Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суд милици чӳречинчен пенӗ арҫынна Раҫҫей правительствине 23 пин евро тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Леонид Петровпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2006 ҫултах пулса иртнӗ. 10 ҫул каялла, шӑп та лӑп юпа уйӑхӗнче, ӑна Шупашкарти Мускав районӗнчи Шалти ӗҫсен пайне наручник тӑхантартсах тытса пынӑ. Йӗрке хуралҫисенчен шар курнӑ арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ӳсӗр оперативниксем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, мӑшкӑллассипе хӑратнӑ. Ҫапла пуҫтахланса вӗсем ӑна вӑрланине тата ҫынна вӗлернине йышӑнтарасшӑн пулнӑ. Тытса чарнӑскерӗн аллине йӗрке хуралҫи шутланакан этемсем 40 килограмм таякан кире пуканӗ ҫыхса лартсах хӗненӗ. Чӳречерен перессипе те хӑратнӑ. Преступлени тунине йышӑнманнине кура арҫынна вӗсем, чӑн та, чӳречерен тӗксе янӑ.
Суранланнӑ арҫынна пульницӑра операци тунӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынна сиплев учрежденийӗнче те кравать ҫумне аллине сӑнчӑрласа тытнӑ.
Чӑваш Енӗн следстви органӗсем милиционерсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма 24 хутчен хирӗҫленӗ. Юлашкинчен ӗҫ-пуҫ Европӑри судах ҫитнӗ. Унта этем правине пӑснине ҫирӗплетсе панӑ-панах. Кун пирки МИХсене «Зона права» правӑна сыхлакан организаци шар курнине хӳтӗлекен Алексей Глухов юрист пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ.