Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче тулаш управленийӗ туса хума йышӑннӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ суд определенийӗн резолюци пайӗнче каланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет предприятийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Организацири тулаш управленийӗ ҫулталӑклӑха пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен.
Ҫӗмӗрлери электросетӗн директорӗ пулса Алексей Россейкин текех тӑрӑшмӗ. Пуҫлӑх тивӗҫне тулаш управляющийӗ пурнӑҫлӗ.
Муниципалитет предприятийӗ хайне панкрута кӑларма ыйтса пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче тавӑҫпа тухнӑ. Предприятин пухӑнса кайнӑ парӑмӗ 2,801 млн тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Арбитрж сучӗ предприятире сӑнав процедурине ҫирӗплетнӗ.