Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ «Юман рашчине» йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Планра палӑртнӑ пӗрремӗш тапхӑрта унти 100 йывӑҫа касӗҫ.
Рашча патне электричество илсе ҫитерӗҫ, видокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Подрядчикӑн ҫулсене асфальт сармалла, брусчаткӑран тротуар тумалла.
Рашчана хӑтлӑлатсан унта спорт лапамӗ йӗркелӗҫ. Йытӑсене уҫӑлтармалли, суту-илӳ тумалли лапамсем те пулӗҫ.
Велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем те рашчана килме пултарӗҫ, унта ятарлӑ ҫул пулӗ. Хӗлле вара унтах йӗлтӗрпе ярӑнма май килӗ.
Рашчан ятне улӑштарасшӑн. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе ӑна валли «Халӑхсен туслӑхӗн паркӗ» ят суйланӑ. Парка ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ӗҫ 85,7 миллион тенке кайса ларӗ.
Европӑри вӑрмансем сахалланса юлнишӗн чи малтанах этем яваплӑ. Кивӗ тӗнчере ҫын ури пырса пусман вӑрман тупма май ҫук ӗнтӗ, анчах хальхи вӑхӑтра кунта аркатаканӑн утти ҫеҫ мар.
Вӑрманти ҫутҫанталӑкӑн упранса юлнӑ лаптӑкӗсене час-часах уйрӑм майпа хӳтлӗхре усраҫҫӗ, ҫыннисем те унта ытларах ырӑ шухӑшпа килеҫҫӗ.
Хӑй тӗллӗн ӳссе ларнӑ вӑрман лаптӑкӗ Европӑра пурӗ 27 ҫеҫ шутланать, анчах та юлашки ҫулсенче ырӑ туртӑмсене те асӑрхама пулать, сӑмахран, тискер чӗрчунсем таврӑнаҫҫӗ, вӑрман лаптӑкӗсем те ӳсеҫҫӗ.
Европӑра халӗ чи пысӑк «вӑрман утравӗсем» Раҫҫейре, Финляндире, Швецире, Норвегире тата Румынире сыхланса юлнӑ.
Ормьернкампен — Норвегири чи пӗчӗк наци паркӗ, вӑл Ослоран 200 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле Гёусдал коммунӑра, Оппланн хвӳлкӗре (Норвегири администрациллӗ пайланӑвӗн ячӗ; облаҫпе тан) вырнаҫнӑ. Парк лаптӑкне чӑрӑш вӑрмансем йышӑнаҫҫӗ, кӳлӗсемпе шурлӑхсем пур.
Кунта Норвегире урӑх ниҫта та тӗл пулман ӳсентӑрансене курма пулать, ҫакӑнпа вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать те.
Финляндишӗн вӑрмансем питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ.
Республикӑра планетари тӑвасси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. 2016 ҫулта ЧР Элтеперӗ «А.Г.Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ планетари тӑвасси пирки» хушӑва алӑ пуснӑччӗ. Ӑна Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра хута яма, унпа пӗрлех парка та ҫӗнетме палӑртнӑччӗ. Планетари 2018 ҫулта уҫӑлмаллаччӗ.
Халӗ планетарие тепӗр 2 ҫултан тума тытӑнасса шантарнӑ. Ку тӗллевпе 800 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ун валли 4 пин тӑваткал метр лаптӑк хатӗрлеме палӑртнӑ. Проектпа смета документацийӗ хатӗр. Федераци хыснинчен – 641,2 млн, Чӑваш Ен хыснинчен 160,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
Планетарие 2025 ҫулта туса пӗтерме палӑртнӑ.
Ӗнер, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче пулнӑ, унта чечек хунӑ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпар тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.
Ҫавна асӑрханисенчен пӗри Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев палӑк умӗнче маскӑпа тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫавна вӑл ҫын ҫинче курнӑҫланни вырӑнне хакласа хурланӑ.
«Вилӗмсӗр ҫулӑм умӗнче мӗншӗн маска тӑхӑннӑ? Урамра сана вӑл мӗн тума кирлӗ? Хупӑ пӳлӗмри канашлусенче министрсемпе маска тӑхӑнмасть», – тесе ҫырнӑ Кирилл Зайцев.
Кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен республикӑри оперштаб ларусене маскӑсӑр ирттернине, социаллӑ инҫӗше пӑхӑнманнине, сӑмах май каласан, ҫак йӗркесен авторӗ те сиснӗччӗ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ парк кӗҫех уҫӑлӗ. Унта йӑлтах хӗтӗр ӗнтӗ.
Ҫӗнтерӳ паркӗнче юлашки вак-тӗве ӗҫсем ҫеҫ пыраҫҫӗ. Унта Аставӑм Стени» тата палӑк пулӗҫ. Вӗсене ылтӑн тӗспе тунӑ. Палӑка вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене халалласа лартнӑ. Ун ҫумӗнчех – «Астӑвӑм Стени». Ун ҫине Канаш районӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайнӑ ҫынсен ячӗсене ҫырнӑ. Районтан 12 971 ҫын фонта кайнӑ, вӗсенчен 5625-шӗ таврӑнман.
Вӑрҫа кайнӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллӑ «Комбат», «Рейстаг ҫинчи Ҫӗнтерӳ ялавӗ» ӳкерчӗксем тунӑ. Унтах 1945 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ парад сӑнӳкерчӗкӗ те пур.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ пулин те Шупашарти Ҫӗнтерӳ паркне илем кӗртнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, саксем вырнаҫтарнӑ.
Ҫар Мухтавӗн монументне ҫунӑ, ҫырнисене ҫӗнетнӗ. Нихӑҫан сӳнми ҫулӑма та тасатнӑ, сӑрланӑ. Паркра ларакан ҫар техникине те ҫуса тасатнӑ. Унта халӗ чечексем лартнӑ, ҫулла вӗсем ешӗрме пуҫлӗҫ.
Паркра ҫӗнӗ арт-объектсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсенчен пӗри – самолет, ун ҫине Шупашкартан фронта кайнӑ салтаксен ҫырӑвӗсем.
Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Муркашри «Ҫӗнтерӳ» парка тата тӗп лапама ҫӗнетесшӗн. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Муркашри парка тӳре-шара 8 миллион тенкӗпе ҫӗнетме хатӗр. Ӑна кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Паркра канмашкӑн хальлӗхе хӑтлӑ условисем ҫук. Тротуарсем арканнӑ, пандуссем ҫук, унта чечексем те ешермеҫҫӗ. «Салтак» палӑкӑн никӗсӗ те юхӑнма пуҫланӑ. Ачасем валли вылямалли вырӑн ҫук – кӳлленчӗксем ҫеҫ.
Ҫӗнелнӗ паркра вара сукмаксем, тӗмсем, чечек клумбисем пулмалла. Ларса канма сак-дивансем вырнаҫтарӗҫ, «Икӗ мӑшӑр» ятлӑ 4 беседка пулӗ. Палӑк никӗсне те ҫӗнетӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул иртсе кайрӗ, чӗрӗ чӑрӑшсене урама кӑларса ывӑтма шел пек… Эсир вӗсене Шупашкарти Николаев паркӗнчи «Ковчег» зоокӗтесе кайса пама пултаратӑр.
Чӑрӑшсене 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Ку акци кӑрлачӑн 13-19-мӗшӗсенче иртӗ. Асӑрхӑр: чӑрӑшсене мишурапа пӗрле йышӑнмаҫҫӗ. Йывӑҫ туни хӑрса ларнӑ ан пултӑр тата йывӑҫа хими япалисемпе сирпӗтмелле мар.
Йывӑҫсене зоокӗтесри чӗрчунсене ҫитереҫҫӗ, турачӗсене кайӑк-кӗшӗке сарса параҫҫӗ. Сӑмах май, кунашкал акци пӗлтӗр те иртнӗ, ун чухне ҫынсем 147 йывӑҫ килсе панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Шевницын ячӗллӗ паркра хӗл варринче фонтан ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл шыв пӗрӗхтермест, ҫутӑпа ӗҫлет.
Ҫӗнӗ парка «Альянсгрупп» тулли мар яваплӑ общество 10,1 миллион тенкӗпе хӑтлӑлатнӑ. Парк кӑҫал кӗркуннех уҫӑлнӑ-ха, анчах фонтан ӗҫлемен. Тинех ҫутӑ фонтанӗ ҫынсене савӑнтарать, Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑмӑла ҫӗклет.
Ҫак хӗллехи фонтанӑн светодинамикӑллӑ конструкцие пластик пӑрӑхсенчен тунӑ. Вӗсем тӗрлӗ тӗспе ҫутӑлаҫҫӗ. Фонтан ҫур миллиона яхӑн тӑрать.
Ҫитес ҫул Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине Хӗрлӗ Чутайра та уявлӗҫ. Ҫавна май район центрне илем, хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв лапамӗнче фонтан вырнаҫтарӗҫ. Вӑл Шупашкарти Кадет паркӗнчи евӗрех пулӗ.
Подряд организацийӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фонтана кирек мӗнле калӑпӑшлӑ тума, кӗвӗ тата ҫутӑ композицийӗсем вырнаҫтарма пулать.
Палӑртмалла: Шупашкарти Кадет паркне «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Ӗҫе 75 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |