Ҫӗмӗрлери «Проект-техника» корпораци «Арктика», «Ҫӗпӗр» тата «Урал» проектсенче усӑ куракан атом пӑр ҫӗмренӗсем валли трансформаторсем кӑларать. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен вице-премьерӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Пӑр ҫӗмренсем валли трансформатор кӑларасси ҫинчен корпораци нумаях пулмасть ятарлӑ килӗшӳ тунӑ. Министр ҫав хыпара хавхаланса пӗлтернӗ май пирӗн республикӑри предприятисем карапсем тӑвакансен тӗнчери шайне тухнине палӑртнӑ.