Тинех-тинех! Ҫаплах хакламалла ку йышӑнӑва. Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» республикӑра ҫӑмӑллӑх пама йышӑннӑ.
Тӗрӗссипе, ку ыйтӑва пӗрмай хускатнӑ. Республикӑн унчченхи Элтеперӗ ирттернӗ тӗл пулусенчен пӗринче майлӑ самантпа усӑ курса ҫак йӗркесен авторӗ те ашшӗсене вӑрҫӑра ҫухатнисене кӑшт та пулин пулӑшма май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑччӗ.
«Вӑрҫӑ ачисем» пӗлтӗр пурне те кӗртрӗҫ. Ашшӗ хыҫӗнче ӳснисене те, ашшӗсене ҫапӑҫу хирӗнче ҫухатнисене те.
Ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура «вӑрҫӑ ачисем» пирки аса илнӗ. Унта вӑл пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра «вӑрҫӑ ачисен» статусне ҫирӗплетнине аса илнӗ. Ҫав категорие кӗрекенсене ӳлӗмрен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑх парӗҫ. Ыйту укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннине кура республика хыснине улшӑну кӗртнӗ чухне ҫавна шута илӗҫ.
Ӗҫсӗр тӑрса юлнисене кӑҫал та кӳрентермӗҫ. Вӗсене уйӑхсерен тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 12 130 тенкӗ пулӗ, чи пӗчӗкки – 1500 тенкӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра шалӑвӑн 75 проценчӗ чухлӗ, анчах пособин чи пысӑк виҫинчен ытла мар, тӳлӗҫ; унтан тепӗр виҫӗ уйӑх — 60 процент, анчах 5 пинрен ытла мар.
Аса илтерер: ӗҫсӗррисене тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 8 пин тенкӗччӗ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӑна 1,5 хута яхӑн ӳстерме йышӑнчӗҫ. Ҫавна вӑхӑтлӑх тесе пӗлтернӗччӗ те, анчах кӑҫал та пӑрахӑҫламӗҫ. Ҫак кунсенче Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин ун пирки тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн пирӗн ҫӗршывра «Ӗмӗтри чӑрӑш» акци иртет. Ачасем хӑйсен вӑрттӑн ӗмӗтне пӗлтереҫҫӗ, аслисем, ҫав шутра тӗрлӗ шайри тӳре-шара та, пӗчӗккисен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ачана савӑнтарма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, 14 ҫулти Маша, лашапа ярӑнма ӗмӗтленет. 12-ри Иван пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленет. Паян ача машинист кабининче ларса курнӑ ҫеҫ мар, пуйӑса чукун ҫул вокзалне илсе пыма пулӑшнӑ. Кун пирки Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ачана савӑнӑҫ кӳме пулӑшнӑшӑн Элтепер Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен Чулхулари филиалне тав тунӑ.
Чӑваш Енри икӗ МИХа республика хыснинчен 2021 ҫулта субсиди парӗҫ. Кун пек пек йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин бюджетӗнчен субсиди илекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен республика реестрӗ ҫинчен» йышӑнура икӗ МИХа асӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ, тепри — «Советская Чувашия» акционер обществи.
«Грани» хаҫата 2 миллион та 25 пин тенкӗ парӗҫ, «Советская Чувашия» хаҫата — 5 миллион та 287,8 пин тенкӗ.
«Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман хуҫалӑхӗ) республикӑн ача-пӑча санаторийӗнче телемедицина ҫыхӑнӑвӗн пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл васкавлӑ, кая хӑварма юраман тата планпа пӑхнӑ дистанци консультацийӗсем илме май парать. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе регионти тата федераци медицина центрӗсемпе ҫыхӑнма май парать.
Раштав уйӑхӗнче санаторинче пӗрремӗш телемедицина консультацине ирттернӗ. Ӳпке чирӗллӗ пӗчӗк пациента епле пулӑшасси пирки ун чухне тухтӑрсем И.П. Павлов ячӗллӗ Санкт-Петербургри патшалӑх медцина университечӗпе ҫыхӑннӑ.
Сӑмах май каласан, пирӗн республикӑри 26 пульницӑра хальхи вӑхӑтра 35 телемедицина пункчӗ ӗҫлет.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен федераци хыснинчен паракан ҫӑмӑллӑхлӑ кредита илнӗ. Пирӗн республикӑна 1 миллиард та 400 миллион тенке яхӑн лекнӗ. Унӑн процент ставки — 0,1 процент. Парӑмпа 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен татӑлмалла.
Республикӑн Финанс министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хысна кредичӗ коммерци займӗсене пӗчӗклетме, патшалӑх парӑмне татма май парӗ. Халӑх умӗнчи социаллӑ яваплӑха туллин пурнӑҫлама та пулӑшӗ.
Раҫҫей субъекчӗсене федераци бюджечӗ шучӗпе пулӑшма ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче саккун йышӑннӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплекен тухтӑрсене кӑҫалхи чӳк-раштав уйӑхӗсемшӗн хушма укҫа тӳлӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Укҫана республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан медицина организацийӗсенче ӗҫлекенсене тӳлӗҫ. Укҫа кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлӗ ҫынсене палӑртакансене тата чирлисене сиплекенсене тивӗҫӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисен врачӗсене пӗр сменӑшӑн 840 тенкӗ тӳлӗҫ, вӑтам тата кӗҫӗн медицина персоналне – 420 тата 213 тенкӗшер. Васкавлӑ пулӑшу машинин водителӗсене – 474 тенкӗ.
Чирлисене пульницӑра сиплекенсен врачсене 960 тенкӗ хушма укҫа парӗҫ, вӑтам тата кӗҫӗн медперсонала – 474 тата 268 тенкӗшӗр.
Кӑшӑлвирус саманинче ҫак чир ернисен те, вӑл лекессинчен хӑракансен те питӗ нумай ыйту ҫуралать. Ҫавна май пирӗн республикӑра тата тепӗр хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 122. Тӳлевсӗр ҫак номер ҫине талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур.
Специалистсем пулӑшнипе тӗрлӗ ыйтӑва уҫӑмлатма май туса панӑ. Сӑмахран, кӑшӑлвируса сиплекен эмелсене епле илмелле? Нимеҫӗсене киле мӗнле чӗнсе илмелле? Усламҫӑсене патшалӑх пулӑшать-и? Чир ересрен хӑракансен мӗн тумалла?
Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов каланӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра унччен уҫнӑ хӗрӳ линисене пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» патшалӑх ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме пулӑшасшӑн.
Аса илтерер: асӑннӑ категорие кӗрекенсемпе ҫыхӑннӑ саккуна пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи ака уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Анчах вӑл саккунта укҫа-тенкӗ енчен пулӑшма пӑхса хӑварманччӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшу мерисем пирки шухӑшласа пӑхма ун чухнех шантарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, ҫавӑн пекех Финанс министерстви «вӑрҫӑ ачисене» ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн ҫӑмӑллӑх пама сӗннӗ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Кӑшӑлвирусран килте сипленекен ҫынсене пулӑшма республикӑра ятарлӑ центр йӗркеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: тухтӑрсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе транспортпа тивӗҫтерме палӑртнӑччӗ. Ҫапла майпа вӗсем нумайрах пациента пулӑшайӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗнчи машинӑсене те тухтӑрсене уйӑрса пама йышӑннӑ. Автомобильсене водительсемпе пӗрлех уйӑрнӑ. Виҫӗ машинӑна Хулари клиника пульници валли уйӑрнӑ, тепӗр виҫҫӗшне — Шупашкарти Иккӗмӗш клиника пульницине, тӑваттӑшне — Шупашкарти ача-пӑча клиника пульницине.
Районсемпе ытти хулари медицина учрежденийӗсем те машинӑсемсӗр юлмӗҫ. Вӗсем валли 61 автомобиль уйӑрмалла. Автомобильсене муниципалитетсем те, предприятисем те памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |