Чӳкӗн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.В. Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулчӗ.
Кӑнтӑрла иртсен чи малтанах Михаил Васильевич тулли мар яваплӑ «Чесла» тата «Чесла — АСТ» пӗрлешӳсене ҫитрӗ, вӗсенче ӗҫлекенсемпе курнӑҫрӗ. Ку пӗрлешӳсем 2004–2005 ҫулсенченпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗршывӗпех саланакан атӑ-пушмак хатӗрлеҫҫӗ, предприятисенче 92 тата 86 ҫын вӑй хураҫҫӗ. «Ю.А. Дурасов ырӑ тӗслӗх кӑтартакан ертӳҫӗ. Вӑл ҫакнашкал производство йӗркелесе чылай ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хунӑ», — палӑртрӗ Элтепер.
Унтан ҫул ҫӗнӗрен тӑвакан «Трак керамики» заводалла выртрӗ. М.В. Игнатьева кунти ӗҫсемпе хупӑ йышши «ТУС» акционер обществин тӗп директорӗ Н.Ф. Угаслов паллаштарчӗ. Николай Федорович каланӑ тӑрӑх, строительство ӗҫӗсем кӑҫалхи кӑрлачра пуҫӑннӑ, ҫулталӑкра 60 миллион штук керамика кирпӗчӗ кӑларма тытӑнакан завода 2012 ҫулта туса пӗтермелле, пӗрремӗш продукцие вара 2013 ҫулта кӑлармалла, унӑн хакӗ аякран кӳрсе килекеннинчен чылай йӳнӗрех пулмалла. Строительсемпе сӑмахланӑ май, Михаил Васильевич вӗсен ӗҫ условийӗсемпе те интересленчӗ.
Виҫҫӗмӗш тӗлпулу тулли мар яваплӑ «Чулхула Газпром трансгаз» пӗрлешӳ филиалӗнче — «Заволжски ЛПУМГра» иртрӗ. Унӑн директорӗ С.А. Александров Элтепере предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Филиал ӗҫченӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май, Михаил Васильевич ялти ҫамрӑк специалистсене пулӑшу кӳмелли программӑсем, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассипе, ача пахчисен нушисене татса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ коллективсенче Чӑваш Ен Элтеперӗпе М.В. Игнатьевпа пӗрле район пуҫлӑхӗ-район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ В.Н. Григорьев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров, Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Э.Ю. Ермаков, ЧР юстици министрӗ Н.В. Прокопьева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем — Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ В.В. Андреев тата уҫӑ йышши «Чӑваш бройлерӗ» акционер обществин генеральнӑй директорӗ В.И. Николаев пулчӗҫ.
Унтан Михаил Васильевич район администрацийӗн ҫурчӗн ларусен залӗнче «Красноармейски районӗн 2011 ҫулхи 9 уйӑхри экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн итогӗсем, 2020 ҫулчченхи стратегине пурнӑҫласси мӗнле пыни, вӑтам тата нумай вӑхӑтлӑх тапхӑрсем валли тӑракан задачӑсем ҫинчен» темӑпа район активӗпе канашлу ирттерчӗ. Ҫак ыйтупа унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн В.В. Александровӑн докладне итлесе сӳтсе яврӗҫ. Пухӑннисен умӗнче ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ А.А. Быченков, Раҫҫей Перекет тата Ял хуҫалӑх банкӗсен републикӑри филиалӗсен представителӗсем, ыттисем тухса каларӗҫ.
Ӗҫлӗ ҫулҫӳреве пӗтӗмлетнӗ май, Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑш-пӗр организацисен ӗҫӗ-хӗлӗнчи уйрӑм ҫитменлӗхсене, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарассипе тӗллевлӗрех вӑй хумаллине кӑтартса хӑварчӗ.
Юлашкинчен М.В. Игнатьев нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунӑшӑн тулли мар яваплӑ «Таябинка» Агрофирма» пӗрлешӳ трактористне О.Ю. Васильева тата Красноармейскинчи вӑтам шкул учительне Л.Ю. Илларионовӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хутне пачӗ.