
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Шупашкар районӗнчи Лапсарта регистрациленнӗ «Юрма» кайӑк-кӗшк компанине панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫавӑн пек тавӑпа суда Перекет банкӗ тухнӑ. Кредит учрежденийӗ умӗнче предприяти 2,289 миллиард тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ.
«Юрма» агрохолдинг комбикорм хатӗрлессипе, кайӑк-кӗшӗк ӳстерессипе, ял хуҫалӑх продукцине тирпейлессипе тата сутассипе ӗҫленӗ. Предприятин устав капиталӗ – 786,8 миллион тенкӗ.
Сӑнав процедурине асӑннӑ агрохолдингра кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне суд предприятие активсене урӑх ҫӗре куҫарма чарнӑ.

«Чӑвашавтотранс» предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалне 162 миллион тенкӗпе сутса ярӗҫ. Панкрут-предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне виҫӗ лотпа сутма палӑртнӑ.
Чи пысӑк лотшӑн 106,5 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Унта администраципе йӑла корпусӗ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗ, туса пӗтермен пӗр хутлӑ ҫурт, электричество мелӗпе ӑшӑтмалли лини, эстакада-полигон, канализаци, 36,7 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арендӑна илесси тата куҫман пурлӑх кӗрет.
Иккӗмӗш лот хакӗ — 18,2 миллион тенкӗ. Кунта – ҫу заправкин пункчӗ, пурӑнмалли мар ҫурт, уҫӑ стоянка, 7,5 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ.
Виҫҫӗмӗш лот хакӗ — 37 миллион тенкӗ. Кунта уҫӑ тата хупӑ стоянкӑсем, ӑшӑ узелӗ, 10,6 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ, насос установки тата куҫман пурлӑх кӗрет.
«Чӑвашавтотранс» предприятие 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти филиала сутма темиҫе хут та хӑтланса пӑхнӑ.

Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне асӑнар.
Шупашкарти «Инженер» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн гендиректорне Людмила Токмолаевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӗр йӗркелӳҫи» ят панӑ; Шупашкар районӗнчи «Чебомилк» обществӑн водительне Николай Иванова, Елчӗк районӗнчи «Эмметево» обществӑн директорне Юрий Лапшина, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» обществӑн уй-хир бригадин тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан рабочине Надежда Паймуковӑна — «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкарти «Теплосеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне Виталий Кадыкова — «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкар районӗн сучӗн председательне Сергей Елёхина — «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ».

Паян Чӑваш Республикин «Тӗп бухгалтерийӗ» хысна учрежденийӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку яваплӑха прунӑҫлама Любовь Алексеевӑна шаннӑ. Маларах Любовь Валериановна директор тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Любовь Алексеевӑна директор тилхепине тыттарни ҫинчен калакан йышӑнӑва паян алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
«Чекко» контрагентсене тӗрӗслекен сайтри хыпара шансан, Любовь Алексеева директор тивӗҫне кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.

Паян Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Информаци технологийӗсен центрӗ» хысна учрежденийӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗр вӑхӑт Михаил Степанов пурнӑҫланӑ. Паянтан ӑна ку должноҫре ҫирӗплетнӗ.
Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Михаил Владимировича должноҫре ҫирӗплетни ҫинчен калакан ӗҫлӗ хутпа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паллашма пулать.

Чӑваш Енре ҫӗнӗ учреждени туса хунӑ. Ку йышӑнӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин закупкӑсен регионти центрӗ» хысна учрежденийӗн штачӗ 48 единицӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ предприятин тӗллевӗ — патшалӑх тата муниципалитет валли тавар туянма пулӑшасси, пулӑшу кӳрекенсемпе ӗҫ пурнӑҫлакансене шыраса тупасси. Тепӗр майлӑ каласан, контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе пырасси.

Канаш районӗнче пыл квасӗ туса кӑларакан лини ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнчи «Мелилотус» тирпейлекен кооператив уҫнӑ. Продукцие «Чӑваш пылӗ» ятпа сутӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Правительстви ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшать. Канаш районӗнчи потребитель кооперативӗ грантпа 40 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Вӑл укҫапа пурлӑхпа техника базине аталантарма, ҫӗнӗ производство корпусӗ хӑпартса лартма, хальхи вӑхӑтри оборудовани туянма май килнӗ. Ял ҫыннисемшӗн те лайӑх. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ.

«Чӑваш Ен — релестроени тата электротехника енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи тӗп хула». Ҫапла хакланӑ РФ промышленность тата суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Михаил Иванов Шупашкарта «РЭЛАВЭКСПО-2021» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче тата куравра.
«Раҫҫей шайӗнче пысӑка хурса хаклакан Чӑваш Енри предприятисемшӗн эпӗ мӑнаҫланатӑп тата савӑнатӑп», — тесе ҫырнӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре Раҫҫейри пӗртен-пӗр электротехника кластерӗ пур. Отрасльте 20 пин ытла ҫын пурӑнать. Асӑннӑ отрасль промышленность сферинче 30 процента яхӑн йышӑнать.

Паян Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Пукана Сергей Чепурнова шанса панӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Сергей Чепурнов йӑлари хытӑ каяша турттарассишӗн яваплӑ «Экоцентр» предприятире гендиректорӑн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумӗ пулнӑ Николай Косулина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ҫӗнӗ производство уҫӗҫ. Ҫакӑн пирки ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗпе Ярослав Кузнецовпа, Евразин аталану банкӗн промышленность дирекцийӗн управляющи директорӗпе Сергей Игнатовпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Предприятире водород перекиҫӗ туса кӑларакан производство туса хурасшӑн.
Проекта пурнӑҫа кӗртме эпир маларах асӑннӑ кредит учрежденийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшӗ. Енсем тивӗҫлӗ килӗшӗве ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Документа Питӗрти экономика форумӗнче алӑ пуснӑ.
Ярослав Кузнецов каланӑ тӑрӑх, предприятире биологи мелӗпе ирӗлекен пластик та кӑларма тытӑнасшӑн.
