Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Ҫӗмӗрлери предприяти йывӑрлӑхран тухаймасть

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 22.07.2020 19:01 | 817 хут пӑхнӑ
Экономика

Парӑма кӗрсен тухма йывӑр ҫав. Ҫӗмӗрле хулинче вырнаҫнӑ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ 2012-2014 ҫулсенче пухнӑ парӑмсемпе паян кун та татӑлса пӗтеймест. Предприятин счечӗсене арестленӗ. Предприяти хӑйне панкрута кӑларма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Тавӑҫ Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче выртать.

Паян Ҫӗмӗрле хулипе районӗнче Чӑваш Ен промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Лекарев пулнӑ. Вӑл вырӑнти тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, маларах асӑннӑ МУПри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Сергей Лекарев вырӑнти тӳре-шарапа унитарлӑ предприятийӗнчи лару-тӑрӑва татса памалли майсене тишкернӗ.

#Промышленность министерстви, #парӑмсем, #предпряитисем, #Ҫӗмӗрле, #экономика, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Укҫа пытарнӑ пуҫлӑха судпа айӑпланӑ
2019, 07, 09
Агрегат савучӗ панкрута тухнӑ
2019, 11, 06
«Чӑваш пичечӗ» — панкрут
2020, 02, 14
Тата тепӗр стройорганизаци панкрута тухнӑ
2020, 03, 24
Алимент тӳлеменшӗн явап тытӗ
2020, 05, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org