Сӗтев илнишӗн кӑна мар, сӗтев пама пӑхнишӗн те явап тыттарнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Кӳкеҫре пурӑнакан 36-ри арҫын те ҫакна пӗлмен, те пӗлсен те шикленме пӗлмен? Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 291 статйин 3-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Ку статья должноҫри ҫынна сӗтев панипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫӗ пирки Шупашкар районӗн прокуратури ҫапла пӗлтерет.
36 ҫулти арҫын ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи суд приставне 3 пин тенкӗ сӗтев сӗннӗ. Ҫавна укҫашӑн приставӑн хайхин никам умӗнче те нимле парӑм та ҫук тесе хут ҫырса памалла пулнӑ. «Тавҫӑруллӑ» парӑмҫӑ шучӗпе приставӑн унӑн парӑмӗ пирки мӗнпур хута пӗтермелле пулнӑ.
Сӗтев сӗнекен шучӗпе нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Судра арҫын питӗ ӳкӗннӗ. Айӑпне йӑлт йышӑннӑ. Тата унӑн пӗчӗк ача пуррине шута илсе парӑмҫа 105 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ку вӑл сӗтев сӗннине 35 хут ӳстерсе штрафланине пӗлтерет ӗнтӗ.
Ку пӑтӑрмах Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче пурӑннӑскер ача ҫуртӗнче пурӑнакан виҫӗ ачана наркотик сутнӑ. Хутӑша туртнипе иккӗшӗ ҫавӑнтах тӑн ҫухатнӑ.
Ача ҫуртӗнче пурӑнаканскерсем хӑйсене йӗркеллех тытманнине прокуратурӑра ӗҫлекен водитель асӑрханӑ. Вӗсем виҫҫӗн пулнӑ, иккӗшӗ тӑн ҫухатнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку факт пирки прокуратура тӗрӗслев йӗркеленӗ. Наркотик туртнӑ ачасене наркӑмӑша ача ҫуртӗнче маларах пурӑннӑ 17-ри каччӑ сутнӑ иккен. Урок пуҫланас умӗн. Наркотикӑн пӗтӗмӗшле виҫи 0,77 грампа танлашнӑ. Наркотикпа суту-илӳ тӑвакан ача тӗлӗшпе нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Каччӑна пилӗк ҫуллӑха юсанмалли колоние ямалла тунӑ.
Прокуратура Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ячӗпе представлени шӑрҫаланӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 11 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп явап тыттарнӑ. Ҫав йыша ача ҫурчӗн директорӗпе унӑн воспиатни енпӗе ӗҫлекен ҫумӗ те лекнӗ.
Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлне Шупашкарти Пичет ҫурчӗ умне пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу, кинологи служби, ҫул-йӗр патруль служби пырса чарӑннӑ. Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫакна курсан мӗн пулнине тӳрех ӑнкарман. Ҫурта «бомба хунӑ» текен хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлман та хӑшӗ-пӗри ҫав машинӑсем мӗн сӑлтавпа пухӑннине пӗрер сехетрен ҫеҫ пӗлнӗ.
Ҫынсене эвакуацилемен. Ара, бомба пирки шӑнкӑравласа пӗлтерекен ӑна хӑш пӳлӗме хунине те систернӗ. Унӑн, арҫыннӑн, сасси ӳсӗрӗнни пек пулнӑ теҫҫӗ. Кинолог ятарласа вӗрентнӗ йыттипе ҫав пӳлӗме тӗрӗсленӗ — нимӗн те тупайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем те малалла ӗҫленӗ — нимӗн пулман пекех.
Халӗ шӑнкӑравласа суя хыпар пӗлтернӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ. Кунашкал тӗслӗх Раҫҫейре кӑна мар, Шупашкарта та тӑтӑшрах пулма тытӑнчӗ. Йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухать. Халӗ ҫакӑн пек киревсӗр ӗҫ тӑвакансене тыттармалли явап та ӳснӗ-мӗн.
Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайӗ ишӗлни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ҫак ыйтӑва хускатнӑ.
Чӑваш Ен ҫак кӗпере ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен укҫа илме тӗллевленнӗ. Министр правительство ӑна пурнӑҫламашкӑн — Раҫҫейри транспорт тытӑмне аталантарас программӑна кӗрсе федераци хыснинчен укҫа уйӑрттармашкӑн — ҫине тӑрӗ.
«Эпир ҫӗнӗ кӗпер тӑвасшӑн. Ҫитес ҫул эпир ҫак программӑна кӗрессе шанатӑп. 2015 ҫулта кӗпере тума тытӑнасшӑн», — тенӗ министр. Вӑлах Мускав кӗперне Шупашкар — 550 ҫул, Чӑваш Ен — 100 ҫул тултарнине уявлассипе килӗшӳллӗн ҫӗнетме палӑртине аса илтернӗ.
Тӗрӗссипе, ӗнер кӗпер ҫинче пулнӑ пӑтӑрмах — пӗрремӗш хут мар. 2012 ҫулта ҫумӑр нумай ҫунӑран кӗпер айӗнчи тӑпра юхнӑ. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, Мускав кӗперне тӑтӑшах юсаҫҫӗ-ха, анчах 46 ҫул каялла тунӑскере юсани кӑна ҫителӗксӗр-мӗн. Ӑна тӗпрен ҫӗнетмелле иккен.
Тухтӑрсем чан ҫапаҫҫӗ. Чӑваш Енре токсикологи уйрӑмне бензинпа наркӑмӑшланнӑ ачасене нумай илсе килеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 6-мӗшӗччен Шупашкарти ача-пӑчасен 4-мӗш пульницине 7 ачана илсе килнӗ. Пурте нефть продукчӗсемпе наркӑмӑшланнӑ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, пур тӗслӗхре те ку ӑнсӑртран пулнӑ. Нумайӑшӗ бензина тата ытти ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗре пластик кӗленчесенче — лимонад савӑчӗсенче — упрать. Ачасем ҫав шӗвеке лимонад тесе шухӑшлаҫҫӗ те ӗҫеҫҫӗ. Ара, пӗчӗк ачасем шӑрӑхра ӑш хыпнине чӑтаймаҫҫӗ-ҫке — алла мӗн лекет, ҫавна ӗҫеҫҫӗ. Чылай тӗслӗхре организма 1–2 сыпкӑм бензин лекнипе наркӑмӑшланнӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова каланӑ тӑрӑх, ку йӑлтах — аслисен тимсӗрлӗхне пула. Вӑл Чӑваш Енри пульницӑсене ҫулсерен 30 пин ачана илсе килнине палӑртнӑ: пӗрисем суранланнӑ, теприсем наркӑмӑшланнӑ… Танлаштармашкӑн: республикӑра пӗтӗмпе 240 пин ача пурӑнать.
Медиксем тӗрлӗ сиенлӗ шӗвексене ачасем тытайман вырӑнта упрама чӗнсе калаҫҫӗ. Астӑвӑр: бензина организм хӑвӑрт ҫӑтать, ҫавӑнпа инкек курасси те инҫех мар.
Шупашкарта Мускав кӗперне юсама тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫ, ҫӗртмен 9-мӗшӗпе 10-мӗшӗнчи ҫӗрле, пӗр вырӑнта вӑл ишӗлсе аннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунипе кӗперӗн сулахай енчи тӗревӗсене тытса тӑракан хӑйӑр юхса аннӑ та асфальтпа бетон сийӗ йӑтӑнса аннӑ. Ишӗлнӗ вырӑн 5 метр тӑршшӗпе, 3 метр тӑршшӗ сарлакӑшпа танлашнӑ иккен.
Машинсем шар ан курччӑр тесе ун чух машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, кӑштахран ҫынсене те ирӗк пама пӑрахнӑ. Ытларикун кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шӑтӑка хӑйӑрпа хупланӑ, ҫиелтен бетон янӑ, анчах вӑйлӑ ҫумӑра пула кун пек туса лартни те тӳсеймен, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче тепре ишӗлсе аннӑ. Ишӗлнӗ лаптӑк 9 метр тӑршшӗпе, 3 метр сарлакӑшпа танлашнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑх хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗн тӗп инженерӗ Андрей Дьяков тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Каҫхи сакӑр сехет тӗлне юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ те транспорта кӗпер урлӑ каҫарма ирӗк панӑ.
Украинӑран килекен таркайсене (тарса килекенсене) вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑн тупса пама ыйтать Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫапла тума ведомство «Украина регионӗсене, ҫавӑн пекех ялан пурӑнакан вырӑнтан тухса кайнӑ Украина ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе» тӗмсӗлет.
Хӑйсен килне пурӑнма ярас кӑмӑл пуррисене 8 (8352) 26-13-49 номерпе шӑнкӑравласа е soc12@cap.ru элеткронлӑ адреспа ҫырса ярса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Унта ҫынсен хӑйсемпе ҫыхӑнмалли телефона тата пурнӑҫ условине кӑтартмалла.
Маларах каланӑ министерствӑна пӑхӑнса тӑракан предприятисем те Украина таркайӗсене йышӑнма хатӗр иккен. Шкул ҫулӗнчи 50-а яхӑн шӑпӑрлана ачасен канӑвне йӗркелекен организацисенче усрама, пӗччен пурӑнакан ватӑсене, 30-а яхӑн ҫынна, ваттисен ҫуртне яма (халӗ вӑл ҫуртсене халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем теҫҫӗ-ха) хатӗр. Вӑй питтисене, 15 ҫынна, тата 51 ачана «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗнче вырӑн тупса пама хатӗр.
Шупашкарта каллех пӑтӑрмах пулнӑ. Ачасем нумай хутлӑ ҫурт чӳречисенчен ӳкни ЧР следстви комитетне пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрханатарать. Ара, кунашкал тӗслӗх Чӑваш Енре тӑтӑшах пулать-ҫке-ха.
Хальхинче 10-мӗш хутран ҫулталӑкри хӗрача ӳкнӗ. Ку ӗҫ ӗнер Ярмӑрккӑ урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Пӗчӗкскер ҫавӑнтах вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑрма выртас умӗн ашшӗ-амӑшӗ пӳлӗме уҫӑлтарма шухӑшланӑ. Москитлӑ сетка вырнаҫтарнӑ чӳречене уҫнӑ. Аслисем пӳлӗмре 1,5 ҫулти тата 3-ри ачана хӑварнӑ, хӑйсем тӗпеле кайнӑ. Кӗҫӗнреххи чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ, москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та аялалла ӳкнӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна уҫӑмлатаҫҫӗ. Следстви комитечӗ ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать. Пӗчӗккисене пӳлӗмре пӗччен хӑварма юрамасть.
39 ҫулти арҫыннӑн суя хыпаршӑн… 190 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Мӗн тунӑ-ха вӑл? Тӗрӗссипе, киревсӗр ҫак ӗҫе вӑл 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тунӑ.
Ун чухне хайхискер Чӑваш Республикин Арбитраж судне палламан ҫын шӑнкӑравласа бомба пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене ҫуртран пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ. Анчах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн нимӗнле бомба та пулманни ҫиеле тухнӑ.
Кун хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, пуҫтаха шырама тытӑннӑ. Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухатех ҫав. 39 арҫын сим-карттӑна Владимир облаҫӗнче туянни паллӑ пулнӑ. Анчах вӑл пытанса пурӑннӑ, регистрацине тӑнӑ вырӑнта курӑнман.
Суя хыпара пӗлтерекене кӑҫал ака уйӑхӗнче ҫеҫ тупнӑ. Ӑна кӑштах ӑннӑ темелле-ши — тӗрмене кирпӗч шутлама ярас вырӑнне штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫакна унӑн 30 талӑкра тумалла пулнӑ. Арҫын ӑна юлашки кунра тӳлеме ӗлкӗрнӗ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫирӗп режимлӑ 3-мӗш колонирен 29 ҫулти арҫын тарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн тата вӑрланӑшӑн 2010 ҫулта 16 ҫуллӑха хупса хупнӑ.
Ирӗкри сывлӑшпа сывлас килнӗ пуль те, анчах йӗри-тавра шыраҫҫӗ те, нумай тарса ҫӳреймессине такам та ӑнланать-тӗр. Чӑн та, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче, таркӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче тытса чарнӑ. Алла лекес килменнипе вӑл йӗрке хуралҫисене чукмарпа та хӑмсарнӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Тӗрмерен тарнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — ирӗкрен хӑтарнӑ вырӑнтан тарнӑшӑн. Саккун куншӑн тӑватӑ ҫул таран хупса хума ирӗк парать.
Ҫирӗп режимлӑ колонирен ҫын тарнӑ фактпа тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех айӑплисене те тупнӑ. Вышка ҫинче тӑнӑ часовой тӗлӗшпе таракан ҫынна курса тӑнӑ ҫӗртех пӑшалпа пеменшӗн тивӗҫе ӳрӗк-сурӑк пурнӑҫланӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех ӗҫ пуҫарнӑ. Часовоя ӗҫрен те хӑтарнӑ. Колонире тӑрӑшнӑ 6 ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнӑ. 19 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |