
Шупашкарта 17-ри пике шыва путма тӑнӑ арҫын ачана ҫӑлса хӑварнӑ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫав хӗрача пӗлӗшӗпе хулари Ботаника пахчипе уҫӑлса ҫӳренӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне хӗрарӑмсем пырса пулӑшма ыйтнӑ. Вӗсем пӗвене икӗ арҫын ача кӗрсе кайнине, вӗсенчен пӗри теприне унтан тухма пулӑшма хӑтланни пирки пӗлтернӗ.
17-ри Александра Железина пӗр шухӑшласа тӑмасӑр пӗве патне ыткӑннӑ. Ӳкнӗ йывӑҫ тӑрӑх арҫын ача патне шуса пырса ӑна куртка ҫухавинчен ярса илсе ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ.
Арҫын ачасем пӗве хӗрне пулӑ тытма кайнӑ иккен, анчах вӑлта шыва кайсан ӑна туртса кӑларма хӑтланнӑ. Вӑлтана кӑларма хӑтланса та хӑй те анса кайнӑ, хӑйӗнпе тантӑш тусӗ ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, анчах вӑйӗ ҫитмен.
Маттур хӗрача, Александра Железина, В.М. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти олимп резервӗн училищинче вӗренет.

Шупашкар хулинче пурӑнакан Аблесовсен ҫемйинче икӗ йӗкӗреш. Аслисем, ывӑлсем, самай ӳснӗ ӗнтӗ, вӗсем вунӑ ҫулта. Ҫулталӑк каялла ҫуралнӑ хӗр пӗрчисем те вӑй илсе пыраҫҫӗ.
Паян ҫемье Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти Прокат пунктне пынӑ. Унта вӗсем йӗкӗрешсене лартса урама уҫӑлма илсе тухма меллӗ кӳме, ачасене апатлантармалли икӗ сӗтел тата шӑпӑрлансене аталанма пулӑшакан икӗ тетте вӑхӑтлӑха усӑ курма илнӗ.
«Кун пек прокат пункчӗ пурри питех те аван. Туянма туянӑн-ха, анчах кайран ӑҫта хумалла тесе пуҫ ватмалла. Кун пек килетӗн те ачасем кӑшт ӳссен япаласене каялла килсе паратӑн», — хавхаланса тав тунӑ кил хуҫи Пётр Васильевич.
Прокат пункчӗ хулари Стрелоксен 324-мӗш ҫуртӗнчи 21А ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 51-02-68.

Тренерсем те патшалӑхран 1 миллион тенкӗ илме пултарӗҫ. 2026 ҫулта Чӑваш Енре «Земство тренерӗ» программа ӗҫлеме пуҫлать.
Ку укҫана яла ӗҫлеме каякан специалистсем тивӗҫме пултарӗҫ. Вӗсен физкультура тата спорт енӗпе ятарлӑ пӗлӳ пулмалла.
Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ялти учрежденире 5 ҫул ӗҫлемелле.
Хальхи вӑхӑтра ЧР Спорт министерстви вакансисен списокне хатӗрлет. Асӑннӑ программа ҫамрӑксене яла илӗртмешкӗн хута ярӗҫ.

Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй тата Чӑваш Енри профессионал медиаторсен ассоциацийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Документа ачасен хӳтӗлевҫи Алевтина Федорова тата ассоциаци президенчӗ Екатерина Саламатова алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Медиатор тӗллевӗ — тавлашуллӑ ыйтӑва суда ҫитмесӗр, калаҫса татӑлса, пӗр-пӗрин шухӑшне шута илсе тата тӗпе хурса татса пама вӗрентесси.
Ҫемьере ӑнланманлӑх сиксе тухсан та калаҫса татӑлнине нимӗн те ҫитмест. Шӑпах ҫав ыйтупа ӗҫлӗҫ те профессилле медиаторсем. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ассоциаци прездиденчӗ чылай ҫул юристра ӗҫленӗ, унӑн психологи пӗлӗвӗ те пур.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ пӗр кинемей 2023 ҫултах вилнӗ. Анчах хваттершӗн коммуналлӑ тӳлевпе парӑм пухӑнса пынӑ.
Кинемейӗн хваттерне эткерлӗхе илме тӑванӗсем пулман. Ҫавӑнпа вырӑнти управляющи компани парӑма хула администрацийӗнчен шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ.
Хваттерӗн хуҫа ҫуккине кура вӑл муниципалитет харпӑрлӑхне куҫать, апла пулсан парӑма унӑнах тӳлесе татмалла — ҫапларах йышӑннӑ суд.

Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна паспорт туса панӑ. Документа туса пама хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем нумай тӑрӑшнӑ.
«Паспорт туса пама пӗртте ҫӑмӑл мар, анчах йывӑрлӑхри ҫынна пулӑшмаллах», - тет центрти социаллӑ консультаци пайӗн заведующийӗ Зинаида Николаева.
Арҫынна пулӑшу кирлине вӑл Хулари 1-мӗш клиника больницине лексен пӗлнӗ. Патшалӑх пошлинине тӳлеме социаллӑ центр чиркӳрен пулӑшу ыйтнӑ. Документпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тума полицин 2-мӗш пайӗн миграци пайӗн специалисчӗсем пулӑшнӑ. Халӗ арҫын паспортлӑ пулса тӑнӑ.

Чӑваш Енри аграрисене ҫӗнӗ пулӑшу кӳме йышӑннӑ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чувашская Республика» (чӑв. Чӑваш Республики) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра «Чувашский хмель» (чӑв. Чӑваш хӑмли) ҫӗнӗ грант пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Укҫана хӑмла шалчине вырнаҫтарма тата юсаса ҫӗнетме кирлӗ материалсене туянма усӑ курма юрӗ. Анчах проекта грантпа уса кураканӑн хӑйӗн укҫине 20 процентран кая мар хывмалла.
Заявкӑсене Патшалӑхӑн финанс пулӑшӑвне паракан порталта ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта Марина Назарова ҫемье психологӗпе час-часах тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта тӑрӑшакан социаллӑ ӗҫченсемпе те, специалистсемпе те курса калаҫнӑ. Паян вара вал учреждени ҫумӗнчи уйлӑхра канакан ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Марина Геннадьевна шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫра пулса иртекен пӗр пулӑм та ытахальтен мар. Ҫынна кӳрениччен хамӑр утӑмӑра тишкермелле. Ҫынна тав тума е унран каҫару ыйтма пӗлни те калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Ачасем те унӑн сӑмахне чунтан итленӗ.

«Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ Чӑваш Енри пӗчӗк тупӑшлӑ пӗччен пурӑнакан ватӑсемпе сусӑрсене хальхинче апат-ҫимӗҫ туянма электрон сертификатсем уйӑрса панӑ. Кашнине — 5-шер пин тенкӗлӗх. Шупашкарта ун пек пулӑшупа 68 ҫын усӑ курӗ.
Сертификатпа тавара «Пятерочка» лавккасенче туянма юрать. Анчах эрех-сӑра, пирус туянмалла мар, куллен кирлӗ апат-ҫимӗҫ илмелле. Фонд сӗннине шута илсе. Лавккана ҫитме пултаракан ватӑсем хӑйсем кайса илеҫҫӗ, каяйманнисене социаллӑ центр ӗҫченӗсем туянса килне леҫсе параҫҫӗ.
«Тӗлӗнмелле савӑнтӑм. Кун чухлӗ апат-ҫимӗҫ хӑҫанччен ҫитӗ», — савӑнса тав тунӑ Шупашкарта пурӑнакан Елена Орлова иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр.

Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Лукьяновсем ҫӗр ҫырли туса илме тӗллев лартнӑ. Ҫав ӗмӗтпе хавхаланса Анна Лукьянова патшалӑх контрактне алӑ пусса хыснаран укҫа илнӗ те ӑна хушма хуҫалӑха аталантарма янӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗр ҫырлин чаплӑ йышши сортне туяннӑ.
Малтанах вӗсем шикленнине пытарамаҫҫӗ: «Калча вӑй илӗ-и? Туса илме пултарӑпӑр-и?» Анчах пӗрремӗш ана ҫырла пама тытӑнсан хӗрарӑм хавхаланнӑ, халӗ вӑл ҫырла лаптӑкне пысӑклатма ӗмӗтленет.
Аннӑн упӑшки хурт-хӑмӑр ӗрчетет.
