Чӑваш Енре агробиотехнопарк уҫӑлӗ. Ҫавна Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Викторий Абрамченко та ырланӑ.
Агробиотехнопаркра пахча-ҫимӗҫпе ҫӗрулмине, хӑмлана тарӑннӑн тирпейлеме палӑртнӑ, унтах ӑратлӑх ӗҫне та аталантарӗҫ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, ген селекциллӗ лабораторисем ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
«Агропрорыв» проекта ӗҫлеттерсе ярсан 2030 ҫул тӗлне пирӗн республикӑра ют ҫӗршывран ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗхпе ҫӗрулми туянасси 55 процент таран чакмалла, хӑмлан ҫӗнӗ сорчӗсемпе хамӑра 65 процент таран тивӗҫтермелле.
Вӑрнар районӗнчи аграрисем ҫурхи ӗҫсене пуҫланӑ. Унта «Мураты» хуҫалӑх тата «Санары» агрофирма кӗрхи культурӑсене апатлантарма тытӑннӑ.
Районӗпе илсен, кӗрхи культурӑсен мӗнпур лаптӑкӗ 6912 гектарпа танлашать, ҫав шутра кӗрхи тулӑ — 6377 гектар, кӗрхи ыраш — 521 гектар.
«Мураты» предприятире пӗлтӗр кӗрхисене 514 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, «Санары» агрофирмӑра — 323 гектар.
Икӗ хуҫалӑхра та удобрение «Туман-2» хальхи вӑхӑтри техника сапать. «Кӗрхисене азотпа вӑхӑтра апатлантарсан вӗсем хӑвӑртрах вӑй илсе ӳсме тытӑнӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хуҫалӑхсенчи агрономсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пирӗн республикӑра «ЛЕГО» конструкторӑн аналогӗ пуррине палӑртнӑ. Кун пирки вӑл «Итоги месяца» телекӑларӑм валли интревью панӑ чухне асӑнса хӑварнӑ.
«Тӗслӗхрен, «Автоматика» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ «ЛЕГО» конструктор аналогне туса кӑлараять. Предприяти ачасене аталантарма май паракан конструктора кӑларма тытӑнма пултарать Экономикӑри лару-тӑру асӑннӑ енпе ӗҫлеме тытӑнма май парать», — тесе каланӑ журналистсене Олег Николаев.
Системӑллӑ предприятисен федераци списокне Чӑваш Енре виҫӗ организацие кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче – «Акконд» (унта 2 740 ҫын ӗҫлет, рынокри унӑн тӳпи — 89 процент), «Гален» (260 ҫын ӗҫлет, унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 1 миллиард та 67 миллион тенкӗпе танлашнӑ), «Технотрон» (117 ҫын ӗҫлет, пӗлтӗрхи тупӑш — 302 миллион тенкӗ).
Системӑллӑ предприятисен федераци реестрӗнче унччен Чӑваш Енри тӑхӑр предприяти пулнӑ, паянхи кун унта 12 организаци кӗрет.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ реестра Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмӑна тата «Чӑвашхлебопродукт» предприятие кӗртесшӗн.
Чӑваш Енри Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин 40 ӗҫчен умӗнчи шалу парӑмӗ 3 миллион тенкӗпе танлашать. Тата тепӗр миллион тенкӗ парӑм ӑна вӑхӑтра тӳлеменрен пухӑнса кайнӑ.
Паян Чӑваш Енре шалӑва вӑхӑтра тата туллин тӳлессипе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
«Чӑваш бройлерӗ» предприятин конкурс управляющийӗ Владислав Павлов парӑма татма укҫа пур тесе ӗнентернӗ. «50 миллион тенкӗ укҫа счетсем ҫинче пур», – тесе каланӑ вӑл.
Шупашкарти «Промтрактор» заводра ӗҫлекенсен ачисем — «Четруша» клуб членӗсем — хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ тата предприяти ветеранӗсем пулӑшнипе фильм хатӗрленӗ. Ӑна Алексей Платонов конструктора халалланӑ. Видеоӗҫ «ТехноФест» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильмсен пӗтӗм Раҫҫейри VII фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Алексей Платонов гусеницӑллӑ трактор валли ятарлӑ тытӑм хатӗрленипе палӑрнӑ, ҫав ӗҫе «русская каретка» (чӑв. вырӑс каретки) тенипе пӗлеҫҫӗ.
Трактор историйӗн музейӗн директорӗпе Альберт Сергеевпа пӗр шухӑшлӑ пулса ачасем музей умӗнчи скверта ДТ-54 тракторпа конструктор барельефне вырнаҫтарасшӑн.
Алексей Платонов 1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти рабфакра, Донти политехника институтӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ механикӑпа машиностроени институтӗнче вӗреннӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти складра бактерирен сыхлакан препаратлӑ кӑлпасси тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти курттӑм сутакан складсенчен пӗринче «Юбилейная» пӗҫернӗ кӑлпасси пулнӑ. Ӑна Чулхула облаҫӗнчи Лысковӑри аш-какай комбинатӗнче туса кӑларнӑ.
Кӑлпассире бактерирен аталанасран сыхлакан сульфаметазин препарат пулнӑ. Пӗр килограмм ҫимӗҫре — 7,9 мкг.
Кӑлпасси туса кӑларакана 100 пин тенкӗ штраф хурса хӑварнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Донбаса Чӑваш Енрен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Пурӗ 20 тонна. Ҫав шутра – сакӑр тонна ҫӑнӑх, икӗ тонна кӗрпе. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри аграрисем туса илнӗ тыр-пултан хатӗрленӗ.
Унсӑр пуҫне тепӗр вунӑ тонна ытти апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар ӑсаннӑ.
Калӑпӑшлӑ пулӑшӑва «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Букет Чувашии», «Химпром» предприятисем, «Пике» фабрика уйӑрса панӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, уйрӑм ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти Дмитрий Швечков хӑй укҫипе тӗрлӗ тавар туянса Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен хулари центра пырса панӑ. Унтисем тавара адресатсем патне ӑсатма пулӑшӗҫ.
Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. «Продэкспо» — Раҫҫейри тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк куравсенчен пӗри. Унта апат-ҫимӗҫпе тата тӗрлӗ сӗткенпе паллаштарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери курава тӗнчери 73 ҫӗршыври 2,5 пин ытла предприяти пырса ҫитнӗ. Экспозицие 100 пин ытла тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫтарнӑ.
Сумлӑ куравра пирӗн республикӑри предприятисем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса илнӗ) стенд аякранах курӑнса тӑнӑ. Унта Шупашкарти ликерпа водка завочӗн, Етӗрнери сӗт завочӗн, «АККОНДӑн», Етӗрнери спирт завочӗн, «Мелилотус», «Приволжские колбасы», «Деревенский дворик» предприятисен тата ыттисен продукцийӗпе паллаштарнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Стройминӗн «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн директорне Юрий Алексеева ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи МИХсем пӗлтернине ӗненсен, Юрий Иванович тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |