫулӗпе малалла чуптарать. Куллен тӗнчере мӗнле кӑна пулӑмсем пулса иртмеҫҫӗ те: ыррисемпе пӗр танах тискер пӑтӑрмахӗсем те начасах сиксе тухаҫҫӗ.
Ытларикун, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Шупашкарти Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнче пушар тухнӑ пулнӑ. Вут-ҫулӑм нумай хваттерле ҫурт-йӗрен пӗр балконӗнче хыпса илнӗ.
ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе пула ҫунакан балкон хуҫине шырлӑх нумай кӳреймен. Ҫапах та вут-ҫулӑм айӗнче чӳрече рами, тумба тата пласмаслӑ балкон алӑкӗ ҫуннӑ пулнӑ.
Пушар тухнӑ вӑхӑтра хваттер хуҫи килӗнче пулман. ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх вут-ҫулӑм ҫӳлерех хутри балкон ҫинче пируса пушар асӑрхануллӑ турманнинчен тухнӑ иккен.
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, ҫаплах пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, эрех ярса паманшӑн ним мар ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахаяҫҫӗ иккен.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинче пулса иртнӗ. Унти пӗр арҫын хваттерӗнче ҫав кун ирех хӑна-вӗрле пухӑннӑ (тен,. малтанхи каҫ килнӗскерсемех кайса пӗтмен-ши? Ара, сӑра сакки сарлака-ҫке. Тата мухмӑрӗ ирех аптӑратать мар-и?). Хӑнасем — 53 ҫулхи ниҫта та тӗпленсе пурӑнман хӗрарӑмпа 63-ри Канаш хӗрарӑмӗ хирӗҫсе каяҫҫӗ. Аслӑраххи ҫамрӑкраххине тӗксе ярать, эрех ярса пама килӗшмест. Ҫавна пула кӑтӑрса каять те 53 ҫулхи хӑна. Сӗтел ҫинчен ҫӗҫӗ ярса илсе 11 хутран кая мар чикет. Суранланнӑ хӗрарӑм ҫавӑнтах вилсе каять.
Халӗ ку ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ.
Вырсарникун, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, 15:00 сехет тӗлнелле Шупашкарта пурӑнакан Альберт Ефимов шывра путакан хӗре ҫӑлнӑ пулнӑ.
Инкек хула пляжӗнче сиксе тухнӑ. Альберт хӑй вӑл вӑхӑтра шывра пулнӑ, сасартӑк такам пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Йӗри-тавра пӑхсассӑн вара шывра путакан хӗре асӑрханӑ.
— Хӗр ҫыран хӗрринчен 50 метр инҫӗшре путма пуҫланӑ. Ӑна ҫӑлас тесе манӑн шыва виҫӗ хутченех чӑмма тиврӗ. Хӗре аллинчен тытма пултарнӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна ҫыран хӗрнелле туртма тытӑнтӑм. Ҫав вӑхӑтра хам та чутах путмарӑм — ҫынна шывран кӑларма вӑй нумай кирлӗ иккен. Инкекрен хураллакан ҫӑлавҫӑсем вара ку ӗҫ-пуҫа асӑрхаса та ӗлкермен пулнӑ — ҫын нумайран пурне те кураймӑн вӗт, — каласа парать Альберт Ефимов.
Ҫырана тухсан сывлӑш ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн хӗре лӑпланма самай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Ҫавах та ҫӑлакана тав тума хал вӑл ҫитернех. Тӗрӗссипе хӗр ишме те пӗлмен иккен, тарӑн мар вырӑнта утса ҫӳренӗ хушӑра ӑна хум Атӑлалла юхтарса кайнӑ пулать.
Чуна ҫӳҫентерекен ку тӗслӗх «Ылтӑн пучах» уйлӑхра (лагерьте) пулса иртнӗ теҫҫӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Ютуба чуна ҫӳҫентерекен видео лекнӗ-мӗн. 19-22-ҫулсенчи вожатӑйсем лагерьте канакансенчен тӑрӑхламалли меслет шыраса тупнӑ. Вӗсем ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗ коридора е урӑх пӳлӗме йӑтса тухнӑ, ачасене ҫывӑрнӑ ҫӗртмен вӑратнӑ, ваннӑна матрасӗ-мӗнӗ хурса душран шыв янӑ. Хӑйсем вара вилсе каясла ахӑлтатнӑ тет.
Хальхи вӑхӑтра тӗпчевҫӗсем ку факт пирки ӗҫлеҫҫӗ иккен. Вожатӑйсене вара лагерьтен хӑтарнӑ-мӗн. «Ылтӑн пучах» ертӳҫисем кун пирки комментари пама тӑхтаса тӑраҫҫӗ имӗш.
21 ҫулхи ҫав каччӑ килтен ҫӗртмен 7-мӗшӗнче «Дэу Нексия» автомашинӑпа тухса кайнӑ. Унпа ырӑ маррине сиссе тӑванӗсем тепӗр кунне чан ҫапма тытӑннӑ. Ҫамрӑка полици те ҫине тӑрсах шыранӑ-мӗн. Волонтерсем те кӑмӑлтан пулӑшнӑ — вӗсенчен пӗри шырав вырӑнне вертолетпах пӑхса ҫаврӑннӑ. Каччӑна, тӗрӗсрех, унӑн машинине ҫӗртмен 21-мӗшӗнче тупнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Янашкасси патӗнчи пӗвене путнӑ иккен. Ятарлӑ техникӑпа автомобиле шывран туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫухалнӑ ҫамрӑкӑн виллине те асӑрханӑ.
Экспертсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш асӑрхаман. Апла тӑк ӑна вӗлернӗ теме ҫук. Ҫапах та халӗ ку тӗслӗхпе пакунлисем ӗҫлеҫҫӗ-мӗн.
ШӖМӗн пресс-служби ҫак кунсенче республикӑра «Шырав» акци иртнине хыпарлать. Ҫу уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче 39 хурахпа сас-хурасӑр ҫухалнӑ 45 ҫынна шыраса тупнӑ иккен.
Ҫул-йӗрти лару-тӑру паянхи кун та йӗркелле мар-ха. Кашни кун тенӗ пек ҫул ҫинче водительсен айӑпне пула тӗрлӗрен пӑтӑрмахсем сиксе тухаҫҫӗ, вӗсенче ҫын пурнӑҫӗ те татӑлма пултрать. Шел пулин те ДТП-ра ачасем сусӑрланни те час-часах тӗл пулать. Ытларах ӗнтӗ ҫуллахи кунсенче ачасем мопед, скутер тавраш «тимӗр» лашапа ҫӳресе пӑтӑрмахсене ҫакаланаҫҫӗ.
Шупашкарта пилӗк уйӑхра ҫул ҫинче ачасемпе ҫыхӑннӑ 35 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ, унта 37 шӑпӑрлан сусӑрланнӑ. Урапасен водителӗсем 18 ҫула ҫитмен ачасене ҫапса кайни 26 пулӑм пулнӑ. Вунӑ пӑтӑрмахӗнче 7-11 ҫулхи ачасем сусӑрланнӑ, 9 пулӑмра вара 12-15 ҫулхисем аманнӑ, 7 пӑтӑрмахра шкул ҫулӗсене ҫитмен ачасем урапа айне лекнӗ. Кӑҫалхи пилӗк уйӑх хушшинче ҫул-йӗрте пӗлтерхи кӑтартусемпе танлаштарсае пӗтӗмпе 20,5 % сахалрах.
2013 статистикӑпа килешӳллӗн аварине лекесси тунтикун тата юнкунсенче 12-15 тата 17-19 сехетсенче ытларах тӗл пулать.
Шӑпӑрласене ҫул-йӗр инкекӗсенчен хӑтӑлтарас тесен ҪХПИ ӗҫченӗсем кӑна мар, ашшӗ-амӑшсен те хӑйсен ачисене упрама тӑрашмалла: ҫул йӗркине ӑнлантармалла, асӑрханулӑха ӳстермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |