Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫи йӗркене пӑснӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тӗпчев малалла пырать.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче полици ӗҫченӗ хӑйӗн паллаканне «ИЖ-79-9ТМ» хӗҫпӑшал тавӑрса панӑ. Маларах ҫавна лешӗнчен йӗрке хуралҫисем илмелле тунӑ. Ахальтен мар. Алӑри хӗҫпӑшаллӑ этем хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тата ӳсӗр пуҫпа хӗҫпӑшал йӑтса ҫӳренӗ. Кун пек пуҫтахланакансене хӗҫпӑшал шанмаҫҫӗ.
Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакан ҫын паллаканне шелленипе пулӑшас тенӗ-ши — хӗҫпӑшала тавӑрса памалла тунӑ. Анчах ҫынна ырӑ туни хӑйӗншӗнех кутӑнла ҫаврӑнса тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ йӗрке хуралҫине пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.