Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре промышленноҫ туризмне аталантарма пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Инстаграмра пӗлтернӗ. Пилотлӑ проекта Раҫҫейӗн Промышленность тата суту-илӳ министерствипе «Стратегилле пуҫарусен агентстви» автономилле коммерци мар организаци пуҫарнӑ. Промышленность туризмӗ тени туристсене производствӑсемпе палалштармалли экскурсисем йӗркелессине пӗлтерет. Сӑмах май каласан, хӑш-пӗр ҫӗрте ун пек экскурсисем халех йӗркелеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Кузбасра. Промышленность туризмне аталантарссипе раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑхра канашлу иртмелле. Проекта хальлӗхе «Букет Чувашии», «АККОНД», «Промтрактор», «ЭКРА», «Ҫеҫпӗл» предприятисем, Шупашкарти пӑрӑх савучӗ, «Петровский» ҫӑкӑр савучӗ кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |