Экономика
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен юлашки ҫулсенче хӑйӗн продукцине чикӗ леш енне ӑсатассине самай анлӑлатнӑ. Ҫак енӗпе патшалӑх пулӑшнине те палӑртмалла. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхран ытти регионтан ӑсанман тавар та чикӗ леш енне каять. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин гетероструктурӑллӑ хӗвел модулӗсем (сӑнӳкерчӗкре). «ЧЕТРА» предприятин промышленность тракторӗсене, чӑваш хӑмлине, Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче туса кӑларакан пӑра хирӗҫле ракетӑсене те асӑнса хӑварнӑ. Пластик турбодефлекторсене те Чӑваш Енре кӑна кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |