Ӗмӗрӗпе ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ ҫын ахаль ларасшӑн мар. Вӑйӗ ҫитмесен те унӑн пахчара акса лартас килет. Кун пек чухне Шупашкарти ватӑсене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӗ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ.
«Пахчана пушӑ вырттарас килмест. Юрать мана Елена Трофимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать», — тав тӑвать тава тивӗҫлӗ канури Федосия Парфёнова. Зинаида Прокопьева вара Ольга Филиппова пулӑшса пынишӗн савӑнать.