
Шупашкарти «Чӑвашоргтехника» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр производство уҫас ӗмӗтлине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Асӑннӑ предприяти хулари База проезчӗ урлӑ ҫӳлтен иртсе ҫӳремелли каҫӑ тӑвасшӑн. Ҫавӑ акционерсен обществине ҫул леш енчи предприятипе ҫыхӑнтарма кирлӗ-мӗн.
«Чӑвашоргтехника» суту-илӳпе технологи енӗпе 60 ҫул ытла ӗҫлет. Холдинг йышӗнче — 4 завод, пулӑшса тӑракан 9 предприяти, производство лаптӑкӗсем 60 пин тӑваткал метр ытла йышӑнаҫҫӗ. Компанин ҫулталӑкри укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ 2020 ҫулта 6 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Предприятин визит карточки — «Abat» суту-илӳ марки. Раҫҫейре унӑн 3 пин ытла дилер центрӗ.

Шупашкарта вырнаҫнӑ «Чувашторгтехника» (чӑв. Чӑвашторгтехника) акционерсен обществи ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн.
Асӑннӑ предприятире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пулнӑ.
«Чӑвашторгтехника» компанин директорӗ Наиль Хайрутдинов хӑнасене пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Ҫав машинӑсем ҫума, дезинфекцилеме пултарӗҫ.
Завод валли ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ. Алексей Ладыков ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.

Чӑваш Енре музыка инструменчӗсене ӑсталакан производство йӗркелесшӗн. Ҫавӑн пек ӗмӗтли — Мускаври «Ателье Гончарова» (чӑв. Гончаров ателйи) компани.
Асӑннӑ компани классика музыка инструменчӗсене проектлать, туса кӑларать, юсаса ҫӗнетет, сутать.
Мускаври предприяти ӗҫченӗсем Чӑваш Енре темиҫе тӗлпулу ирттернӗ. Сӑмахран, Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пулнӑ. Мускавсем унта хӑйсен производстви валли специалистсене хатӗрлеме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурӗ 30-а яхӑн ҫынна. Инженер-конструкторсемсӗр, технологсемсӗр, программа управленийӗллӗ станоксен операторӗсемпе наладчиксемсӗр пуҫне компание ювелирсем те кирлӗ.
Инвестицм проекчӗн хакӗ — 250 миллион тенкӗ ытла.

Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Чувашгаз» (чӑв. Чӑвашгаз) унитарлӑ предриятин директорне Сергей Варлашкина ӗҫрен кӑларнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев ҫӗнӗ йышӑну кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн предприяти пуҫлӑхӗ пулма Эдуард Никифорова шаннӑ.
«Чӑвашгаз» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине Шупашкарта 2001 ҫулта регистрациленӗ. Предприятин устав капиталӗ 13,7 млн тенкӗпе танлашать.
Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 900 киле патшалӑх шучӗпе газ кӗртме заявка пухӑннӑ. Аса илтерер: патшалӑх кӑвак ҫулӑма кил патне илсе ҫитерес тӑкака хӑй ҫине илӗ, киле кӗртнишӗн — ҫурт-йӗр хуҫисем хӑйсем.

Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Чувашгаз» (чӑв. Чӑвашгаз) унитарлӑ предриятин директорне Сергей Варлашкина ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май аса илтерер: ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хунӑччӗ. Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ.

«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществин производствӑпа технологи комплексне пӗтӗмпех сутса янӑ. Пурӗ 108 миллион та 941 пин тенкӗпе. Кун пирки Борис Литти арбитраж управляющийӗ пӗлтернӗ.
Предприятин пурлӑхне хака пӗчӗкшерӗн чакарса сутнӑ. Маларах 435,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Кайран, ав, ӑна 108,9 миллион тенкӗпе сутнӑ. Пурлӑха туянаканни — Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри «ВДС» предприяти.
«ВДС» тулли мар яваплӑ общество «Чӑваш бройлерӗн» кредиторӗсенчен пӗри пулнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» кредиторсем умӗнче 207,6 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи, хушӑвӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ-тӑр. Ӗҫлӗ документра вӑл республикӑри строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан ҫынсене чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Шупашкарти «Регионжилстрой» ятарлӑ застройщикӑн гендиректорне Валерий Борисова хавхалантарма палӑртнӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята Шупашкарти 9-мӗш ЖБКри 2-мӗш формовка цехӗн формовщикне Сергей Алмакаева, 3-мӗш стройтрестӑн «Канашстрой» обществин штукатурне Любовь Гавриловӑна, маларах асӑннӑ «Регионжилстрой» предприятин плнапа производство пайӗн пуҫлӑхне Людмила Захаровӑна, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗн каменщикне Виталий Ильина, 28-мӗш строительство управленийӗн малярсен бригадирне Людмила Рыбалкинӑна, «Шупашкар керамики» обществӑн цех пуҫлӑхне Руслан Семёнова парӗҫ.

Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ҫеҫ мар, хисепе тивӗҫ организацисене те чыслаҫҫӗ.
Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Строймаш» акционерсен обществине Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.
Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, организаци регионӑн промышленность аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать.
Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Строймаш» акционерсен обществи Шупашкарти Канаш шосси урамра вырнаҫнӑ. Предприятин сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, акционерсен обществинче автомашинӑсемпе тракторсем, пӑрахут-карапсемпе чукун ҫул техники валли «пысӑк пахалӑхлӑ резина тата резинатехника хатӗрӗсене» 2001 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ, «предприятие Раҫҫейӗпе пӗлеҫҫӗ».

Чӑваш Ен юлашки ҫулсенче хӑйӗн продукцине чикӗ леш енне ӑсатассине самай анлӑлатнӑ. Ҫак енӗпе патшалӑх пулӑшнине те палӑртмалла.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхран ытти регионтан ӑсанман тавар та чикӗ леш енне каять. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин гетероструктурӑллӑ хӗвел модулӗсем (сӑнӳкерчӗкре). «ЧЕТРА» предприятин промышленность тракторӗсене, чӑваш хӑмлине, Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче туса кӑларакан пӑра хирӗҫле ракетӑсене те асӑнса хӑварнӑ. Пластик турбодефлекторсене те Чӑваш Енре кӑна кӑлараҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче тулаш управленийӗ туса хума йышӑннӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ суд определенийӗн резолюци пайӗнче каланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет предприятийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Организацири тулаш управленийӗ ҫулталӑклӑха пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен.
Ҫӗмӗрлери электросетӗн директорӗ пулса Алексей Россейкин текех тӑрӑшмӗ. Пуҫлӑх тивӗҫне тулаш управляющийӗ пурнӑҫлӗ.
Муниципалитет предприятийӗ хайне панкрута кӑларма ыйтса пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче тавӑҫпа тухнӑ. Предприятин пухӑнса кайнӑ парӑмӗ 2,801 млн тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Арбитрж сучӗ предприятире сӑнав процедурине ҫирӗплетнӗ.
