Канашри компани ҫӑмран тата кӗҫҫерен ҫӑматӑ тата пушмак йӑвалать. Унӑн продукцийӗпе нимӗҫсен пӗр компанийӗ кӑсӑкланнӑ, туянас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Енсем малтанласа калаҫнӑ тӑрӑх, Германири атӑ-пушмак кӑларакан предприяти ҫӑматӑ тата килте тӑхӑнмалли пушмак (ҫав шутра — дизайнер хатӗрлени те) хатӗрлеме саккас пама хатӗр. Кун пирки Экспорта ӑстакан продукцие кӑларма пулӑшакан центр ертӳҫи Григорий Данилов пӗлтернӗ.
Ҫитес вӑхӑтра пирӗн патри компани кӗҫерен тӗслӗхлӗх парти пушмак хатӗрлесе пӑхӗ.
Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк фабрики шалупа парӑма кӗнӗ. Ҫавна вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ май тупса палӑртнӑ. 35 ҫын умӗнче предприяти 390 пин тенкӗ парӑм пухнӑ.
Предприятин гендиректорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ унпах ҫырлахман-ха — парӑма шыраса илес тесе суда ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен те кайӑк-кӗшӗк фабрикинче шалу парӑмӗ пулнӑ. Ун чухне 2020 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа раштав таран тӳлемен. Уншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне 41 ҫынна икӗ уйӑх таран шалу тӳлемен. Парӑма тӳлесе татнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫе хупса хунӑ.
Маларах Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ предприятие панкрута кӑларас тесе суда тухнӑ. Предприятин налукҫасен умӗнчи парӑмӗ 3,8 миллион тенкӗрен иртнӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкрута кӑларас ӗҫе чарса лартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн кредиторӗсем черетлӗ пухӑва пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем предприяти епле майпа панкрута (ку вӑл 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ) тухнине тишкересшӗн. Ҫак ыйтӑва кун йӗркине кӗртме конкурс кредиторӗсенчен пӗри сӗннӗ. Вӑл — финанспа экономика экспертизишӗн.
Экспертиза предприятие панкрута юри кӑларнипе кӑларманнине, ҫавӑнта республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви тата предприятин ертӳҫисен тӳпе еплерех пулнине палӑртма пулӑшӗ.
Пухӑва пуҫтарӑннӑ кредиторсем экспертиза тӑвассине, ирттерес пулсан мӗнле укҫапа йӗркелессине татса парӗҫ.
Экспертиза ирттерме сӗнекен кредитор тӗрӗслесе тӑракан органсене те явап тыттарасшӑн.
Шупашкарти ҫӑкӑр комбиначӗсенчен пӗрин техника директорне производствӑра ҫын аманнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Инкек пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. 42-ри хӗрарӑм ҫакӑр пӗҫермелли цехра сылтӑм аллине темиҫе ҫӗртен хуҫнӑ. Ҫапла майпа вӑл сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.
Пӑтӑрмахшӑн предприятин техника директорӗ айӑплине палӑртнӑ. Шӑпах ӑна ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Хӗрарӑм шар курнӑ оборудовани хупӑлчасӑр пулнӑ.
Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӗрарӑма кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарнине кура пуҫиле ӗҫе суд чарса лартнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ пирӗн тӑрӑхри икӗ савута панкрута кӑларасшӑн. Тавӑҫсене налукҫӑсем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ҫитернӗ ӗнтӗ. Вӗсене судра раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Тимӗр-тӑмӑр тирпейлекен савут налукҫӑсен умӗнче 652,9 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗнче вырнаҫнӑ «Техполимер» полимер композицийӗсен савучӗн парӑмӗ — 410,2 пин тенкӗ.
Маларах налукҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство материалӗсен савутне панкрута кӑларасшӑн пулнӑ, анчах Арбитраж сучӗ апла тума килӗшмен.
Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Чӑваш Ен промышленность туризмне аталантаракан ҫӗршыври пилотлӑ 10 регионтан пӗри пулса тӑрӗ. Асӑннӑ проекта хутшӑнма малтанласа республикӑри темиҫе предприяти ҫеҫ кӑмӑл тунӑччӗ. Вӗсем ҫаксемччӗ: «Букет Чувашии», «АККОНД», «Промтрактор», «ЭКРА», «Ҫеҫпӗл» предприятисем, Шупашкарти пӑрӑх савучӗ, «Петровский» ҫӑкӑр савучӗ. Халӗ тата ытти предприяти те, пурӗ 15 ытла, хӑйӗн хӑвачӗпе туристсене паллаштарма хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, туристсене Чӑваш Енри савутсене чӗниччен промышленность туризмӗ валли палӑртнӑ маршрутсене экспертсем хаклӗҫ. Унтан турагентсем ӗҫе кӳлӗнейӗҫ.
Республика ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, промышленность туризмӗ тупӑш илмелли ҫӑлкуҫсенчен пӗри. Тупӑшран илнӗ налук вара республикӑра юлӗ. Промышленность туризмӗ производствӑна ҫамрӑк кадрсене те илӗртме май парасса шанать вӑл. Инвесторсем пирки те ҫавнах каламалла.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви предприятисен пуҫлӑхӗсем пулма кадр резервне кӗртмелли кандидатсене шыраса тупнине пӗлтернӗ.
«Агро-Инновации» хысна учрежденийӗн пулас ӗмӗтлӗ ҫыннӑн агропромышленность комплексӗн отраслӗсенчи специальноҫлӑ пулмалла тата ҫав енӗпе 3 ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ. Асӑннӑ предприяти пуҫлӑхӗ пулмашкӑн кадр резервне Николай Васильева кӗртнӗ.
«Нива» вӗренӳ центрӗн пуҫлӑхӗ пулмалли ҫынна та кадр резервне кӗртессине пӗлтернӗ. Ӑҫта вӗренни, ӗҫ опычӗ «Агро-Инновации» предприяти валли пекех: АПКра ӗҫлеме юрӑхлӑ пӗлӳ тата 3 ҫултан кая ӗҫ опычӗ пулмалла. Кун пек ҫын тесе Николай Якимов тесе йышӑннӑ.
Хусанти пысӑк суту-илӳ центрӗсем Чӑваш Енри бетонпа усӑ курӗҫ. Ҫакӑн пирки «ЖБК № 9» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ республикӑн строительство комплексӗнче ӗҫлекенсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Пирӗн савутӑн продукцине республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Кӑҫал эпир хамӑр продукцине сутассине анлӑлатрӑмӑр. Ӑна халӗ Мурманскра иа туянаҫҫӗ. Унччен Хусанпа ӗҫленӗ. Асӑннӑ хулари «Леруа Мерлен», «Икея» организацисем, «Wildberries» пысӑк логистика центрӗ туяннӑ», – пӗлтернӗ тимӗр-бетон предприятийӗн пуҫлӑхӗ.
Канаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Вӑрман Енӗш ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктне тунӑ строительство организацийӗ ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫламаннине пӗлтерет.
Строительство енӗпе «СКАТ 21» организаци тӑрмашнӑ. Ӗҫе хӑҫан пурнӑҫласси пирки вӑл республикӑн Стройминӗн Пӗрлехи саккасҫӑ службипе килӗшӳ тунӑ. Вӑхӑт иртнӗ, анчах ӗҫсем палӑртнӑ пек хӑвӑртлӑхпа пыман. Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне илсен строительство ӗҫӗсене вӗҫлеменни, шыв, газ, ҫутӑ кӗртесси, пушарпа хурал сигнализацийӗ вырнаҫтарасси кирлӗ пек хӑвӑртлӑхпа пыманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн порядчика административлӑ майпа явап тытарма йышӑннӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх суд 75 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, строительство ӗҫӗсем халӗ вӗҫленнӗ ӗнтӗ, фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |