Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ «Юман рашчине» йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Планра палӑртнӑ пӗрремӗш тапхӑрта унти 100 йывӑҫа касӗҫ.
Рашча патне электричество илсе ҫитерӗҫ, видокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Подрядчикӑн ҫулсене асфальт сармалла, брусчаткӑран тротуар тумалла.
Рашчана хӑтлӑлатсан унта спорт лапамӗ йӗркелӗҫ. Йытӑсене уҫӑлтармалли, суту-илӳ тумалли лапамсем те пулӗҫ.
Велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем те рашчана килме пултарӗҫ, унта ятарлӑ ҫул пулӗ. Хӗлле вара унтах йӗлтӗрпе ярӑнма май килӗ.
Рашчан ятне улӑштарасшӑн. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе ӑна валли «Халӑхсен туслӑхӗн паркӗ» ят суйланӑ. Парка ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ӗҫ 85,7 миллион тенке кайса ларӗ.