
Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ хыҫҫӑнхи тӗрӗслев кӑлтӑка палӑртнӑччӗ.
Асӑннӑ вӗренӳ учрежденине хӑпартакан подряд организацине ҫак кунсенче палӑртнӑ. Ӗҫе унти «8-мӗш ПМК» акционерсен обществине шанӗҫ. Шкул 1000 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӗҫе строительсен хула администрацийӗпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пуҫӑнмалла та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.

Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кредит доверия» микрофинанс организацийӗ патшалӑх элемӗсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑ.
Хӑйне рекламӑлас тесе хыпарланӑ чухне вӑл Чӑваш Республикин элемӗсемпе: пурнӑҫ йывӑҫҫипе, виҫӗ хӗвелпе — усӑ курнӑ.
«Кредит доверия» организаци ҫапла хӑтланнине Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви асӑрханӑ. Монополипе кӗрешекенсене вӑлах систернӗ.
Финанс организацийӗн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеме тытӑнсан ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ: реклама хучӗсене кредит условийӗпе паллаштарман, предприятин йӗркелӳпе право формине те уҫӑмлатман.
Монополипе кӗрешекенсем микрофинанс организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса саккуна пӑсма пӑрахмаллине палӑртнӑ. Организацие 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2017 ҫул вӗҫленнӗ тӗле Чӑваш Енре 2800 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хыпарланӑ.
Ӗҫ вырӑнӗсене мӗнле йӗркелӗҫ? Предприятисенче ҫӗнӗ производство хута кайсан. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» кальци гипохлоричӗ кӑларма тытӑнать. Унашкал аналогсем Раҫҫейре ҫук. Ҫавӑн пекех «Акконд», «Хӗвел», «Букет Чувашии» предприятисем хӑйсен производствине ҫӗнетӗҫ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле Чӑваш Енри монохуласенче 6 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Вӗсенчен 1,5-ше – Канаш хулинче.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарассине пӑхса тухнӑ. 2013–2017 ҫулсенче Чӑваш Республикинче 13,5 пин ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне йӗркелесе ҫитермелле.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑха туйса ӗҫлемен строительство организацийӗсене пула хӑш-пӗр кӑлтӑк пур. Графикран юлса ӗҫлекен районсем хушшинче Йӗпреҫе, Сӗнтӗрвӑррине асӑннӑ. «Санар-Строй» компани нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта вӑхӑтра туса пӗтермен. Ҫӗмӗрле районӗнче те чӑрмав пур. Шупашкар хулинче те подрядчик хӑй ӗҫне туллин пурнӑҫламанни курӑнать.
«Ҫынсен хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнмалла. Вӗсем вара паянхи кун та куҫаймаҫҫӗ. Енчен те ӗҫлеме пӗлместӗр пулсан, мӗн ма конкурссене хутшӑнса объектсене илетӗр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ патшалӑхӑн программисемпе кӑлтӑксем туса пыратӑр?», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӳлерех асӑннӑ организацисен ертӳҫисене.

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Объединение производителей железнодорожной техники» чӑв. Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ) ӑслӑлӑх предприятийӗ пӗлтӗрхи ӗҫе пӗтӗмлетме тата кӑҫалхи тӗллеве палӑртма канашлӑва пуҫтарӑннӑ.
Унта предприяти президенчӗ, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин президенчӗн ҫумӗ Валентин Гапанович, РФ экономика министрӗн ҫумӗ Александр Морозов, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
«Чӑваш Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине каламасӑр пултараймастӑп. Предприятисем инфратытӑма аталантарассипе пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртессишӗн сахал мар вӑй хураҫҫӗ. Паян ларура пирӗнпе Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пур. Пирӗн сферӑна витӗм кӳни — унӑн пысӑк тивӗҫӗ. Вӑл чӑннипех те сахал мар ӗҫлет. Малашне те ҫыхӑну ҫирӗпленсе пырасса шанатпӑр», — ырланӑ пирӗн тӑрӑха Валентин Гапанович.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра право йӗркипе тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци ларӑвне ирттернӗ те унта тӗп ыйтусенчен пӗри халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫипе тивӗҫтересси пулнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫ укҫин парӑмӗ 6 организацире пухӑнса кайнӑ, 66,4 млн тенке ҫитнӗ. Нарӑс уйӑхӗнче парӑмӑн сахал мар пайне чакарма май килнӗ, хальлӗхе вӑл 16,5 млн тенкӗ тӑрса юлнӑ.
Хысна учрежденийӗсем парӑмлӑ мар. Ҫав вӑхӑтрах панкрута тухма хатӗрленекен предприятисен шӑпи вара пӑшӑрхантарать. «Оперативлӑ информацисемпе кулленех ӗҫлеме пӗлмелле. Граждансен прависене вӑхӑтра хӳтӗлемелле. Енчен те организацисен панкрута тухас хӑрушлӑх пулсан, ҫынсене те кун пирки пӗлтермелле. Тӑтӑшах ӗҫ коллективӗсемпе курса калаҫмалла, халӑха пӑтӑрмахран сирсе хӑварма тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев.

Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмӗҫ. Генерал-майор ертсе пыракан учреждение Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкунхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи канашлура, хытах ӳпкеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла.
Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Асӑннӑ предприятие наркотӗрӗслеври чылай ҫын куҫни, вӗсем вара ҫул-йӗр отраслӗнче профессионалсем маррине те Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑччӗ.
Ҫул-йӗр отраслӗшӗн ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова та сӑмах лекнӗ. Ӗнертенпе вӑл министр портфелӗсӗр юлнӑччӗ.

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Елчӗк районӗнчи сӗт-ҫу тирпейлекен савутра пулнӑ. Акционерсен обществин учредителӗ Руслан Каштанов пилӗк ҫул хушши ӗҫлемесӗр тӑнӑ завода ҫӗнӗрен вӑй илтерме май килнине пӗлтернӗ. Икӗ ҫул хушшинче завода пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тирпейлесе хута янине палӑртнӑ вӑл. Тавар сивӗтмелли ятарлӑ хатӗр те туяннине асӑннӑ.
Савут кулленех сӗт, турӑх, хӑйма, ҫу, тӑпӑрч тата сыр тирпейлесе кӑларать. Предприятире 31 ҫын тӑрӑшать. Таварсене республикӑри ача пахчисене, ытти ҫӗре ӑсатаҫҫӗ. Елчӗксен ҫимӗҫӗ Мускавра тата Тутарстан Республикинче те тавар анлӑн сарӑлнӑ.
«Предприятисем производство валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянаҫҫӗ пулсан 30 процентне субсиди мелӗпе куҫаратпӑр. Сыра халӑх юратать. Сирӗн тӗллев — лайӑх бизнес-план хатӗрлесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.

В. Кочков ячӗллӗ республикӑри Олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн кӗрешӳ залӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекен ачасемпе ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнине чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн генеральнӑй директорӗ Елена Бадаева хатӗрленӗ.
Парламентари парнисене тивӗҫессишӗн ринга 10—14 ҫулсенчи 200 ытла кӗрешӳҫӗ тухнӑ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ, спортпа туслӑ пулма, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма ачасене Хӗл Мучи суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата турнира хутшӑннисене депутат парнисене те Хӗл Мучиех тыттарнӑ.
Асӑрханӑ тӑрӑх, Елена Бадаева тӗрлӗ мероприяти тӑтӑшах ирттерет. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне вӑл 1985 ҫултанпа ертсе пырать. Унӑн юбилейӗ тӗлне Татьяна Ильина журналист пӗлтӗр кӗнеке те кӑларнӑччӗ.

Яппонири теплицӑсене пирӗн тӑрӑхра кӑларма пуҫлас шанчӑк пур. Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Японире пулнӑ май унти JFE Engineering Corporation компани пайташӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Унта ҫак теплицӑсене кӑларас ыйтӑва хускатнӑ.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсенче халӑх пахча-ҫимӗҫе ытларах кӑмӑл туса ыйтнине кура ертӳҫӗсем Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярас ыйтӑва ҫӗкленӗ, строительство ӗҫӗ пирки сӳтсе явнӑ».
JFE Engineering Corporation яппунсен ушкӑнӗ пирки каласан, вӑл предприятисем валли проектсем хатӗрленине, энерготехнологи енӗпе ҫине тӑнине палӑртмалла. 2013 ҫулта компани агробизнес аталантарма йышӑннӑ хыҫҫӑн ку енӗпе те тӑрӑшать-мӗн.
