Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн шӑпи пирки тӳре-шара нумай вӑхӑт шухӑшларӗ. Мӗн тумалла: пӗр подъезда кӑна ишӗлтермелле-и е пӗтӗм ҫурта йӑтса антармалла та ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартмалла?
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулнӑ та ыйтӑва татса панине пӗлтернӗ. Ҫуртри иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ лару-тӑрура-мӗн. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Ҫавна май ҫурта йӑлтах ишсе антарма йышӑннӑ.
Унччен тӳре-шара ҫуртӑн пӗр подъездне ҫеҫ ҫӗмӗресси пирки каланӑччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ май урӑх ыйту тухса тӑнӑ. Ҫынсене пурӑнмалли вырӑн тупса памалла-ҫке-ха. Халӗ кашни ушкӑн валли уйрӑм сӗнӳ хатӗрлеҫҫӗ: муниципалитет хваттерте пурӑннисем, ҫак ҫуртра пӗртен-пӗр хваттер пулнисем, пӳлӗме тара паракансем валли.
Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку енӗпе халӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитес эрнере мэри каллех ҫынсемпе тӗлпулӗ те сӗнӳсемпе паллаштарӗ.
Шупашкар районӗнче автор прависене пӑснӑ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарассине татса параҫҫӗ.
Кӳкеҫри икӗ организацире юпан 8-мӗшӗнче лицензисӗр программа вырнаҫтарнине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗринче ӑна 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче виҫӗ компьютер лартса хунӑ. Программӑна хатӗрлекене ҫапла майпа 438 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тепӗр организацире 2013 ҫулта 2013 ҫулта вырнаҫтарнӑ. «1С» хуҫине 78 пин тенкӗлӗх, «Майкрософт» 48 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ. «Икӗ тӗслӗхӗнче фирмӑсен хуҫисене пыскӑ штраф кӗтет», — тесе пӗлтерчӗ Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов.
Тем хӑтланакан та пур та, Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче ылтӑн япаласем ҫухалнӑ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫын тем тума та хатӗр те, хӑшӗсем ылтӑн-кӗмӗл япаласене чиркӗве кайса параҫҫӗ. Анчах ун пеккисене куҫ хывакансем те пур иккен.
Ӗнер йӗрке хуралҫисене чиркӗве ҫаратни пирки хыпар ҫитнӗ. Ювелир япаласем ҫухалнине пачӑшкӑ систернӗ. Ҫав кун ун патне Етӗрнери 20 ҫулхи каччӑ пынӑ иккен, укҫа кивҫен пама ыйтнӑ. Капӑрлатмалли хатӗрсем ҫакӑнса тӑракан турӑш патӗнче вӑл вӑрах тӑнине пачӑшкӑ сиснӗ-ха.
Вӑрланӑ тесе шухӑшлакан каччӑна хӑйӗн килӗнче тытса чарнӑ. Вӑрланине вӑл йышӑннӑ пулать, ӑна сутса ярса ӗлкӗрнине пӗлтернӑ имӗш.
Шупашкарти Ленин район судне республикӑн ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев тата ведомствӑн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Мусабиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ӗнер хыпарлани тӑрӑх «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтерет.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2011 ҫулта Г. Мусабиров хатӗрленӗ, И. Исаев ҫирӗплетнӗ хутсемпе йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Патшалӑха ҫапла майпа 280 миллион тенке яхӑн сӑтӑр кӳнӗ пулать.
Кунсӑр пуҫне 2011 ҫулта И. Исаев приказӗпе «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчен 15 миллион тенкӗ ытлалӑх пурлӑха саккунлӑ мар майпа туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ пурлӑх шутӗнче тӗрлӗ техника, складсем, гаражсем тата ытти кӗрет имӗш. Ҫапла туни предприятие панкрута тухасси патне ҫитернӗ пулать.
Ӗнер, чӳкӗн 20-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче «Шыв» тулли мар яваплӑ общество предприятийӗнче Сӑр юханшывӗнчи шыв шайӗ хӑвӑрт аннӑран станци ӗҫӗ-хӗлӗнче пӑтӑрмах чутах сиксе тухман.
Ку Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Шыв» тулли мар яваплӑ обществӑн авариллӗ икӗ бригади пӑра тата пылчӑка тасатнӑ. Ҫавсене пула станци ӗҫӗ-хӗлӗ йӗркерен тухма пуҫланӑ.
Лару-тӑру пирки Улатӑр район администрацийӗнче канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна ЧР строительство министрӗ Олег Марков ертсе пынӑ. Пухӑннисем хулана шывпа пӑтӑрмахсӑр тивӗҫтермелли плана шухӑшласа тупнӑ.
Халӗ «Шыв» тулли мар яваплӑ общество штатлӑ режимра ӗҫлет.
Пӑрачкав район прокуратури вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутакан усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Йышӑнӑвне прокуратура кӑларман-ха, суд. Анчах тӗрсӗлевне ҫак надзор органӗ Роспотребнадзор управленийӗн вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ирттернӗ.
Ряпино ялӗнчи пӗр пӳртре В.В. Волкова хушаматлӑ усламҫӑ сутлӑх вӑхӑчӗ тухнӑ краб патакки, кетчуп, панулми уксусӗ сутнӑ. Ҫапла хӑтланни этем пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе ун тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫа явап тыттарма ыйтса ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ярса панӑ. Унта хӗрарӑма 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑр юханшывне урапа анса кайни пирки МИХсем шавларӗҫ. Салонра Тутар Республикин ҫыннисем пулнӑ. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Чуллӑ Ҫырти Екатерина Филатовӑн Мӑкшӑ Республикинчи колонире ларакан упӑшки патне каймалла пулнӑ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсен тӗлпулмалла пулнӑ. Анчах ҫула тухни инкекпе вӗҫленнӗ.
Екатерина Филатова водителе нумай шыранӑ. Тавралӑха тӗтре карса илнӗрен никам та килӗшмен. Юлашкинчен 24-ри Айнур Киямов руль умне ларма килӗшнӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районне кӗрсен ҫыхӑну татӑлнӑ.
Ҫав кун пӗр арҫын МЧСа шӑнкӑравласа куҫӗ умӗнче урапа Сӑр ҫинчен пуҫтарса салатнӑ понтон кӗпертен шыва сикнине пӗлтернӗ. Салонри ҫынсем тухнипе тухманнине вӑл курман.
Чылай водитель ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, инкекчен понтон кӗпере пуҫтарни пирки асӑрхаттаракан паллӑ пулман. Ҫӑлавҫӑсем халӗ путнӑ урапана тупнӑ, ӑна кӑларассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» программӑна Шупашкар хулинчен тухса кайса Мускав облаҫӗнче пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ. Александр Пищита тухтӑр хӑйпе ҫырӑнмасӑр пурӑнакан, хӑйӗнчен 20 ҫула яхӑн кӗҫӗн (вӑл 39-та кӑна) хӗрарӑма, Татьяна Родионовӑна, бухгалтер пулса ӗҫлекенскере, вӑл унӑн статусне тивӗҫтермест тесе ӳпкелерӗ. Хӗрарӑм Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ, кайран Шупашкарта вӗреннӗ. Студент вӑхӑтӗнче вӑл ҫипуҫа хӑй аллипе капӑрлатма кӑмӑллани пирки каласа кӑтартрӗ.
Кӑларӑма ертсе пыракансем арҫын хӑйӗн ҫамрӑк та чипер арӑмӗ пирки чыслӑ курӑнмасть тесе шухӑшлать тесе ӑнланчӗҫ.
Кӑларӑма хутшӑнакан Дарья Донцова детектив ҫыравҫи хӗрарӑма хӳтӗлеме пӑхрӗ. «Ман шутпа, Александр хӑйӗн мӑшӑрне сексуаллӑ курӑнма чарасшӑн. Арӑмӑра эсир хӑвӑр юратни пирки калатӑр-и хӑть?» — кӑсӑкланчӗ вӑл.
Ҫак ыйту арҫынна килӗшмерӗ. «Хӑвӑра капла тытсан сирӗн пирки детектив ҫырасси кӑна юлать», — хушса хучӗ Эвелина Хромченко мода эксперчӗ.
Кун пек сӑмахсем хыыҫӑн арҫын кӑларӑма ертсе пыракансене хӑйсенчен каҫару ыйттарасшӑн пулчӗ.
Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир унччен темиҫе хут та хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентнӗ ҫамрӑк педагог урокра шавласа ларакан пӗр ача тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Урок ыйтсан пӗлмесен ҫамка ҫине «2» ҫырса хунӑ, пӗррехинче вӑл пӗтӗм класа урок тӑршшӗпех ура ҫинче тӑратнӑ пулать. Ачасемпе ҫапла кӑраланнӑ вӗрентекен пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗрентекен ҫапла хӑтланнишӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви педагогран шар курнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ.
Шкул ертӳҫине ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, пуҫламӑш класс енӗпе ӗҫлекен унӑн ҫумне дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Кӑларса янӑ шкул ертӳҫине кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн Комсомольски район сучӗ компенсаци тӳлеттерме йышӑннӑ. Судран «Интерфакс-Поволжье» агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑйне ӗҫе тавӑрма та ыйтнӑ, анчах ку ыйтӑва суд тивӗҫтермен. Тавӑҫӑн пӗр пайне ҫапах та тивӗҫтернине ӑнлантӑмӑр ӗнтӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ертӳҫӗ пулнӑ хӗрарӑма 2 пин тенкӗ шыраса памалла тунӑ, мӗншӗн тесен ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ чухне хӑш-пӗр йӗркене пӑснӑ-мӗн.
Йӗпреҫ районӗнче Хум юханшыври пулӑ мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун пирки ЧР ГКЧС сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Юханшывра пулӑ вилни пирки чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехетре пӗлтернӗ. Хальлӗхе пӑтӑрмах калӑпӑшӗ пирки сӑмах ҫук. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ юханшыври пулӑ мӗншӗн вилнине тата ку мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
МЧС управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хум шывне, ун ҫывӑхӗнчи тӑпрана тата вилнӗ пулла тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Вӗсене лабораторире тӗпченӗ хыҫҫӑн сӑлтавӗсене палӑртӗҫ.
Асаилтеретпӗр, нумай пулмасть Йӑршу шывӗнчи пулӑсем вилнине пула «Юрма» агрохолдинга укҫа-тенкӗ енӗпе тӑкаклаттарнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |