Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.0 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ҫула суд хистенипе юсӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 08.04.2021 21:04 | 470 хут пӑхнӑ
Хулара

Кашни ҫуркунне ҫитмессерен эпир ҫул-йӗр япӑхланнине асӑрхатпӑр. Ҫакӑн сӑлтавне строительсем тивӗҫлипе ӗҫлеменнипе те ҫыхӑнтарма пулать. Нумаях пулмасть юсаса ҫӗнетнӗ ҫул ванса пӗтни уйрӑмах тӗлӗнтерет. Иртен-ҫӳрене ҫеҫ мар, тӳре-шарана та теме пулать.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗр тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. «Воддорстрой» общество хулари ҫулсене 2017-2019 ҫулсенче юсанӑ. Ҫулпа усӑ курнӑ чух вӑл паха марри сисӗнсен те ӑна подрядчик юсаман иккен. Гаранти вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, Фучик, Николаев, Энтузиастсен урамӗсенче тата Мускав проспектӗнче кӑлтӑк сисӗннӗ. Ҫавна май хула администрацийӗ суда тухнӑ. Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ подрядчика 210 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата мӗнпур объекта юсама хушнӑ.

#юсавсем, #ҫул-йӗр, #предприятисем, #строительство, #Шупашкар, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пуйӑс расписанийӗ вӑхӑтлӑха ылмашӗ
2020, 09, 23
Предприятие панкурта кӑларӗҫ
2020, 10, 09
Икӗ савута панкрута кӑларасшӑн
2020, 12, 21
Ӗҫре ҫын аманнӑшӑн штрафланӑ
2021, 01, 20
Стройорганизацие шанчӑксӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ
2021, 03, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org