Хулара
![]() Шупашкарти ҫӑкӑр комбиначӗсенчен пӗрин техника директорне производствӑра ҫын аманнӑшӑн явап тыттарнӑ. Инкек пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. 42-ри хӗрарӑм ҫакӑр пӗҫермелли цехра сылтӑм аллине темиҫе ҫӗртен хуҫнӑ. Ҫапла майпа вӑл сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Пӑтӑрмахшӑн предприятин техника директорӗ айӑплине палӑртнӑ. Шӑпах ӑна ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Хӗрарӑм шар курнӑ оборудовани хупӑлчасӑр пулнӑ. Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӗрарӑма кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарнине кура пуҫиле ӗҫе суд чарса лартнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |