Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер каҫхине Муркаш районӗнче пурӑнакан пиллӗк ҫулхи хӗрачана аслати ҫапнӑ.

Унпа ашшӗ ял пуҫӗнчи пӗвене пулӑ тытма кайнӑ иккен. Ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра хӗрача ашшӗн машининче ларнӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл салонтан тухса ашшӗ патне утнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна аслати ҫапнӑ.

Халӗ ку факта тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

 

Пӑтӑрмахсем

Правӑна сыхлакан республикӑри органсем Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкас ялӗнче пурӑннӑ арҫын следстви изоляторӗнче вилнӗ фактпа тӗпчев ирттереҫҫӗ.

34-ри вӑйпиттие пӗр ял ҫыннине вӗлересле хӗненӗ тесе шухӑшланӑран тытса пынӑ. Усал ӗҫӗ ҫурлан 1-мӗшӗнче хайхин тӑван ялӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗрскерсем, виҫӗ арҫын, теприне, 1972-мӗш ҫулта ҫуралнине хытах ислетнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах лешӗ унта куҫне хупнӑ. Вилмеллех хӗненӗ тесе шухӑшланипе виҫӗ арҫынна, ҫавсен шутӗнче 34-ри те пулнӑ, тытса чарнӑ. Вӗсем пирки Лапсар ял тӑрӑхӗнче эрех ӗҫме юратакансем тесе калаҫаҫҫӗ иккен.

Следстви изоляторӗнче ҫӗркаҫ 34-ри арҫын вилсе кайнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла вӑл хӑйне начар туйни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ун патне васкавлӑ пулӑшу бригадине чӗннӗ-мӗн. Шурӑ халатлисем «эрехе ылмаштарнин палли, психиоти умӗнчи тӑрӑм, станционарти пулӑшу кирлӗ мар» тесе диагноз лартнӑ. Тепӗр икӗ сехет иртсен лешӗ хӑйне каллех начар туйнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн арҫынна республикӑри наркологи диспансерне илсе кайнӑ.

Малалла...

 

Статистика

Ҫак кунсенче ачасем ҫӳллӗ вырӑнтан ӳкнӗ тӗслӗхсене сӳтсе явнӑ. Пӑшӑрханмалли пурах. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку кӑтарту кӑҫал икӗ хут ӳснӗ.

ЧР Сывлӑх министерствин амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвне парассине йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ача ҫӳллӗ вырӑнтан ӳкнӗ 22 тӗслӗхе шута илнӗ. Ҫак тӗслӗхсенче 3 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗлтӗр вара ҫак тапхӑрта кунашкал 10 тӗслӗх пулнӑ, вӗсенче ача вилмен.

22 тӗслӗхрен 19-шӗнче ача ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Вӗсенчен 15-шӗ — 5 ҫула ҫитмен шӑпӑрлансем.

ЧР Сывлӑх министерстви ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ: ытларах чухне ача аслисен тимсӗрлӗхне пула шар курать. Чӳрече конструкцийӗ те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Ведомство вӗсен конструкцине улӑштармаллине палӑртнӑ. Аслисен вара тимлӗрех пулмалла.

 

Пӑтӑрмахсем

Патӑрьел районӗнче иртнӗ шӑматкун А151 (Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр) ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ — Мазда ҫӑмӑл урапа (машина) аслӑ ҫул ҫине тухнӑ вӑхӑтра Камаза ирттерсе яман. Ҫапла май икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек ҫурҫӗр ҫитеспе, 23:32 вӑхӑтра пулса иртнӗ. 26 ҫулти водительпе пӗрле малта ларакан хӗр вырӑнтах вилсе кайнӑ, хыҫалта ларса пынӑ икӗ ҫынна вара Патӑрьелти тӗп район пульницине ӑсатнӑ.

«Руль умӗнче» канашлури калаҫӑва хутшӑнакансем пассижирсемпе малта ларакан хӗр пиҫиххипе ҫыхӑнманнине асӑрханӑ — шӑп та лӑп ҫакӑ пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ те. Водителӗ хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пулнӑ теҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫемҫе пукна йышӑннӑ ҫынна хӑйӗн тивӗҫӗсене ӳстернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра Бороницын 2011 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑма 1798 тӑваткал метр ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр харпӑрлӑха пама йышӑну кӑларнӑ. Унччен ҫав ҫӗр патшалӑх харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Пуянлӑхпа Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Ҫӗре хӗрарӑма 552 пинрен темиҫе тенкӗ йӳнӗрехпе уйрӑм ҫын харпӑрлӑхне панӑ хыҫҫӑн унта автоавӑрлав станцийӗ туса лартнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗн кадастр хакӗ 3,7 миллиона яхӑн иккен.

Ку фактпа иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.

 

Пӑтӑрмахсем Татьяна Ежова
Татьяна Ежова

Паян Улатӑр хула Депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Черетсӗр пухӑнма хистенин сӑлтавӗ — Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне Михаил Марискина хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна килтен тухса ҫӳреме чарнипе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова ҫине тиенӗ. Ку ӗҫе вӑл паянтан пурнӑҫлама кӳлӗннӗ.

 

Политика Михаил Марискин
Михаил Марискин

Ҫак кунсенче Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне Михаил Марискина тытса чарнӑччӗ — вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 58 ҫулхи чиновник патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курса хӑйне валли ырлӑх тупнӑ имӗш. Ӗнер Михаил Марискина килтен тухмалла мар хупса хунӑ — хӑйӗн хваттерӗнчен вӑл следстви тӗлӗшӗпе кӑна тухайрать.

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 2011 ҫулта Михаил Марискин патшалӑх пурлӑхӗн 3 ҫӗр лаптӑкне (3 пин тӑваткал метр ытла) аукцион тавраш ирттермесӗр хӑйӗн пӗлӗшӗсене тара панӑ пулать. Хакӗ те ытла пӗчӗк пулнӑ — пурӗ те 14–30 тенкӗ ҫеҫ. Ку вӑл ытти чухнехинчен 1–2,5 пин хут пӗчӗкрех имӗш. Унсӑр пуҫне тара илекенсене каярахпа ҫӗре туянма та майсем туса панӑ.

Ҫавӑн пекех тепӗр ӗҫре ӑна пула 500 пинлӗ аренда укҫи хыснана лекмен пулать. Пӗтӗмӗшле вара Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне хыснана 3,5 миллион тенкӗ тӑкак кӳнишӗн айӑплаҫҫӗ.

Михаил Марискин Улатӑр администрацийӗнче 1992 ҫултанпа ӗҫлет, 2005 ҫултанпа — администраци ертӳҫи. 2013 ҫулхи кӑтартусене пӑхсан хула мэрийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх промышленноҫ ҫаврӑнӑшӗ 21,6% ӳснӗ, хулана 1 миллиард тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ хывтарма пултарнӑ, суту-илӳ 17,3% ӳснӗ, ӗҫ укҫи 18,6% хӑпарнӑ, тӗрлӗ шайри хыснана 7,2% ытларах налук пухнӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем Шкул юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа ыйтнӑ
Шкул юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа ыйтнӑ

Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш лицей директорӗн икӗ хутчен административлӑ явап тытма тивнӗ. Пӗрремӗшӗнче — ашшӗ-амӑшӗнчен шкула юсама, унта хурал тытнишӗн тӳлеме, хушма персоналпа татӑлма тата ытти тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнишӗн. Иккӗмӗшӗнче — маларах каланӑ кӑлтӑка пӗтерме хушсан та ним пулман пекех малалла пӑснӑшӑн. Тӗрӗсрех каласан, прокурор саккунлӑ ыйтнине хӑлхана чикменшӗн.

Укҫа малтан епле пухнӑ, ҫавӑн пекех пуҫтарнине прокуратура тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн тепӗр хут административлӑ ӗҫ пуҫарса суда ярса панӑ. Шкул директорне 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Политика

Ҫак кунсенче «Сӗтев» хаҫачӗ тата унӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов тӗлӗшӗпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ — тӗпчевҫӗсем редакцине тата журналистсем патне ҫитсе шырав ирттернӗ.

Владимир Кожевников ҫапларах каласа панӑ: «Ман килте шырав ирттерчӗҫ, пӗтӗмпех ухтарчӗҫ. Экстремисла материалсем шырарӗҫ. Хытӑ диск, темиҫе диск, архиври хаҫат кӑларӑмӗсене илсе кайрӗҫ». Унсӑр пуҫне редакцире техника таврашне тата хаҫат тиражне илсе кайнӑ.

Пуҫиле ӗҫе Етӗрнери районсен следстви пайӗ пуҫарнӑ. Хальхинче йӗрке хуралҫисене 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статья кӑсӑклантарать иккен. Статья авторӗ — Фаузия Байрамова ҫыравҫӑ. Вӑл опозицилле «Иттифак» партине ертсе пырать, ҫавӑн пекех тутар наци юхӑмӗн паллӑ ҫыннисенчен пӗри.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер 16:56 вӑхӑтра Тамбов ҫывӑхӗнчи Краснослабодское ял патӗнче «Геленджик-Шупашкар» маршрутпа пыракан автобуса вут хыпса илнӗ иккен. Пушара 30 минут хушшинче сӳнтернӗ.

Тамбов облаҫӗнчи ИӖМ управлени пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм автобусӑн багаж пайне сиен кӳнӗ. Ларса пыракан 71 ҫынна хӑварт кӑна автобусран кӑларма май килнӗ — вӗсем нихӑшӗ те аманман, сиенлентмен. Шел те, хӑшӗсен япалисем ҫунса кайнӑ, вӑл шутра документсем те.

Инкеке лекнӗ ҫынсене Краснослабодское ял тӑрӑхӗ пулӑшнӑ — вӗсене вырӑнти ял клубӗнче вырнаҫтарнӑ, апатпа тивӗҫтернӗ. Халӑха Шупашкара ҫитерме Мускавран тепӗр автобуса янӑ тет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.vestitambov.ru/?new_id=35426
 

Страницӑсем: 1 ... 364, 365, 366, 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, [374], 375, 376, 377, 378, 379, 380, 381, 382, 383, 384, ... 403
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 26

1911
113
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын