Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пулӑшусем

Республикӑра

Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, «ПӖРЛЕ» фондӑн попечительсен канашӗн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинсе пӗлтернӗ тӑрӑх, ыр кӑмӑллӑх организацине йӗркелесси Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата республикӑри пысӑк предприятисен пӗрлехи шухӑшӗ тесен те юрать.

«Ку пуҫару кӑшӑлвирус инфекцийӗпе кӗрешес вӑхӑтра ҫуралчӗ. Ҫак йывӑр вӑхӑтра пулӑшу кирлӗ ҫынсене те хавхалантарас тенӗ. Ҫак ӗҫе пӗр пек йӗркелес тесен, ҫакна ӑнланмалла та уҫӑмлӑ тӑвас тесен, ырӑ кӑмӑллӑх фондне йӗркелени вырӑнлӑ. Паллах, эпир хамӑр енчен ҫавнашкал фонд йӗркеленине ырларӑмӑр», — тенӗ Олег Николаев.

«ПӖРЛЕ» фонд кӑшӑлвирус инфекцине ҫӗнтерсен те ыр кӑмӑллӑх ӗҫне пӑрахмӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ял ҫыннисене 0,1 процентлӑ ипотека кредичӗ пама тытӑннӑ. Тӗрӗсрех, ҫӗнӗ йышӑну вӑя кӗнӗ.

Аса илтерер: ял ипотекине ҫӗршывра 3 процент тесе палӑртнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра процент ставкине татах пӗчӗклетрӗҫ. Ҫапла тума республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев маларах сӗннӗччӗ. Ӗнер Министрсен Кабинечӗ ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ.

Пӗчӗк ставкӑпа кредит илме тивӗҫ категорие ҫаксем кӗнӗ: 3 е ытларах ача ӳстерекен, ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫемьесене ипотекӑна 0,1% ставкӑпа парӗҫ; АПКра тата ветеринарта ӗҫлекенсене – 0,5%; социаллӑ сферӑра ӗҫ килӗшӗвӗпе е усламҫӑ пулса тӑрӑшакансене – 1% ; ялта потребкоопераци тата ял хуҫалӑх кооперацийӗнче тимлекенсене – 1%; ялта пурӑнса АПКра ӗҫлес шухӑш тытнисене – 1,5%; ялти социаллӑ сферӑра ӗҫе кӳлӗнес кӑмӑллисене – 2%.

 

Раҫҫейре
«Жэньминь Жибао» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ
«Жэньминь Жибао» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Хабаровск тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисене пулӑшасшӑн. Унтисем 56 курупка гуманитари пулӑшӑвӗ пухнӑ. Хӗрлӗ Хӗресӗн регионти уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫтарнӑ япаласене Китайри Ухань хулине ӑсатӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав вӗҫӗнче шӑп ҫав хулара короновирус пуҫласа тупса палӑртнӑччӗ.

Гуманитари пулӑшӑвне Хабаровск тӑрӑхӗнче пӗр уйӑха яхӑн пухнӑ. Ырӑ ҫынсем те, организацисем те Ухань ҫыннисене хӗрхеннӗ. Вырӑнтисемсӗр пуҫне Мускаври тата ҫӗршывӑн ытти хӑш-пӗр регионӗнчисем пулӑшнӑ.

Китая медицина халачӗсем, калпаксем, перчеткесем, бахилӑсем, антисептиксем ӑсатӗҫ. Посылкӑна Китайӑн Хабаровскри тӗп консулӗ урлӑ парса ярӗҫ. Ухань хулинче, сӑмах май, короновируспа 8,8 пин ҫын чирленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. 3 пин ытла ҫын вилнӗ имӗш, вӗсенчен чылайӑшӗ — унччен ааптӑратнӑ амак ҫивӗчленнӗрен. 60 пине яхӑн ҫын сывалнӑ.

 

Республикӑра

Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (чӑв. Пӗрлехи транспорт картти) унпа усӑ куракансемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников кӑмӑлсӑрланнине вулакансем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта вӑл ҫак тытӑмӑн кӑлтӑкӗсем пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Онлайн мелпе укҫа хума ҫукран та йывӑрлӑх пурччӗ.

Халӗ вара Перекет банкӗ онлайн мелпе куҫармалла йӗркене ӗҫлеттерсе янӑ. Сӑнавлӑ меслет тенӗ ун пирки. «Товары и услуги» (чӑв. Тавар тата пулӑшу) уйрӑмра «Транспорт» текенни пур.

Сӑмах май, карттӑ ҫине укҫа хурсан ҫав самантрах ҫитсе выртмасть. Тепӗр икӗ талӑкран куҫать. Ҫӗнӗ пулӑшупа, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, хальлӗхе пурте усӑ кураймаҫҫӗ.

Вӗткеленмесӗр укҫа хурас тесен «Автотӳлев» пулӑшупа та усӑ курма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://etk21.ru/news/26
 

Раҫҫейре

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче тӗрлӗ хулапа ҫӗршывра пурӑнакан тӑван-пӗлӗшпе, юлташӗсемпе, ҫапӑҫу хирӗнче пӗрле пулнисемпе тата ытти ҫынпа телефонпа тӳлевсӗр калаҫайӗҫ. Ҫакна телефон ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗри, «Ростелеком», пӗлтернӗ. Ытти ҫул карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем те ветерансене ҫӑмӑллӑх кӳнине шута илсен кӑҫал та хайхисем валли майсем пӑхса хёвараҫҫех пуль тес килет.

«Ростелеком» патне таврӑнсан телефонист урлӑ саккас парсан регионта, хуласем хушшинче тата Украинӑпа, Беларуҫпе, Молдовӑпа, Казахстанпа, Узбекистанпа, Таджикистанпа, Кӑркӑстанпа, Турменистанпа, Азербайджанпа, Грузипе, Абхазипе, Латвипе, Литвапа, Эстонипе, Кӑнтӑр Осетипе 60 минут таран тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ.

Госпитальсенче, ветерансен ҫурчӗсенче пурӑнакансене те телефонпа тӳлевсӗр юмахлама май туса парассине шантараҫҫӗ. Калаҫмалли пунктсенче те ветерансен ыйтӑвне тивӗҫтермелле. Унта каяс пулсан удостоверени чикме манмалла мар. Ку ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх категорине тивӗҫҫине ӗнентерме кирлӗ.

Маларах асӑннӑ ҫӗршывсене тата хамӑр патри ял-хулана ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче ветерансем телеграммӑсем те тӳлевсӗр ярайӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть